Министерство здравоохранения Чувашской Республики

ЮН ПУСĂМĔ ŸСНИ АПТРАТАТЬ

Çитĕннисен хушшинче юн пусăмĕ ÿсни чĕрепе юн тымарĕсен вăрах чирĕсенчен чи анлă сарăлни шутланать. Вĕсен 20 проценчĕ таран артери гипертензийĕпе аптрать. Çавăн пекех 40-45 проценчĕн юн пусăмĕ тĕлĕшпе кăлтăксем пур. Арçынсен 39, 2 проценчĕ, хĕрарăмсен 41, 1 проценчĕ юн пусăмĕ хăпарнипе нушаланать.
Тĕрĕслесех тăмалла
АРТЕРИ гипертензийĕ - юн пусăмĕ вăхăт-вăхăтпа е тăтăш ртуть юпин 130/90 миллиметрĕнчен ытларах ÿсни. Виçĕ хут виçсен те юн пусăмĕ 140/90 таран е пысăкрах хăпарнине палăртсан гипертони чирĕ пуçланнă тесе диагноз лартма та юрать. Çак чир сывлăх кăткăсланнипе хăрушă: пĕрре - юн пусăмĕ ÿсет, тепре шалти органсем /чĕре, пуç мими, пÿре, ытти/ сиенленеççĕ. Гипертензипе нумай çул аптраса пурăнсан организм мйĕпен артери пусăмĕ пысăккине хăнăхать те, çын хăйне йĕркеллех туйма пултарать. Чирĕн каварлăхĕ шăпах çакăнта ĕнтĕ!
Юн пусăмĕ пысăк çынсен чĕрепе юн тымарĕсем аптратас хăрушлăх икĕ хут ÿсет. Гипертензие кая юлса палăртни миокард инфаркчĕпе пуç мимин инсульчĕ патне илсе çитерме пултарать.
Артери пусăмĕ ÿссен пуç ыратать, çаврăнать, куç умĕнче пăнчăсем мĕлтлетеççĕ, ыйхă япăхать, вĕчĕрхентерет, куç çивĕчлĕхĕ пăсăлать, чĕре тĕлĕнче ыратать. Ку каç еннелле тата ытларах вăйланать. Çавна май хама лайăхах туятăп-ха тесе лăпланса лармалла мар, пурте йĕркеллех пек пулсан та юн пусăмне куллен виçмелле. Çапла кăна чир пуçланнине вăхăтра сисме пулать.
Юн пусăмĕ ÿсме тытăннине палăртсан хăвăр пурăнакан тăрăхри поликлиникăра комплекслă тĕрĕслев витĕр тухмалла. Çав шутра - электрокардиографи, липидограмма, юнпа шăкăн пĕтĕмĕшле анализĕ, юнри калипе сахăр шайне палăртни, чĕрепе пÿрене ультрасасă аппарачĕпе тĕрĕслени, окулист, кардиолог консультацийĕ. Кирлĕ пулсан пÿрепе пуç мимин юн тымарĕсене тĕрĕслеттермелле, электрокардиограмма, пуç мимине магнит-резонанс томографине тутармалла, неврологпа эндокринолог патĕнче тĕрĕсленмелле.
Сăлтавĕсем мĕнле-ха?
Юн пусăмне ÿсме çак сăлтавсем пулăшаççĕ:
- йăх витĕмĕ. Çывăх тăванăн гипертони пур тăк эсир чирлес хăрушлăх та пысăк*
- тăварлă, çуллă апатпа, эрехпе иртĕхни. Юн пусăмĕ ÿсекен çынсем тăвар апатпа пĕрле йĕркеллĕ юн пусăмĕллĕ çынсенчен 3 хут ытларах çиеççĕ*
- пирус туртни. Пĕр сигарет кăна туртни те юн пусăмне ÿстерме пултарать, тепĕр чухне вăл ртуть юпин 30 миллиметрĕ чухлĕ ытларах та хăпарать*
- ытлашши кашни килограмм виçе юн пусăмне вăтамран 1-3 миллиметр ÿстерет*
- стреслă лару-тăру.
Пурнăç йĕркине улăштарăр
1. Юн пусăмĕ ÿснипе аптрасан кĕлеткен ытлашши виçине чакармалла. Çăкăр, сахăр çиме, 19 сехет хыççăн апатланма пăрахсан витĕмĕ икĕ эрнеренех палăрать. Рационра пахча çимĕç, улма-çырла, калипе, магнипе, кальципе пуян продуктсен, пулăпа тинĕс çимĕçĕсен виçине ÿстермелле, выльăх çăвне чакармалла. Кĕлетке йывăрăшĕ 5 килограмм сахаллансан артери пусăмĕ те ртуть юпин 5 миллиметрĕ чухлĕ пĕчĕкленет.
2. Пирус туртма пăрахмалла, алкогольрен сивĕнмелле.
3. Апат тăварĕн виçине талăкра 4-5 грамм таран чакармалла. Çак тĕллевпе сĕтел çинчен суланчăна илсе лартмалла, апата тăварсăртарах пĕçермелле, килти консервсене çимелле мар.
4. Виçеллĕ хусканусем кирлĕ. Эрнере 3-4 хут 30-45-шер минут хăвăрт утмалла, ишмелле. Паллах, чĕре таппине тĕрĕслесех тăмалла. Йывăр çĕклемелли хусканусем /атлетизм/ юн пусăмне ÿстереççĕ.
5. Талăкĕпе, ĕç хыççăн юлса, çĕрле ĕçлесси, вăрах командировка - гипертониксем валли мар. Вĕсен тăраниччен çывăрмалла, лайăх канмалла.
Сиплевшĕн пĕлтерĕшлĕ
Чи малтанах эмеле ĕмĕр тăршшĕпех кашни кун ĕçмелле. Çакна ăнланса, лăпкăн йышăнни пĕлтерĕшлĕ. Кирлĕ препарата тухтăр кăна сĕнме пултарать. Тăван, паллакан, кÿршĕ каланине итлемелле мар, мĕншĕн тесен кашни çынна мĕнле эмел юрăхлине, ăна мĕнле виçепе ĕçмеллине специалист палăртать.
Паллах, хăвăра килĕшÿллĕ препаратсене, вĕсен виçине юн пусăмĕ улшăнса тăнин графикне кура улăштарса тăма пĕлмелле. Хăш чухне, юн пусăмĕ яланхи ÿсĕмрен чылай пысăкрах пулсан, пысăкрах виçе те ĕçме тивет.
Юн пусăмĕ ÿсет, сиплев пулăшсах каймасть тăк тăхтаса тăмасăр тухтăр патне кайăр. Унăн виçине вăхăтра йĕркелени чĕре, пуç мими, пÿре, куçри юн тымарĕсем сиенленессине чакарать, çапла майпа ĕмĕре вăрăмлатать.


11 июня 2009
00:00
Поделиться
;