Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Чун ăшшипе те сиплеççĕ

Шупашкар хулин 7-мĕш больници Кăнтăр поселокĕнче вырнаçнă. Алькеш поселокĕнчи поликлиника, аэропорт хутлăхĕнчи пĕтĕмĕшле практика офисĕ çак больницăнах пăхăнаççĕ.
Медицина ĕçченĕсен кунĕ умĕн больницăн тĕп врачĕпе, депутатсен хула Пухăвĕн депутачĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕпе Л.И.Черкесовпа курса калаçрăмăр.
- Леонид Ильич, официаллă уяв кирек хăçан та пĕр-пĕр тапхăра тишкерме, çитĕнÿсемпе çитменлĕхсене палăртма хистет...
- Тĕрĕсех. “Сывлăх” нацпроект пирĕн ĕçе чылай ырă улшăну кĕртрĕ. Пĕтĕмĕшле практика офисĕсем уçрăмăр. Çĕнĕ оборудованипе /цифрăллă флюорограф, 3 УЗИ-аппарат, электрокардиограмма, биохими анализаторĕ, иммунофермент анализаторĕ, эндоскопи оборудованийĕ, уретроскоп т.ыт.те/ пуянлантăмăр. Халĕ пирĕн больницăра медицинăн пур енĕпе те специалистсем пур. Тухтăрсен 30 проценчĕ çуллен вĕренÿ курсĕнче пулать, 70 проценчĕ аттестациленет. Коллективри 70 тухтăртан 16-шĕ - аслă, 22-шĕ - пĕрремĕш категориллĕ специалист. Мĕн пур йышăн 65 проценчĕн ĕç стажĕ 5 çулран ытларах.
-Приоритетлăтĕллев хăйĕн çимĕçне паратех. Ахăртнех, тĕрлĕ конкурсран айккинче юлмастăр?
- 2006 çулта пирĕн больница “Республикăри чи лайăх медицина учрежденийĕ” ята тивĕçнĕччĕ. Çав çулах Валентина Ручкова Чăваш Ен терапевчĕсен хушшинче çĕнтерчĕ. 2007 çулта Галина Пуяндайкина Раççейри “Çемье врачĕ” тупăшура “Çĕнĕ технологисене хута янăшăн” номинацире 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетнĕ хыççăн Надежда Абржина республикăри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен йышĕнче чи лайăххи пулса тăчĕ. Тĕп тухтăрăн сиплев енĕпе ĕçлекен çумне, сывлăх сыхлавĕн отличникне Любовь Борисовăна професси уявĕ умĕн иртнĕ савăнăçлă пухура ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
- Чи лайăх сиплев - профилактика. Çак каларăша тĕпе хурса мĕнле те пулин пуçару тăватăр-и?
- Ку - приоритетлă тепĕр тĕллев. Чир-чĕртен сыхланма вĕрентес шутпа больница çумĕнче тĕрлĕ шкул ĕçлет: тĕслĕхрен, нумай çул пурăнас тĕллевлисен, пулас амăшĕсен, табак туртма пăрахакансен шкулĕсем. Никотина хирĕç кĕрешмелли хăйне евĕр проект усси - куç умĕнче. Пирус туртма пăрахтарассине тапхăрăн-тапхăрăн йĕркелетпĕр. Сигаретпа туслисен хушшинче патологиллĕ çынсем /вĕсен туртма пачах юрамасть!/ те пур вĕт-ха. Çавсене участок тухтăрĕсем тупса палăртаççĕ, калаçу ирттереççĕ. Ун хыççăн туртма пăрахас текен психолог аллине лекет. Юлашкинчен сывлăха тавăрмалли сиплев тухтăрĕ йĕп терапийĕ ирттерет. Виçĕ тапхăр витĕр тухнисенчен чылайăшĕ ÿлĕм сиенлĕ тĕтĕм-сĕрĕмпе минремест.
- Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассипе 7-мĕш больница ĕçченĕсем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартни çинчен илтнĕччĕ...
- Çапла, спортра, обществăшăн усăллă ĕçре пирĕн коллектив çав тери хастар. Хĕлле те, çулла та спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем йĕркелетпĕр. Медицина ĕçченĕсен спартакиадинче пирĕн команда малти вырăна йышăнчĕ. Культура мероприятийĕсенчен те ютшăнмастпăр.
- Паллах, пархатарлă ĕçсем депутат ят-сумне ÿстереççĕ. Çапах социаллă çивĕч ыйтусемпе эсир мĕнлерех пуçарусем туни те кăсăклă.
- Депутатсен Пухăвĕнче социаллă аталанупа экологи тата хула аталанăвĕн комиссийĕсенче ĕçлетĕп. Кăнтăр поселокĕнче харпăр хăйĕн çурчĕллĕ çынсем нумайрах пулнăран пурăнмалли условисене лайăхлатас ыйту - тĕпре. Шыв пăрăхĕсем хурас, çул сарас енĕпе лару-тăру чылай лайăхланчĕ. Поселокра икĕ спорт лапамĕ хута ятăмăр. Татса памалли ыйту нумай. Çынсен шанăçĕнчен тухас мар тесен тăрăшасах пулать.



"Хыпар"
23 июня 2009
00:00
Поделиться
;