Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывă та тĕреклĕ ачасем -– пирĕн пуласлăх

Сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалли пирки пĕрре кăна мар çырнă. Анчах сиенлĕ йăласенчен уйрăлса пĕтейместпĕр-ха. Пирĕнтен кирек кам та урамра е общество вырăнĕнче çитĕннисемпе пĕрле çул çитмен ачасем пирус мăкăрлантарнине асăрханă. Анчах курнине курмăш тăватпăр.
Çемьере ашшĕ е амăшĕ туртать тĕк ачи-пăчи те çавăнталлах туртăнать. Пирус тĕтĕмĕ çамрăк организмшăн уйрăмах сиенлине пуçа та илмеççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, туртакан арçынсен ĕмĕрĕ - 7, хĕрарăмсен 5 çул кĕскелет. Сиенлĕ çак йăлана пула çĕршывра çулталăкра вăтамран 400 пин çын вилет. Юлашки 15 çулта Раççейре пирус кăларасси икĕ хут ÿснĕ. Чуна ыраттараканни, пăшăрхантараканни - ачасем сиенлĕ йăла серепине лекни. «Чăваш Ен” фонд директорĕ Михаил Федотов палăртнă тăрăх, республикăра пурăнакансенчен çуррине яхăн туртать. «Чи хăрушши - 7-8 çула çитнĕ арçын ачасен - 15, хĕрачасен 10 проценчĕ ытла пирус хыпса курнă». Çак кунсенче Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан вăтам çулсенчи хĕрарăмпа калаçни аса килчĕ. Анюк 42 çулта çеç пулин те самаях аслă курăнать. Çамрăк чухне шухă пулнăшăн, сывлăхне хаклама пĕлменшĕн, сиенлĕ йăла серепинчен хăтăлайманшăн ÿкĕнет вăл. « Пурнăçа çĕнĕрен пуçлас пулсан - и, кашни куна, сехете усăллă пурăнса ирттернĕ пулăттăм. Анчах иртнине каялла тавăраймăн. Пĕрре йăнăш утăм туни пурнăçăма ÿпне çавăрчĕ. Кÿршĕре пурăнакан Ванька мана тăхăр çултах пирус туртма вĕрентрĕ. Шкултан килсенех вĕсем патне чупаттăм, арçын ачасемпе пĕрле кăвак тĕтĕм мăкăрлантараттăм. Малтан аттепе анне сисмерĕç, кайран алă сулчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем колхозра, фермăра ĕçлетчĕç, манпа ларма вăхăчĕ те çукчĕ. Хĕр пулсан та хăтăлаймарăм çак йăларан. Качча кайсан та телейлĕ пулаймарăм, сывă та таса ача çуратаймарăм. Халĕ акă ÿпке чирĕпе аптăратăп, сывлăш пÿлĕннипе нушаланатăп. Ĕмĕре усăсăр пурăнса ирттерни чуна кăшлать», - терĕ хурлăхлăн.
Унпа сыв пулашнă хыççăн тарăн шухăша путрăм. Анюк пек шăпаллă çынсем пирĕн пурнăçра сахал мар. Ачасем те çакăн енне туртăнни наци сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Юлашки вăхăтра республика ертÿçисем çак ыйтупа ытларах ĕçлеме пуçланине ырламалла кăна. 2004 çулта ЧР Президенчĕ «Табак туртнин профилактики çинчен» указ йышăнчĕ, “Чăваш Республикинче табак туртассин тата сутассин 2009 - 2011 çулсенчи профилактики” программа та çак ĕçре витĕм кÿрĕ. Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарассипе пĕтĕм общество яваплăха туйса ĕçлесен кăна йышăнусем пурнăçа кĕрĕç. Республика Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çапла палăртрĕ: “Пурнăçлакан ĕçсене тата йышăннă программăсене пăхмасăр табак туртасси хăнăхнă йăла пулма пăрахмасть. Яваплăха туйман, хăйсен сывлăхне сиен кÿрекен çамрăк çынсен çумне хĕрсем те – пулас амăшĕсем - хушăнаççĕ”, - тенĕччĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çие юлнă хĕрарăмсен 40 проценчĕ ытла туртать.
Пуш уйăхĕнчен республикăра «Пируссăр Чăваш Ен» проект старта тухрĕ. Унта районсемпе хуласем хастар хутшăнаççĕ. Чи пахи - çак ĕçе çамрăксене явăçтарни. Шкулсенчи волонтерсен ушкăнĕсем Раççейре иртекен «Пируссăр Раççей» акцие хутшăнса ятарлă чĕнÿ айне алă пустараççĕ, общество вырăнĕсенче сигарета канфетпа улăштараççĕ, спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăнаççĕ, туртакансен хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелеççĕ. Пирĕн тăрăхра ку енĕпе Çĕмĕрле хулинчи шкулсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине анлă сарас ĕçре аслисен витĕмĕ уйрăмах пысăк. Шăпах çакăн çинчен калаçу хускатнăччĕ республика ертÿçи иртнĕ çул пирус туртассине хирĕç палăртнă программăна йышăннă чухне. Ăна пурнăçа кĕртессипе чи малтан чиновниксемпе тĕрлĕ тытăмри яваплă ĕçре вăй хуракансен хастар хутшăнмаллине палăртнăччĕ вăл. Ку енĕпе сывлăхпа спорт кунĕсем йĕркелесе ирттерме сĕннĕччĕ. Шел те, пăр вырăнтан хуллен хускалать. Паян район тата ял тăрăхĕсен ертÿçисен хушшинче сиенлĕ йăларан хăпакансен хисепĕ çукпа пĕрех. Вĕсем халăх хушшинче пулса ăнлантару ĕçне йĕркелеме, ырă тĕслĕхпе ыттисене хавхалантарма тивĕç. Вăрттăнлăх мар, вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансем те туртаççĕ. Ачасем вара вĕсем пек пулма тăрăшаççĕ.
Тĕнчери финанс кризисĕ çемье тупăшне ÿстерессипе йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, республикăра пурăнакансем кашни уйăхра вăтамран чĕлĕм туртса 400 миллион тенке яхăн пĕтереççĕ. Тĕрĕссипе, çилпе вĕçтерсе яраççĕ, çитменнине, тавралăха тата пĕрле пурăнакан çынсен сывлăхне хавшатаççĕ. Çакăн чухлĕ укçапа тĕллевлĕ усă курса çемье бюджетне çирĕплетме пулать. Хальлĕхе вара пируса пула тĕрлĕ чир-чĕрпе асапланакансене сиплеме патшалăх укçа нумай тăкаклать.
Сывлăхлă пуласси ытларах хамăртан килет. Эппин, сигарет тĕтĕмĕнчен, ун сиенĕнчен хăтăлма пулатех. Аслисен ачасене ырă тĕслĕх кăтартасчĕ. Патшалăх шайĕнче ирттерекен программăсене пурнăçа кĕртессипе пурин те тĕллевлĕ ĕçлесчĕ.
Юлия МАРЕЕВА


"Хыпар"
07 апреля 2009
00:00
Поделиться
;