Министерство здравоохранения Чувашской Республики

ÇĔНĔ ПРОЕКТ ЧĂВАШ ЕНРЕ ĂНĂÇЛĂ ĔÇЛЕТ

Ĕнер Чăваш Енре Раççей вице-премьерĕ Александр Жуков пулчĕ. Вăл тата унпа пĕрле килнĕ РФ сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Руслан Хальфин, Раççей Правительствин Приоритетлă наци проекчĕсен департаменчĕн директорĕн çумĕ Александр Борис, РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Владимир Зорин ЧР Президенчĕпе Николай Федоровпа тата официаллă ытти представительпе пĕрле Шупашкарти социаллă пĕлтерĕшлĕ темиçе объекта çитсе курчĕç.
ПĔрремĔш тĕл пулу Шупашкар хулин 1-мĕш клиника больницинче иртрĕ. Ку сиплев-профилактика учрежденийĕ 1976 çултанпа ĕçлет, 96054 çынна пулăшупа тивĕçтерет. Урологи, литотрипси, колопроктологи, профпатологи енĕпе хула тата республика центрĕ шутланать. Юлашки çулсенче унăн пурлăхпа техника никĕсĕ чылай пуянланнине палăртмалла. “Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн больницăна 13,3 миллион тенкĕлĕх ультрасасă диагностикин, пайăрка терапийĕн аппарачĕсемпе, эндоскопи, клиника-диагностика лабораторийĕн оборудованийĕпе, электрокардиографсемпе тивĕçтернĕ.
Пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республика Раççейри вун çичĕ субъект шутĕнче çĕнĕ пилот проектне хутшăнать. Чăваш Енри 52 сиплев учрежденийĕнче ăна пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри - хулари 1-мĕш клиника больници. Унăн ĕçĕпе тĕплĕн паллаштарнă май ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова тата Шупашкар хулин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Марков пилот проекчĕн витĕмĕпе çулталăкра пулса иртнĕ ырă улшăнусене вырăнти тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç. Чи малтанах тата 579 тĕрлĕ медицина оборудованийĕ туяннă. Çавна май диагностикăпа сиплев калăпăшне темиçе хут ÿстерме пултарнă. Çĕнĕлле ĕçлеме пуçланă. Йышăну уйрăмĕнче диагностика палатисем йĕркеленĕ. Дежурнăй тухтăрсем “васкавлă пулăшупа” илсе килнĕ е участок терапевчĕ янă çынсене тĕрĕсленĕ хыççăн диагноз паллă пулмасан çак палатăна вырттараççĕ. Вĕсене кунта 1,5 сехетрен пуçласа 3 талăк таранах тытма пултараççĕ, сывлăхне тăтăш сăнаса тăраççĕ, пур енлĕ тĕрĕслев ирттереççĕ, малалла ăçта, мĕнле сиплемеллине палăртаççĕ. Хăнасене травматологи уйрăмĕн ĕçĕпе те паллаштарчĕç. Кунта пысăк сыпăсене операци тунă е аманнă пациентсене сывлăха çирĕплетме пулăшаççĕ.
Çавăн пекех 1-мĕш клиника больницинче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин “Медицина информаци-аналитика центрĕ” учрежденийĕнче хатĕрленĕ меслетсемпе медицина пулăшăвĕ памалли çирĕплетнĕ стандартсене мĕнле пахалăхпа пурнăçланине шута илсе пыраççĕ. Медицина процесне йĕркелесе тăракан автоматизациленĕ тытăм регистратурăна, тухтăрсен, диагностика уйрăмĕсен специалисчĕсен ĕç вырăнĕсене пĕрлештерсе тăрать. Александр Жукова коридорта çакăнса тăракан “Сĕнÿсен ещĕкĕ” те кăсăклантарчĕ. Унта чирлисем хăйсен шухăшĕсене, асăрхаттарăвĕсене çырса яраççĕ. Ещĕке тĕп врач кăна уçма пултарать. Малтанхи тапхăрта вăл самантрах тулса ларнă пулсан - халĕ лару-тăру лайăхланнă. Пулăшу пахалăхĕ ÿссе пынă май кăмăлсăррисен шучĕ самаях чакнă.
Пахалăхпа ĕçлетĕн - шалу та ытларах илетĕн. Вице-премьер пилот проекчĕ медиксен ĕç укçине мĕнле витĕм кÿни пирки ыйтнине хуравласа Нина Суслонова пĕлтĕрхипе кăçалхине танлаштарса кăтартрĕ. Хавхалантару мелĕпе усă курма пуçланăранпа ĕç укçине 1,6 хут ÿстерме пултарнă. Кашнин ĕçне электронлă тытăм урлă шута илсе пыраççĕ. Кама, мĕншĕн мĕн чухлĕ хушса тÿлемелли критерисем те пур, йăлтах уççăнлăхра пулса пырать.
Николай Федоров Президент шухăшĕпе Чăваш Ен пилот проекчĕ енĕпе пухнă опытпа ытти регионта та усă курма пулать, мĕншĕн тесен сывлăх сыхлавне çĕнетсе улăштарас ыйтусемпе республикăра иртнĕ ĕмĕрти тăхăр вуннăмĕш çулсен вĕçĕнчех ĕçлеме пуçланă, чылай мала кайнă. Тĕслĕхрен, Чăваш Республикин çемье тухтăрĕсен институтне йĕркелес опытне Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви регионсене тĕслĕх вырăнне сĕннĕ.
Александр Жуков вице-премьер больницăпа паллашнă хыççăн ирттернĕ кĕске канашлура пилот проекчĕ чăннипех кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ пулнине, Чăваш Енре унпа ăнăçлă усă курнине палăртрĕ.
* * *
ХУЛАРИ 1-мĕш клиника больницин туслă йышĕпе сыв пуллашнă хыççăн РФ Правительствин Председателĕн çумĕ А.Жуков Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрне çитрĕ, унти лару-тăрупа паллашрĕ.
Медицинăн пысăк технологийĕсене аталантарасси “Сывлăх” наци проекчĕн приоритетлă çул-йĕрĕ шутланать. Асăннă учреждение 2006 çулта тума тытăннă, пĕлтĕрхи юпа уйăхĕ тĕлне республика панă сăмаха тытнă - объект никĕсĕн строительствине вĕçленĕ тата инженери коммуникацийĕсене хута янă. 2007 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне 383 модультен кунта пурне те вырнаçтарнă.
Кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне центрăн диагностика тата стационар уйрăмĕсенче тирпей-илем кĕртессине вĕçленĕпе пĕрех. Инженерин шалти коммуникацийĕсене кĕçех туса пĕтереççĕ, çурт фасадне хатĕрлесе унăн тăррине витсе çитереççĕ.
Асăннă центр Чăваш Енĕн медицина кластерĕн паянхи технологийĕсен хăйне евĕрлĕ локомотивĕ пулмалла. Тĕнчери чи пысăк стандартсемпе килĕшÿллĕн çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатнă тĕлĕнтермĕш центр çĕршыври тата тĕнчери медицинăн кăткăс технологийĕсем тĕлĕшпе туса хатĕрленĕ наука ĕçĕсене интеграцилеме, вĕсене шалти тата тулашри рынокра сарма май панине ЧР Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырурах палăртса хăварнăччĕ.
Федерацин травматологин, ортопедин тата эндопротезированин Шупашкарти центрĕ 165 койка-вырăнлă пулмалла, çав шутран 15-шĕ - ачасем валли. Çĕршывра çĕкленекен çакăн йышши 5 учрежденирен пĕрне, Раççей Федерацийĕн 8 субъектĕнче пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме палăртнине, Чăваш хутлăхĕнче ĕçе кĕртсен халăха ортопеди енĕпе медицина пулăшăвĕ парассине 4 хут ÿстерме, çынсем унпа усă курма пултараслăха 80 процента çити хăпартма май килет. Унăн никĕсĕ çинче çулталăкра 6 пин операци тума палăртнă.
Травматологипе ортопедин çĕршыври ятлă-сумлă институчĕсемпе академийĕсенче 63 врач, медицинăн 123 вăтам ĕçченĕ пĕлĕве ÿстернĕ, 7 травматологпа ортопед, 1 анестезиолог-реаниматолог хатĕрленĕ. Иртнĕ çулхи çĕртме уйăхĕнчен пуçласа республикăри 1-мĕш клиника больницинче пысăк сыпăсене эндопротезлас енĕпе çĕршыври паллă сиплевçĕсем мастер-классем ирттереççĕ. Пĕтĕмпе 250 операци тунă та ĕнтĕ. Центрта врач-травматологсен бригадисене йĕркеленĕ, вĕсем вертобрологи профилĕпе ĕçлеççĕ. Сиплев учрежденийĕнче пĕтĕмпе 20 травматолог пулмалла, консультаци поликлиники уçăлмалла.
Кашни регионăн хăйсен пациенчĕсене операци тутармалли квота пулать, халĕ реестрсем хатĕрлеççĕ. Центр пулăшăвĕ - тÿлевсĕр. Мĕн пур тăкака /çав шутра тухтăр шалăвĕ валли каяканнине те/ “Сывлăх” нацпроектпа килĕшÿллĕн бюджет саплаштарать.
Эндопротез енĕпе центрта пĕрремĕш операцие кăçалхи юпа уйăхĕнче ирттерме палăртаççĕ. Çакăн пирки Мускав хăнине ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Н.Суслонова тата “Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ” ФПУ тĕп врачĕ Н.Николаев каласа пачĕç.
Ун хыççăн Александр Жуков Шупашкар хулинчи Гладков урамĕнче вырнаçнă пурăнмалли микрорайонăн строительство лаптăкĕнчи лару-тăрупа паллашрĕ, çĕнĕ çуртра çамрăксем валли тунă хваттере кĕрсе тухрĕ.
РФ Правительствин Председателĕн çумĕ массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.
* * *
- Александр Дмитриевич, статистика кăтартăвĕсене тĕпе хурас тăк халĕ çĕкленекен федерацин çакăн йышши мĕн пур центрĕ, çав шутра 1-мĕшĕ - Шупашкарта кĕçех уçăлмалли, Раççее усă парать-и?
- Федераци центрĕсен строительстви - наци проектĕнче чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Шупашкарта туса лартнă учреждени ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çакна курса ĕнентĕмĕр: ку вăл пысăк технологисен центрĕ. Медицинăн ахаль йышши центрĕ çеç мар. Кунта чикĕ леш енче туса хатĕрленĕ чи çĕнĕ те кăткăс оборудовани вырнаçтарнă, сиплевçĕсене ятарласа вĕрентнĕ. Раççейĕн 8 регионĕнче - Атăл тăрăхĕнче - пурăнакан 10 миллион ытла çынна эндопротезировани енĕпе квалификациллĕ пулăшупа тивĕçтерĕ вăл. Ман шухăшпа, çакă - пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă проект. Унăн уссине, тĕрĕссипе, хакласа та пĕтереймĕпĕр. Çĕршывра кун йышши центрсем туни онкологи, кардиологи, травматологи енĕпе граждансене пахалăхлă пулăшу парас ĕçре чăннипех пысăк çитĕнÿ.
- Çул-йĕр тата трасса медицини çинчен юлашки вăхăтра нумай калаçатпăр. Чăваш Ен те асăннă проекта хутшăнать. Апла тăк çĕршыври, ку тăрăхри лару-тăрăва уçăмлатса парсамăр...
- Паян эпир Чăваш Республикинче медицинăн икĕ учрежденийĕнче пултăмăр. Эпĕ ăнланнă тăрăх, хулари 1-мĕш клиника больници çул çинчи аварисенче сусăрланнисене йышăнакан центр шутланать. Инкек тÿсекенсене чи малтанах унта илсе пыраççĕ. Федераци учрежденине ĕçе ярсан вара вăл пĕрремĕш пулса тăрĕ. Çул çинче сусăрланакансене уралантарас енĕпе ырă улшăну тата ытларах пулĕ /ЧР Президенчĕ Н.Федоров Мускав хăнин хуравне татах анлăлатрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, ку енĕпе ырă улшăнусем тунă та: хаклă йышши чаплă вертолетсем уйăраççĕ. Авари хыççăн 3-5 минутранах хăватлă транспорт чирлĕ çынна эндопротезировани центрне илсе çитерĕ/.
Çул çинче сусăрланакансене пулăшасси - наци проекчĕн аталанăвĕн çĕнĕ енĕ. Ку çултан çак тĕллеве пурнăçлама укçа уйăрма тытăннă. Пытармалли çук, сусăрланнисене медицинăн пĕрремĕш пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтерменнипе нумай çын вилет, сусăра тухать. Çавăнпа та ку енĕпе ĕçлемелле те ĕçлемелле: федераци трассисене уйрăм больницăсем çумне çирĕплетмелле, ятарлă машинăсем, вертолетсем, врач бригадисем уйăрмалла.
- Сывлăх сыхлавĕн реформин концепцине тата унăн тĕп положенийĕсене Раççей Правительстви хăçан йышăнать?
- Ку ыйтусемпе ятарлă канашлусем ирттерме тытăнтăмăр ĕнтĕ. Ман шухăшпа, асăннă стратегин тĕп положенийĕсене кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çирĕплетмелле. Çавна май пилотлă проектсене Раççей регионĕсенче пурнăçланин тĕрĕс вăхăтне тишкерсе тухмалла. Шăпах çак тĕллевпе сÿтсе яватпăр та паян Чăваш Республикинче ăна ĕçе кĕртнине. Тÿрех калатăп, кăмăллă юлтăмăр. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли тĕп çул-йĕр кунта ăнăçлă ĕçе кĕрет. Кăтартусем савăнтараççĕ: медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе те, финанслассин пĕр каналлă тытăмĕн стандарчĕсене хатĕрлессипе те, ĕçшĕн тÿлемелли çĕнĕ тытăм енĕпе те. Вĕсем хăйсен эффективлăхне Чăваш Енре чăннипех çирĕплетрĕç. реформăсем республикăра маларах пуçланнă пулин те, сирĕн опытăр çĕршывра çĕнĕлĕхе еплерех пуçаруллă ĕçлеттерсе ямаллине кăтартса пачĕ. Эпĕ çапла шухăшлатăп: çитес эрнере наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн çакнашкал программăсене пурнăçлакан ытти регионпа видеоконференци ирттермелле, çитĕнĕвĕрсене хакламалла. Çывăх вăхăтрах сывлăх сыхлавĕн тытăмне модернизацилемелли стратеги никĕсне çирĕплетессе шанатăп.
- Шупашкартан Саранска мĕн тĕллевпе çула тухатăр?
- Сывлăх сыхлавĕн наци проекчĕсене епле пурнăçланипе, çурт-йĕр строительстви мĕнле пынипе интересленĕпĕр. Унсăр пуçне пысăк предприяти - кантăк завочĕ уçăлать унта.


"Хыпар"
24 июля 2008
00:00
Поделиться
;