Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Плазма центрĕ уçăлчĕ

Хула тĕп больници" сывлăх сыхлавĕн муниципалитет учрежденийĕнче июнĕн 23-мĕшĕнче чаплă лару-тăрура куçса çÿрекен плазма центрне уçрĕç. Унта хутшăннисем плазмаферезпа тата юн тĕрĕслеттермелли процедурăсемпе паллашрĕç.
Асăннă учреждени Росздравнадзорăн федераци Атăлçи округĕнчи юн препарачĕсен пахалăхĕн экспертизин тата донор плазми фракциленнине тĕрĕслекен медицина центрĕн вун пиллĕкмĕш филиалĕ шутланать. Вун тăваттăшĕ Киров тата Кострома облаçĕсенче, Мари Эл тата Тутарстан республикисенче ăнăçлă ĕçлеççĕ ĕнтĕ.
Шупашкарти плазма центрĕ пĕр вырăнтан теприне куçса çÿреме пултарать. Вăл медицинăпа социаллă хăйне евĕр комплекс, донор сывлăхне малтан тĕрĕслессине, плазма илессине, лабораторие, халăх хушшинче донорлăха аталантаракан тата пропагандăлакан центра пĕрлештерет, çулталăкра 4 т плазма илме пултарать. Унта регистратура, лаборатори блокĕ, 4 вырăнлă плазмаферез пуканĕллĕ зал, канмалли вырăн пур. Тăватă çынран тăракан бригада куллен 32 донора йышăнать. Плазма панă хыççăн донор апатланма укçа компенсацине – 320 тенке тата ирхи апата (унта кофе, шăккалат, печени кĕреççĕ) тивĕçет.
Тĕнче шайĕнчи çакнашкал учреждени уçни граждансене 18 çултан донор тивĕçне пурнăçлама – ыр кăмăллăха хутшăнса чирлĕ çынсене пулăшма май парать.
Каçхине вара "Олимпийский" стадионта республикăри чи лайăх донорсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Уяв мероприятине медицина наукисен докторĕ, "Сывлăх" программăна йĕркелекен Елена Малышева ертсе пычĕ.


"Наша жизнь" (Красночетайская районная газета)
27 июня 2009
00:00
Поделиться
;