Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«ЫРĂ ÇЫНСЕМ ЫРĂ СĂЛТАВПА ПУХĂННИНЕ ТУРĂ ТА ЫРЛАТЬ»

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенче
ĕçлĕ çÿревпе пулнă.
Республика пуçлăхĕ Патăрьел салинче районти тĕп больницăн çĕнĕ корпусне уçнă çĕре хутшăннă. Виçĕ хутлă çуртра терапи, неврологи, сывлăха çирĕплетекен уйрăмсем, ача-пăча тата хĕрарăм консультацийĕсем вырнаçнă. Объект строительствин смета хакĕ 71 миллион тенкĕпе танлашнă, укçана республика бюджетĕнчен уйăрнă.
Медицина пулăшăвĕн пахалăхне лайăхлатма района чылай пулăшнă. Иртнĕ çулхи утă уйăхĕн 1 - кăçалхи утăн 1-мĕшĕсенче кăна çак тĕллевпе 14,1 миллион тенкĕ панă. Сиплев учрежденийĕсем икĕ çулта хальхи кăткăс оборудованин 23 единицине, васкавлă пулăшăвăн 5 машинине тивĕçнĕ.
Патăрьел районĕ демографи кăтартăвĕсен чылай енĕпе Чăваш Ен муниципалитет йĕркеленĕвĕсен хушшинче малта пырать. Тĕслĕхрен, ачасем çураласси /14,5 промилле/, республикăри вăтам кăтартуран /11,6/ пысăк, тин çуралнисем вилесси /5,2/ пĕчĕк /республикăра - 6,5/. 2008 çулта ку хутлăхра вĕсем вилнĕ тĕслĕх пулман. Ыттисемпе танлаштарсан, социаллă йывăрлăхсемпе çыхăннă чир-чĕр тĕлĕшпе те лару-тăру лăпкăрах.
“Лайăх кăтартусемшĕн, районта пурăнакансен сывлăхне упранăшăн медицина ĕçченĕсене чĕререн тав тăватăп”, - тенĕ Президент. Николай Федоров Патăрьел район больницин тĕп врачне Николай Тинюкова 1 миллион та 620 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ туянма свидетельство панă.
“Паян Патăрьел районне пулăшупа пахалăхлă тивĕçтерме май паракан технологисем килсе çитрĕç. Больницăра персонала ĕçлеме те, пациентсене сипленме те тивĕçлĕ условисем туса панă”, - палăртнă ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова.
Вице-премьерăн хаклавне сиплев учрежденийĕн çĕнĕ корпусĕпе Президент паллашнă чух чирлисемпе курнăçнă май вĕсем пахалани те аван çирĕплетнĕ. “Чăннипех çăтмах кĕтесĕ! Тавах сире, Николай Васильевич, пирĕн сывлăха тĕреклетессишĕн тăрăшнăшăн”, - тенĕ 82 çулти Ираида Мулюкова. Республика пуçлăхне çавăн пекех вăрçă ветеранĕсем Зарифзян Макачев тата Геннадий Мулюков тав тунă. Президент вĕсене тонометр парнеленĕ. Ача-пăча консультацийĕнче Николай Васильевич çулталăк çурăри Яночкăна çемçе теттепе савăнтарнă.
Люля поселокĕнче “Первомайски - Ишлĕ - Ульяновка - Люля” автомобиль çулне уçнă. Пахалăхлă асфальтпа бетон сарнă 13 километра тăсăлакан çул 83 çынлă аякри поселока район центрĕпе çыхăнтарнă. Çул-йĕр специалисчĕсем йывăр условисенче вăй хунине пăхмасăр - трасса вăрман витĕр иртет - ăна вăхăтра туса пĕтернĕ. Поселокра пурăнакансене меллĕ пултăр тесе “Патăрьел - Ишлĕ - Люля” автобус маршручĕ уçнă. Çул строительствин хакĕ 100 миллион ытла тенкĕ. Ăна республика бюджетĕнчен уйăрнă.
“Чăваш Енре малашлăхсăр ялсем тек пулмĕç. Ку - пирĕн çирĕп тĕллев. Çавăншăн эпир чи аякри ялсем патне те Европа шайĕнчи автомобиль çулĕсем хыватпăр, унта пурăнакансене çут çанталăк газĕпе тата ĕçмелли паха шывпа тивĕçтеретпĕр”, - тенĕ Николай Федоров хăйĕн сăмахĕнче. “Чаплă çул туса панăшăн, пирĕн ватăсемшĕн тăрăшнăшăн пысăк тав тата тайма пуç. Чунра лăпкă: вĕсене пулăшупа вăхăтра тивĕçтерĕç. Хисеплĕ Николай Васильевич, çак пархатарлă ĕçе эсир хывнă тÿпе чăннипех вышкайсăр. Кунашкал çул пирки ĕмĕтленме те пултарайман эпир”, - тав тунă Люля поселокĕн çыннисем.
Уява пухăннисем фольклор ансамблĕн юрри-ташшипе киленнĕ. Ача-пăча вара Президент кучченеçне - мороженăя юратса çинĕ.
Первомайскинче пурăнакансемпе хăнасемшĕн тепĕр пулăм чылайлăха асра юлĕ - унта Патăрьел районĕн кунĕ иртнĕ. Николай Федоров Юхма ен ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламласа Чăваш Республикин патшалăх наградисене панă. Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Валентина Киргизова - Чăваш Республикин Хисеп грамотине, Регионсен хушшинчи валеçекен “Атăл” сеть компанийĕ” - “Чăвашэнерго” АУО филиалĕн пуçлăхĕ Владимир Емелин “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ энергетикĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Ун хыççăн Николай Федоров Шăмăршă районĕнче пулнă. Шăмăршă ялĕнче вăл Мăшăрлану керменне уçнă çĕре хутшăннă. ЗАГС уйрăмĕ халиччен район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Чаплă уявсене - мăшăрланăва, туй юбилейне, ят хунине паллă тума унта меллех пулман. Тăватă миллион тенкĕлĕх реконструкци тунă хыççăн унччен пушă ларнă çурт тĕпрен çĕнелсе улшăннă, Мăшăрлану керменĕ пулса тăнă. Ун тавралла тирпей-илем кĕртме вырăнти бюджет 500 пин тенке яхăн панă. 123 тăватакал метр лаптăкра авланаканăн, качча тухаканăн, çынсене йышăнмалли пÿлĕмсем, чыслав ирттермелли зал вырнаçнă. Сăмах май, паянхи кун тĕлне Патăрьел, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Элĕк, Етĕрне районĕсенчи тата Канаш хулинчи ЗАГСсем хăтлă çурта куçнă. Вăрмар, Вăрнар районĕсенче те вĕсем валли çĕнĕ пÿлĕмсем тăваççĕ.
“Ырă çынсем ырă сăлтавпа пухăннине Турă та ырлать. Çавăнпах вăл паян ĕçченлĕхĕршĕн, малашлăха ĕненÿпе талпăннăшăн уяр çанталăкпа савăк кăмăл парнелерĕ. Мăшăрлану керменĕ Телей çурчĕ пуласса, Шăмăршă çыннисен çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шанатăп”, - тенĕ республика пуçлăхĕ. Çитĕнÿсем пур ĕнтĕ. 2008 çулăн пĕрремĕш çурринче иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен тăхăр ача ытларах çуралнă.
Мăшăрлану керменĕ малтанхи çынсене йышăннă. Кăçалхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьелĕнчи Сергей Ермолаев вăрманçăпа Ольга Маркова студентка çемье çавăрнă. Карапай Шăмăршăри Федор Егорович тата Лидия Архиповна Волковсем 50 çул пурăннине паллă тунă. Юбилярсем 4 хĕрпе 1 ывăл çуратса ÿстернĕ, вĕсен 8 мăнук. Шăмăршăри Александрпа Алевтина Якушовсен пĕр уйăхри ывăлĕ Дмитрий пĕрремĕш документ - çурални çинчен паракан свидетельство хуçи пулса тăнă.
Чăваш Ен Президенчĕ вĕсене ăшшăн саламланă, чечек çыххипе тата асăнмалăх парнепе савăнтарнă. Вăл çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи 3 ача амăшне Людмила Давыдовăна тата 2 ача çуратнă Екатерина Тихоновăна çемье капиталĕн патшалăх сертификачĕсене панă.


"Хыпар"
15 июля 2008
00:00
Поделиться
;