Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Икĕ уяв - пĕр тĕвĕре

  Республикăра халăх сывлăхне сыхлас, çирĕплетес
тĕллевпе юлашки çулсенче сахал мар объект уçăлчĕ.
   Ятарлă программăсем çинче никĕсленнĕ медицина учрежденийĕнче XXI ĕмĕр ыйтакан технологисем вырнаçтарни ырă кăтарту тума пулăшать. Акă ĕнер те черетлĕ çĕнĕ строительство объектне - Республикăри ача-пăча клиника больници çумĕнчи Ачасен юсанса çитмелли сиплев центрне - савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта ЧР Президенчĕ Николай Федоров та хăйĕн мăшăрĕпе хутшăнчĕ.
 
 
Тата тепĕр сиплев центрĕ
 
  Хĕрлĕ хăйăва касас кун Раççейри уявпа - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе - тĕл килнине символла палăрăм пек хакламалла пуль. Сывă ача-пăчан савăк куллисĕр çемье телейĕ тулли пулаймасть вĕт. Федерацин “Раççей ачисем” тĕллевлĕ программин “Сывă ăру” çум программине, “Чăваш Ен ачисем” республика программине тĕпе хурса çĕкленĕ Центрта реабилитациленнĕ хыççăн вара хевтесĕр ачан та, ашшĕ-амăшĕн те сăн-пичĕ йăл кулăпа çуталĕ. Сиплеве стационар тата амбулатори мелĕсемпе йĕркелĕç. 90 койка-вырăн, кăнтăрлахи сменăра 300 ача /тин çуралнинчен пуçласа 18 çула çитейменнисем/ сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Юсанса çитмелли сиплеве пур енлĕн йĕркелес тĕллевпе çĕнĕ учрежденире тĕрлĕ пÿлĕм хута янă. Спортзалра, сăмахран, хускану тумалли çĕнĕ йышши технологисенчен чи кăсăкли - “Атлант” костюм. Космос меслечĕпе янтăланăскере тăхăнсан ахаль чухне пачах утайман ача /церребраль параличĕпе чирлекен/ утма, тĕрлĕ хускану тума пултарать. Çак залрах сусăр ачасен сывлăхне адаптаци меслечĕпе лайăхлатмашкăн 4 скутер пур. Паллах, медицина анлăшĕнче усă куракан хатĕр ку. Специфика “урапин” хакĕ - 300 пин тенке яхăн.
 
- Паян - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Манăн ывăл сирĕн çемье валли парне хатĕрлерĕ. Сăрăпа ÿкерме юратать вăл, хăйĕн хайлавĕсене Питĕрте те кăтартрĕ, - Чăваш Ен ертÿçипе унăн мăшăрĕ умне Роза Владимирова ывăлĕпе Стаспа пырса тăчĕ.
 
20-ри каччăн çут çанталăк панă пултарулăхĕ пĕр ÿкерчĕкренех палăрчĕ. Николай Васильевича та, Светлана Юрьевнăна та кĕтмен парне тĕлĕнтерчĕ. Хĕпĕртенĕскерсем çамрăк художникпа калаçма пуçларĕç. Анчах Стасăн сасă хĕлĕхĕсем çителĕклĕ аталанман, вăл алăпа хăлаçланса çеç хуравларĕ. Сурдокалаçăва вара С.Федорова питĕ лайăх ăнланать-мĕн. Пÿрне-çăвар хусканăвĕн чĕлхипе иккĕшĕ чиперех пуплерĕç.
 
-Кăмăлу мĕнлерех? - ыйтрĕ тĕссен вылявĕпе, гейзерсемпе тивĕçтернĕ чаплă бассейнра аквалангпа шыв айне чăмса тухнă Ян Крюковран Чăваш Ен Президенчĕ.
 
- Аван. Халиччен кун пек бассейнра ишме тÿр килменччĕ-ха, - савăнăçне пытармарĕ çамрăк. Ашшĕ пулăшнипе сывлăх тĕлĕшпе пур йывăрлăха та çĕнтерессе шанать вăл.
 
Гидромассаж ваннăйĕсем, гипокситерапи /сăрт-ту сывлăшĕпе сипленесси/, электроçывăрттару, тăвар хăвăлĕсем, йÿçек кăмрăк типĕ ваннăйĕ, сенсорлă пÿлĕм, лекотекăпа игротека, ингалятори - пурте çаксем сусăр е сывлăх енчен хавшак /час-часах чирлекен/ ачасене çирĕплетме пысăк витĕм кÿреççĕ.
 
Асăннă объекта хута яма 160 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Анчах республикăри 4 пин те 900 инвалидран кашни пепкене çĕнĕ технологисемлĕ, квалификациллĕ ăста тухтăрсемлĕ центр йышăнайĕ-и? /Паллах, сусăрсене сиплекен ятарлă пĕртен-пĕр учреждени мар вăл/. Пурăнăпăр - курăпăр.
 
Юратăва куç пек упракансене тав туса
 
  Савăнăçлă пухура халăх йышлăччĕ. Николай Васильевичпа Светлана Юрьевнăна лартнă çăмăл машина киличчен çĕнĕ учреждени картин тулашне техника черетленсе вырнаçма ĕлкĕрнĕччĕ те. Уява каймалли тумлă çулланнă çынсем мăшăрăн-мăшăрăн вĕр çĕнĕ çурт умнелле утрĕç. Кусем - паянхи уявăн иккĕмĕш пайĕн геройĕсем, Раççейри общество наградине - “Юратупа шанчăклăхшăн” медале - тивĕçнĕ пĕрремĕш мăшăрсем. Пурĕ 10 вĕсем.
 
  Çемье институтне вăйлатма тăрăшса Николай Федоров çак кунсенче патшалăх наградине - “Юратупа шанчăклăхшăн” ордена - çирĕплетме Указ кăларнă /çакăн пирки Президентăн комментарине хаçатра уйрăммăн вулăр/.
 
  Хальлĕхе чыса тивĕçнисен хушшинче камсем-ха? Кĕскен паллаштарам. Комсомольски районĕнче пурăнакан Кокоревсен çемйи 1938 çултах тĕвĕленнĕ. 71 çул килĕштерсе пурăнакан Василий Степанович /92 çулта/ тата Мария Ивановна /89 çулта/ пĕлтĕр пархатар туйĕн кунне паллă тунă. 7 ача çитĕнтернĕскерсен паян - 19 мăнук, мăнукĕн 12 ачи. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Федоровсем 64 çул пĕрле. 5 ача, пурте чыслă çитĕннĕ: организаци пуçлăхĕнче, преподавательре, бухгалтерта тăрăшаççĕ. Романовсен /Канаш районĕ/ çемье “стажĕ” - 61 çул. Вăрçăпа ĕç ветеранĕсем иккĕшĕ те фронтра пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕсем. 4 ача çуратса вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă. Анна Свиридовна Сиккассинчи участок больницинче медсестрара 32 çул ĕçленĕ. Иван Васильевич - 45 çул “Çĕнĕ пурнăç” колхозра водительте. Алжировсем /Муркаш районĕ/ пĕрлешнĕренпе - 52 çул. 7 ачана кун çути парнеленĕ, хăйсем пекех ырă кăмăллă та ĕçчен пулма пехилленĕ. Етĕрне районĕнчи Ереминсем те пĕр сукмакпа 52 çул утаççĕ. Иккĕшĕ те - ĕç ветеранĕ. Владимир Петрович - РСФСР профтехвĕрентĕвĕн отличникĕ, Валентина Александровна - Халăх çут ĕçĕн отличникĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Çĕнĕ Шупашкарти Ковалевсем общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Лидия Афанасьевнăн СССР патшалăх награди чылай. Валентин Артемович вăрçă вăхăтĕнче фашистсен концлагерĕнче тыткăнра пулнă. 52 çул юратупа шанчăклăха пуç тайса пурăнаççĕ ватăсем. Çĕрпÿ районĕнчи Мартыновсем икĕ уйăх каялла ылтăн туй кунне паллă тунă. Денаид Александрович - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ, Раççей Федерацийĕн çул-йĕр хисеплĕ ĕçченĕ. Галина Ильинична - Раççейĕн хисеплĕ донорĕ. Мăшăрăн - 2 ача. Красноармейски районĕнчи Сергеевсем “Çулталăк çемйи - 2008” конкурсăн районти çĕнтерÿçисем. 2009 çулта çемьен кĕмĕл туй пулнă. Шупашкар хулинче пурăнакан Ивановсем 32 çул пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Михаил Никифорович - протоиерей, Шупашкарти тĕн училищин ректорĕ. Лидия Васильевна матăшкă - Христос Чĕрĕлĕвĕн храмĕн юрăçи. 4 ачине пурнăçра тĕрĕс çулпа утма вĕрентнĕ вĕсем.
 
  Çак уяврах Патăрьел районĕнчи Медведевсем те Президент саламне, укçан хавхалантармалли сертификата тивĕçрĕç. Вĕсем - Раççейри Ашшĕ-амăш мухтавĕн орденне тивĕçнĕ чăваш çемйи.
 
  Ырă тĕслĕх кăтартакан çемьесене чысланă май республика ертÿçи çапла палăртрĕ: “Çак мăшăрсем хăйсемпе хăйсем - телейлĕ. Вĕсене вырăнти правительство та асăрхаса тав тусан - тата телейлĕрех. Награда вĕсен кăмăлне çĕклĕ, пурнăçри чи паха пурлăха - чун пуянлăхне - хаклани ырăпа таврăннине ĕненме пулăшĕ.



"Хыпар"
09 июля 2009
00:00
Поделиться
;