Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывă çын - çĕршыв тĕрекĕ

Медицина учрежденийĕсен тĕп тивĕçĕ - çынсен сывлăхне упрасси, вĕсене сиплесси. Тухтăрсем Гиппократ тупине асра тытса чирлĕ çынна вăхăтра пулăшу пама тăрăшаççĕ. Республикăри сывлăх сыхлавĕн вун-вун учрежденийĕнчи медперсонал пекех Шупашкар хулин 7-мĕш больницин /вăл Кăнтăр поселокĕнче вырнаçнă/ ĕçченĕсем те хăйсен тивĕçне таса кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çакна кунта нумай çул вăй хуракан ылтăн алăллă, ырă чунлă тухтăрсен ăсталăхĕ те, диагностикăпа сиплев пахалăхĕ те, тĕрлĕ чир-чĕртен профилактика ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлани те аван çирĕплетет.
Ыран “çиччĕмĕшсен” - уяв: сывлăх учрежденийĕ
50 çул тултарать. Коллектив ĕç-хĕлĕ пирки больницăн тĕп тухтăрĕ, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ врачĕ
Леонид Ильич ЧЕРКЕСОВ паллаштарать.
- Пирĕн больница тĕп хулари Кăнтăр тата Алькеш поселокĕсенче пурăнакансемшĕн - пысăк пĕлтерĕшлĕ медицина объекчĕ. Унăн историйĕ шăпах 1959 çулта Кăнтăр поселокĕнче уçнă врач амбулаторийĕнчен пуçланать. Амбулатори ун чухне ачасемпе çитĕннĕ çынсене икĕ терапевт участокĕнче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
50 çул хушшинче пирĕн больница чылай тĕрекленсе аталанчĕ. Халĕ вăл çĕнĕ йышши оборудованипе пуянланнă, нумай профильлĕ сиплевпе профилактика учрежденийĕ. Пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклакансем - сипленекен пациентсем. Вĕсем пирĕн ĕçе хаклани кăмăла çĕклет, яваплăха туйса татах та тăрăшуллăрах вăй хума хавхалантарать. Чĕрепе туйса ăнланатпăр: эпир çын сывлăхĕшĕн чăннипех яваплă. Медперсонала тухтăрăн чирлĕ çынна эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплеме пĕлмеллине час-часах аса илтеретĕп.
Паллах, чирлĕ çын тĕрлĕ пулать. Çакă савăнтарать: тав тăвакан, ырă сăмах калакан нумай. Тĕп врачăн сиплев ĕçне лайăх пĕлнипе пĕрлех хуçалăх çынни те пулмалла. Сиплевпе хуçалăх ĕçĕ пĕр тĕвĕре пулнинче - çитĕнÿ, пурнăçланă ĕçсен ырă кăтартăвĕ. Тухтăрсене чирлисене сиплемешкĕн йĕркеллĕ услови туса парассине хамăн пĕрремĕш тивĕç тесе шухăшлатăп.
Ĕçлекен граждансене хушма диспансеризаци ирттермешкĕн больницăра хăтлă условисем пур. Çавăн пекех пирĕн тухтăрсен вырăна тухса та /больницăна çирĕплетсе панă предприяти-организацие, шкулсене/ тĕрĕслев ирттереççĕ. Сиплев учрежденийĕ кунне 947 çынна яхăн йышăнма пултарать.
“Сывлăх” наци проекчĕ юлашки çулсенче медицина учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе пуянлатма май пачĕ. Эпир те пурлăхпа техника никĕсне çуллен çирĕплетсех пыратпăр. Кашни уйрăма тенĕ пекех хальхи вăхăтри оборудовани вырнаçтарнă, чире тĕпчесе палăртассин çĕнĕ технологийĕпе - ультрасасăпа, эндоскопи, лаборатори тĕпчевĕсемпе анлăн усă куратпăр. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса грант çĕнсе илме, сертификата тивĕçме май пур. Калăпăр, пирĕн больница 2006 çулта “Республикăри чи лайăх медицина учрежденийĕ” ята тивĕçнĕччĕ, Валентина Ручкова çав çулах республикăри терапевтсен конкурсĕнче çĕнтернĕччĕ.
Больница тытăмĕнче çемье врачĕн 2 офисĕ. Кунта та ăста специалистсем. “Çемье врачĕ” Раççей конкурсĕнче /2008/ Галина Пуяндайкина “Çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнĕшĕн” номинацире çĕнтерчĕ, Надежда Абражина çав çулах Чăваш Енри пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕсен конкурсĕнче призлă вырăн çĕнсе илчĕ.
Нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă специалистсем - коллектив тĕрекĕ. Тĕп шăнăр - вун-вун çул пĕр вырăнта ĕçлекенсем. Кашниех тав сăмахне тивĕçлĕ. Коллективра 300 яхăн çын вăй хурать. В.Х.Чехоев, А.Г.Могилева, В.И.Бакина - ЧР тава тивĕçлĕ врачĕсем, Л.С.Борисова, В.Л.Петрова, Г.В.Павлова - РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕсем, А.А.Батьковăна РФ Сывлăх сыхлав министерствин Тав хучĕпе чысланă. 70 тухтăртан 16-шĕ - аслă, 22-шĕ пĕрремĕш категорири тухтăрсем.
Территорипе çирĕплетсе панă участоксенче ытларах аслă ăру çыннисем пурăнаççĕ. Вĕсене кулленех тимлĕх, пулăшу кирлĕ. Çак тĕллевпе эпир больница çумĕнче Ветерансен канашне йĕркелерĕмĕр. Администраци пуçарăвĕпе ĕçпе вăрçă, тыл ветеранĕсене Çĕнтерÿ тата Ваттисен кунĕсенче чыслатпăр. Ватă çынна хисеплени - пысăк сăвап. Вĕсем пире ырă сĕнÿ-канаш параççĕ.
Сывă пурнăç йĕркине ачаран пăхăнса ÿсмелле, чир-чĕртен асăрханмалла. Кунта, паллах, профилактика ыйтăвĕ малти рете тухать. Çак тĕллевпе больница çумĕнче тĕрлĕ шкул йĕркелерĕмĕр. Вĕсен шутĕнче - пулас амăшĕсен, нумай çул пурăнас тĕллевлисен, табак туртма пăрахакансен шкулĕсем. Ырă кăтарту куç умĕнчех. Шел те, наркомани анлăн сарăлни пăшăрхантарать. Эппин, чир-чĕртен сыхланас тĕллевпе ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Обществăна сывлăхлă çын кирлĕ. Эмеле туянма пулĕ, сывлăха укçа парса илеймĕн. Çирĕп сывлăх, сывă пурнăç йĕрки пирки ытларах шухăшламалла.
Спорт, общество ĕçĕ те çынна лайăх формăра пулма пулăшаççĕ. Ку енĕпе коллектива тĕслĕх кăтартма тăрăшатăп. Тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнатпăр, спорт, культура мероприятийĕсем йĕркелетпĕр. Ĕçре те тăрăшуллă, спортра та пултаруллă пирĕн коллектив. Хула пухăвĕн депутачĕ пулнă май Кăнтăр поселокĕнче пурăнакансен тĕрлĕ ыйтăвне татса паратăп. Коллектива та, суйлавçăсене те мана шаннăшăн, ăнланнăшăн тав тăватăп. Çынна эмелпе çеç мар, ырă сăмахпа та пулăшнинче - сиплев пахалăхĕ.
 


"Хыпар"
03 декабря 2009
00:00
Поделиться
;