Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«ПАТТĂРЛĂХĂР УМĔНЧЕ ПУÇ ТАЯТПĂР...»

Федерацин “Ветерансем çинчен”, “Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен” саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, федерацин 2004
çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнчи 122-мĕш саккунĕ вăя кĕриччен, медицина кăтартăвĕсене тĕпе хурса инвалидсене автомобиль пама палăртнă.
Çав вăхăт тĕлне инвалидсенчен хăшĕ-пĕрне транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерейменнипе патшалăх ку ыйтăва татса парасси хăйĕн обязательстви пулнине пĕлтерчĕ. 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне шута илнĕ инвалид-черетçĕсен списокне федераци регистрне кĕртнĕ.
РФ Президенчĕн 2008 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнчи “Инвалидсене социаллă хÿтлĕх памалли хăш-пĕр мера çинчен” 685-мĕш Указĕ тăрăх сусăрсене 2008-2009 çулсенче транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерессине вĕçлеме йышăннă. Асăннă документпа килĕшÿллĕн кăçал автомашинăна е ун вырăнне пĕр хут уйăракан 100 пин тенкĕ компенсацие вăрçă инваличĕсем, инвалида тухнă реабилитациленĕ çынсем, чернобылецсем çитес çул - автомобиль, пĕтĕмĕшле чире пула инвалид пулса тăнисем, ачаранпах инвалидсем, инвалид ачасем пĕр хут уйăракан 100 пин тенкĕ компенсацие илеççĕ.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви ыйтнипе республикăна “Лада-21074” автомобильсем 330 илсе килнĕ. Вĕсене 322 инвалид илмелле. 8 ветеран ăна тивĕçмелли тапхăр çитиччен пурнăçран уйрăлнă май çав транспорт хатĕрĕсене реабилитациленĕ çынсене тата чернобылецсене параççĕ. Вăрçăн 160 инваличĕ укçа компенсацине суйласа илнĕ.
2005 çултанпа Чăваш Ене инвалидсем валли 666 автомашина /“Ока” - 162, “Лада” - 504/ килнĕ.
...Чăваш наци музейĕ умĕнчи уçă вырăнта ретĕн-ретĕн лартса тухнă тĕксĕм-кăвак “Ладăсем”, 115 автомашина, хăйсен хуçисене - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă паттăр ентешсене - Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче, Шупашкар районĕнче пурăнакан ветерансене кĕтеççĕ.
Музейĕн пысăках мар залĕ - лăк тулли. Вăрçă инваличĕсене автомашина панă ятпа ирттерекен савăнăçлă ларăва вĕсен çывăх çыннисем те йышлăн пуçтарăннă.
“Хам чăннипех хумханнине эпĕ, фронтовик ывăлĕ, вăрçă хыççăн çитĕннĕ ăру çынни, пытараймастăп. Сирĕн умăрта пăлханмасăр тăма май та çук. Эсир - чăн-чăн паттăрсем, тĕнче историйĕнче унччен пулман хаяр вăрçăра çĕнтертĕр, çĕршывăмăра кăна мар, этемлĕх цивилизацине çăлса хăвартăр. Хаклă çыннăмăрсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсем, тавах сире паттăрлăхăршăн, - терĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров церемоние уçнă май. - Пире, вăрçă хыççăн çитĕннĕ ăрăва, канăç паман сăлтав тепре те пур: ку - сирĕн умăрти тивĕçĕмĕре татайманни. Атте, ача çуртĕнче çитĕннĕскер, II Белорусси фронтĕнче, малти линире çапăçнăскер, йывăр суранланса таврăннă. Ĕмĕр тăршшĕпех канма пĕлмесĕр ĕçлетчĕ. Йывăрлăх умĕнче пуç усман вăл, çак зала пухăннă вăрçă паттăрĕсем пекех тÿсĕмлĕ пулнă. Çывăх çыннăм çинчен калаçатăп - сирĕн чăтăмлăхăр, хастарлăхăр куç умне тухса тăрать. Хăйсем парăнтарнă çынсем пек тулăх пурăнаймарĕç те пулĕ пирĕн çĕнтерÿçĕсем. Патшалăхăн парăмĕ сирĕн умăрта чăннипех нумай. Паян сире автомашинăпа тивĕçтерни çавăн пĕчĕк пайне татнине пĕлтертĕр кăштах.
Сирĕн фронтри, кулленхи пурнăçри çĕнтерĕвĕрсем çамрăк ăрушăн пысăк урок, вĕсем йывăрлăхсене, тĕрлĕ кризиса парăнтарма вăй-хал парса тăраççĕ. хавхалантараççĕ. Шантарсах калатăп: эпир, вăрçă хыççăн çуралнисем, пирĕн ачасем, мăнуксем сире тивĕç пулма тăрăшатпăр, эсир вĕрентнĕ пек ĕçлетпĕр, малалла талпăнатпăр. Тавах паттăрлăхăршăн. Сирĕн умăрта пуçăма таятăп”.
...Унтан чаплă церемони пуçланчĕ. Çĕнтерÿпе Берлина çитнĕ Георгий Алексеев, вăрçа Брест крепоçĕнче кĕтсе илнĕ Николай Бахмутов, çар тухтăрĕ Аркадий Иванов, Воронеж, Украина, Белорусси фрончĕсенче çапăçнă Дмитрий Егоров тата вун-вун ветеран çĕнĕ автомобиль уççине Чăваш Республикин Президенчĕн аллинчен илчĕ. Аслă ăру çыннисен ячĕпе Антонина Янаслова тухса калаçрĕ. Вăл стрелоксен 324-мĕш дивизийĕнче связист пулнă, Курск çапăçăвне хутшăннă. Салтак тумне хывсан 40 çул шкулта ачасене вĕрентнĕ, “Халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ” ята тивĕçнĕ.
“Эпир, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, çĕршывшăн йывăр килнĕ тапхăрта награда, чыслав, хаклă парне пирки шухăшлама та пултарайман. Пĕр тĕллев пулнă пирĕн: çĕршыва хÿтĕлесе хăвармалла тата çĕнтермелле, фронтра-и, тылра-и - Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăя шеллемен. Юратнă çĕршыв, тăван Чăваш Ен ертÿçисене, сире, Николай Васильевич, пирĕншĕн тимленĕшĕн, хурлăхлă, çав вăхăтрах мухтавлă çулсене манманшăн чĕререн тав тăватпăр. Хамăр пултарнă таран пулăшăпăр сире”, - терĕ Антонина Ивановна.
Машина илнĕ ятпа пухăннисене Шупашкар хула администраци пуçлăхĕ Н.Емельянов саламларĕ, транспорт хатĕрĕпе тивĕçтерес тапхăр вĕçленнĕ май вăрçă паттăрĕсене çитес çул хваттерлĕ тума шантарчĕ.
...Кĕçех “Ладăсем” вырăнтан тапранчĕç. Телейлĕ çул пултăр вĕсене...


"Хыпар"
25 ноября 2008
00:00
Поделиться
;