Министерство здравоохранения Чувашской Республики

«СЫВЛĂХЛĂ ПУЛАС ТЕСЕН – СПОРТЗАЛА» АКЦИ

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче Сывлăх кунне уявлать. Ăна 1948 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлакан организаци хăйĕн уставне йышăнсан палăртма пуçланă. Çамрăксен организмне çирĕплетес тĕллевпе Республикăри сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕ тата физкультура, спорт, туризм управленийĕ «Сывлăхлă пулас тесен – спортзала» акци ирттерет.
Çак вăхăтра Шупашкарти спорт комплексĕсенче, клубсенче, секцисенче уçă алăксен кунĕсем иртĕç. Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче 16 сехетрен пуçласа 20 сехетчен Валериан Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче (Эгер бульварĕ, 35 çурт, 1 корпус) спортсменсем кĕрешĕвĕн тĕрлĕ мелне кăтартĕç. Çав кунах Республикăри сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕнче кашниех сывлăхне тĕрĕслеме, тухтăрсемпе канашласа спорт занятийĕсене еплерех хатĕрленесси çинчен пĕлме пултарĕ. Адресĕ: Ленин проспекчĕ, 32 «а» (15 сехетрен пуçласа 18 сехетчен йышăнаççĕ).


03 апреля 2009
00:00
Поделиться
;