Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хевтесĕр ачасем валли - тĕнче шайĕнчи центр

- Çĕнĕ çак учреждени - халăхăн уйрăмрах сийĕ валли. Хевтесĕр ачасем чунĕпе илемлĕ, кăмăлĕпе çирĕп - акă вĕсен хăйне евĕрлĕхĕ. Вĕсенчен пирĕн, аслисен, вĕренсен те юрать: нăйкăшмасăр пурăнма, палăртнă тĕллеве çине тăрса пурнăçлама. Çăлавçăсем теме те пулать ку ачасене: вĕсем çынна ăшăлăх, вăй-хăват, юрату парнелеççĕ, - терĕ Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн çĕнĕ корпусне уçнă май Николай Федоров Президент.
“Раççей ачисем” - федерацин, “Чăваш Ен ачисем” республикăн тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ корпус ачасен сывлăхне çирĕплетме, тĕрекленмелли сиплеве çÿллĕ шая хăпартма май парĕ. Республика ертÿçи кÿнĕ парне - тĕнчере усă куракан чаплă оборудовани туянма панă сертификат - ку тĕлĕшпе шăпах вырăнлă пулĕ.
Центра хăтлă тума бюджетран 150 миллион тенке яхăн уйăрнă. Тăкакĕ пысăк, анчах реабилитаци çуртĕнче йĕркелекен ĕçсен усси çав тери капашлă. Республикăра хальхи вăхăтра 5 пине яхăн хевтесĕр ача пулнине, малашне вĕсем пурте çак центрта сипленме пултарассине /хăшĕ-пĕри - темиçе тапхăр та/ шута илсен “Вертикаль” тулли мар яваплă общество тăрăшнипе çĕкленнĕ çурт çав тери пĕлтерĕшлĕ, хаклă.
Çĕнĕ корпусăн символ уççине асăннă компанин гендиректорĕ Алексей Портученко реабилитаци центрĕн ертÿçине Елена Шафейкинăна тыттарсан, хаклă хăнасем /Николай Федоров Президент, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова, “Вертикаль” ООО гендиректорĕ Алексей Портученко/ хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн уçăлнă алăксем вĕр çĕнĕ çуртпа паллашма йыхравларĕç. Гидротерапи пÿлĕмĕнче - республикăри паянхи кун тĕлне чи чаплă бассейн /гидромассажпа/, сауна. Физкультура залĕнче - хусканусем тумалли тĕрлĕ тренажер, тĕлĕнтермĕш пусма, çемçе модульсем, батутсем, “типĕ” бассейн. “Ку тата мĕнле сиплев?” - кăсăклансах ыйтрĕç Президентпа унăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна черетлĕ зала кĕрсен хĕрлĕрех сарă “скафандр” тăхăннă ачасем çине пăхса. “Кунта “Ачан церебраль параличĕ” диагнозлисем çÿреççĕ. Сиплев никĕсĕнче - космос технологийĕ”, - ăнлантарчĕç Центр ĕçченĕсем. “Галокамерăра” реабилитациленекенсем тăвар хăвăлĕсене вырнаçса лараççĕ, кайăк-кĕшĕк сассипе киленеççĕ - нерв тытăмне лăплантармалли меслет ку. Сенсор пÿлĕмĕ те - психологи енчен сипленмелли вырăн. Акă - çăлтăрлă кавир. Чăтаймарĕ республика ертÿçи - ун çине хăй те чĕр куçленчĕ, ачасемпе пĕрле çăлтăр шутларĕ. “Тĕлĕнмелле чаплă!” - пытармарĕ çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмне. Тĕлĕнмелли татах пулчĕ: хореографи залне кĕрсен Анна Кулалаевăпа Алексей Грачев /иккĕшĕ те инвалид кÿминче/ хăнасене пăхса тăранмалла мар ташă парнелерĕç. “Тавтапуç! Маттурсем”, - терĕç хăнасем çине-çинех.
Савăнăçлă самантăн малалли пайĕ ĕçлĕ калаçăва куçрĕ. Конференци залĕнче Н.Федоров Президент 2006-2008 çулсенче Чăваш Республики сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче курăмлă ĕçсем тунине асăнчĕ, диагностика пахалăхлă аталаннине палăртрĕ. Медицинăра çÿллĕ шайри технологипе анлă усă курма тытăнни Раççей бюджетĕнчен килекен укçа-тенкĕ виçине ÿстерме май панине цифрăсемпе çирĕплетрĕ. “Реабилитацин çакнашкал центрĕ пурри вара республикăра стационар сиплевĕн тăкакĕсене - 1, 5 хут, инвалид ачасене пăхнăшăн тÿлекен пособие 3, 5 хут чакарма май парĕ”, - терĕ Николай Васильевич.
Ирина ПУШКИНА.


"Хыпар"
16 апреля 2009
00:00
Поделиться
;