Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх центрĕ - медицинăн тĕнче шайĕнчи тытăмĕ

Республикăн сывлăх сыхлав учрежденийĕсем пурлăх енчен пуянланса, çĕнĕ технологисемпе çĕнелсе пыраççĕ. Çакна иртнĕ эрне кун Шупашкар хула клиника 1-мĕш больницинче Сывлăх центрĕ уçăлни те çирĕплетет.
Ăна уçма ЧР Президенчĕ Николай Федоров хутшăнчĕ.
Мĕнпе палăрса тăрать-ха тин хута кайнă центр? Консультаципе справка уйрăмĕн тытăмĕпе, госпитализаци центрĕпе, электрон регистратурипе, центрăн пĕрлехи справочнăйĕпе. Кунта медицина сестрисем куллен 400 яхăн шăнкăрав йышăнаççĕ. Сипленес текен хăйне валли тивĕçлĕ информаци илет, телефонпа çыхăнсах тухтăр патне пыма меллĕ вăхăта çырăнать.
Сывлăх центрĕпе паллашнă май Н.Федоров çапла палăртрĕ: “Диагностикăра хальхи йышши тата хăватлă техникăпа усă курни чир-чĕре пуçламăш тапхăртах тупса палăртма, çын сывлăхне упрама май парать. Технологи енчен хакласан çакă хула клиники çеç мар, тĕнчери чи лайăх стандартсен шайĕнчи центр”.
Унăн шухăшне малалла ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Нина Суслонова тăсрĕ: “Çакнашкал центр хальлĕхе Раççейре урăх çук. Тулли диспансеризаци çынсене сывлăх тĕлĕшпе I-II ушкăнсене çирĕплетме май парать. Центрта кашниех харпăр хăйĕн программипе сывлăхне çирĕплетĕ. Улшăну пулас тăк пациент хушма тĕпчев хыççăн сипленме пуçăнĕ”.
Çемье тухтăрĕн офисĕсем, специализациленĕ центрсем, Сывлăх сыхлавĕн Пĕтĕм тĕнчери организацийĕн представителĕсемпе пĕрле пурнăçа кĕртнĕ проектсем, çĕнĕ методикăсемпе программăсем - çĕнĕ Центр патне çул хывма пулăшнă çирĕп утăмсем. Сывлăх центрĕ 200 пин çын ыйтăвне тивĕçтерме пултарать. Кунта килекен ăçта пурăннине шута илмеççĕ, граждансен ОМС медицина страховани полисне çеç кăтартмалла. Комплекслă тĕпчев 40 минута тăсăлать. Мĕн пур органăн, организм тытăмĕн чир-чĕр аталанас теветкеллĕхне тĕпчекен тест пÿлĕмĕсем, инструментпа усă курса тĕпчемелли т.ыт. пÿлĕмсем пур. Вĕрентĕвĕн çĕнĕ программисене тĕпчемелли тата хута ямалли сывату технологийĕсен ресурс центрĕ ĕçлет.



"Хыпар"
08 декабря 2009
00:00
Поделиться
;