Министерство здравоохранения Чувашской Республики

ПИРУС СĔРĔМĔ АН МИНРЕТТĔР

АКА уйăхĕнче “Чăваш Республикинче вĕрентĕве 2040 çулччен аталантармалли стратеги” проекта эксперт комиссийĕн анлă ларăвĕнче пуçласа сÿтсе яврĕç. Ларăва Николай Федоров Президент ертсе пычĕ. Стратеги пĕлтерĕшĕ пирки каланă чухне вăл çамрăк ăрăва воспитани парас, сывă пурнăç культурине вĕрентес ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Ăна çул çитменнисемпе çамрăксен хушшинче сиенлĕ йăласем сарăлни питĕ пăшăрхантарать. Çав шутра - табак туртакансен йышĕ ÿссе пыни. Николай Васильевич ларура ыйту çивĕчлĕхне палăртса çак кун хăйĕн кăмăлне пăснă тĕслĕхе аса илчĕ. “Кунта килнĕ чухне умра яштака, илемлĕ, лайăх тăхăннă хĕрсем утса пыратчĕç. Илеме куç курать, илем савăнтарать, çамрăклăх хавхалантарать. Анчах çывăха çитсен курах кайрăм - хĕрсем сигарет мăкăрлантараççĕ кăна. Сурас килчĕ, илем тĕссĕрленчĕ. Пулас амăшĕсем хăйсене çапла çăмăлттай тытни кăмăла пăсрĕ”, - терĕ вăл.
Çапла, малашлăх пирки шухăшлама пĕлменнипе пирус туртса сывлăха хавшатакансене хĕрхенес те килет. Тĕнче статистики тăрăх, туртакан арçынсен ĕмĕрĕ вăтамран 6, 7 çул кĕскелет, хĕрарăмсен - 5, 3 çул. Раççейре туртнипе çыхăннă чирсене пула кашни çул 400-500 пин çын вилет. Чăваш Енре лару-тăру еплерех-ха? Пирĕн республикăра халăхăн 40 проценчĕ табак туртать. Вĕсен йышĕ хушăнсах пырать, тĕпрен илсен, туртакан хĕрарăмсен, çул çитмен çамрăксен, ачасен шучĕпе. Республикăри арçын ачасен - 15 проценчĕ, хĕрачасен 10, 7 проценчĕ çак сиенлĕ йăлана пăхăнса пурăнаççĕ. Раççейĕпе - ачасен 31, 25 проценчĕ. Ачасем вăтамран Раççейре - 8 çултан, Чăваш Республикинче 11 çултан туртма тытăнаççĕ. Уйрăмах пăшăрхантаракан пулăм - пулас амăшĕсенчен 50 проценчĕ сигаретпа туслă пулни.
“Йытă çимен япалана” çăвара ачаллах хыпма хăнăхни наци сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратни пирки тухтăрсем тахçантанпах чан çапаççĕ-ха. Анчах хăйсене çитĕннĕ çын пек кăтартас, тус-юлташ пек пулас текен çамрăксен хăлхине аслисен сăмахĕ сайра кĕрет çав. Вĕсем пĕр-пĕрне çеç итлеççĕ, пĕр-пĕрин умĕнче паттăрланаççĕ. Çавăнпа та табак туртассинчен хÿтĕлес, туртма пăрахтарас юхăма çамрăксемпе ачасене анлă хутшăнтарни пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн республикăра ку ыйтупа темиçе çул каяллах ĕçлеме пуçларĕç. 2004 çулта ЧР Президенчĕ “Табак туртнин профилактики çинчен” указ кăларчĕ, унтан Чăваш Республикинче 2005-2007 çулсем валли табак туртассине чакармалли программа йышăнчĕç. Программа тĕллевĕсене пурнăçа кĕртнĕ теме юрать. Соцыйтăмсем тăрăх 2007 çул тĕлне, 2005 çулпа танлаштарсан, табак туртакансен йышĕ - 10 процент, ачасемпе çул çитменнисен, çамрăксен хушшинче 36, 1 процент чакнă. Ку - ырă пулăм.
Тĕрлĕ проектпа пуçарăва пурнăçа кĕртсе пынин витĕмĕ пысăк пуласса шанма май пур. Çав шутра - районсемпе хуласенчи организацисен коллективлă килĕшĕвĕсенче табак туртман ĕçченсене хавхалантарасси çинчен палăртса хăварни те, ачасем туртнин профилактикин ыйтăвĕсемпе семинарсем ирттерни те, вĕрентÿ программисем, общество юхăмĕсене йĕркелени те, халăхăн кану вырăнĕсенче, спорт меропрятийĕсен вăхăчĕсенче туртма тата табак изделийĕсем сутма чарни те.
Николай Федоров Президентăн Патшалăх Канашне янă “Малашлăхшăн паян ĕçлетпĕр!” Çырăвĕнче те табак туртассипе кĕрешесси патшалăх политикин пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕ пулнине уйрăммăн палăртса каланă. Вăл пуçарнипех “Чăваш Республикинче табак туртассин тата табак изделийĕсене сутассин 2009-2011 çулсенчи профилактики” республика тĕллевлĕ программине йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн, малтан палăртнă тăрăх, туртакансен йышĕ - 5 процент, çул çитменнисемпе çитĕннисем пуçласа ÿпке чирĕпе аптрасси 5 процент чакма кирлĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, çĕнĕ программа Чăваш Ен халăхĕн сывлăхне упрас, çирĕплетес тĕлĕшпе ырă витĕм кÿмелле.
Паян сывă пурнăç йĕркине сарасси пирки нумай калаçатпăр, çыратпăр. Пирусран сивĕтес ыйтусемпе ирттерекен мероприятисем çак тĕллевпе тачă çыхăннă. Пирĕн республика Раççейри Наци сывлăхĕн лигипе килĕштерсе ĕçлет, вăл пулăшнипе “Эпĕ, эсĕ, вăл: эпир - сывă çĕршыв” проекта пурнăçа кĕртет, çавăн пекех “Табаксăр Раççей” акцие хастар хутшăнать. Паян, Тĕнчери пирус туртассинчен писмелли кун, Шупашкарта “Табаксăр Раççей” республика форумĕ иртмелле. 2009 çулта вара “Табаксăр Чăваш Ен” проект старта тухĕ.
Юлашкинчен çакна кăна каласшăн. Пирĕн сывлăхшăн патшалăх шайĕнче тăрăшаççĕ, эпир вара? Пирус сĕрĕмĕ ан минреттĕр тесе кашни хăй тăрăшни те кирлине манас марччĕ. Çитĕннисен уйрăмах яваплă пулмалла, ачасемпе çул çитменнисем вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.


"Хыпар"
20 ноября 2008
00:00
Поделиться
;