Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Инсульт - хăрушă чир

Медицинăра ку чире ишеми тата геморраги /юн кайни/ инсульчĕ тесе палăртаççĕ. Пĕрремĕшĕ - пуç мимине тутлăхлă япаласемпе тивĕçтерекен тымарсене юн пыма пăрахни. Кĕвĕлсе ларнă юн е артерин шал енче пухăннă сий уйрăлса ăна хупланипе чылай чух çапла пулать. Юн пыман тĕлти миме клеткисем кислородпа тутлăхлă япаласем çитменнипе вилеççĕ.
Иккĕмĕшĕ - пуç мимин артерийĕ татăлни. Клеткăсем юн çитменнипе кăна мар, тымартан юхса тухнă юн мимене пусăрăнтарса тăнипе пĕтеççĕ. Геморраги инсульчĕ инфарктпа танлаштарсан чылай йывăртарах иртет.
Асăннă чирсене пула хальхи вăхăтра пурнăçран вăхăтсăр уйрăлакансем е ĕмĕрлĕх инвалид пулса юлакансем сахал мар. Раççей Федерацийĕнче çуллен 450 пин çынна инсульт çапса хуçать. Пысăк хуласенче - Мускавра, Санкт-Петербургра - куллен 80-100 çын ун серепине лекет. Çавсенчен чылайăшĕ хăйсен малтанхи ĕçне таврăнаймасть.
Инсультăн тĕп сăлтавĕ - юн пусăмĕ ÿсни е выляса тăни. Кун пек чух тымарсене те, чĕрене те кансĕр.
Организм тутлăхлă япаласем кислородра “çуннинчен” хăват илсе тăрать. Вăй-хал этеме хăйне лайăх туйма, пуç мимине йĕркеллĕ ĕçлеттерме кирлĕ. Унăн кашни пайĕ уйрăм функцишĕн яваплă: куçăмшăн, туйăмшăн, кăмăл-хăпартланушăн, ас тăвăмшăн, калаçушăн, куç çивĕчлĕхĕшĕн тата ытти те. Пуç мими пулăшнипе эпир утса çÿретпĕр, шухăшлатпăр, пĕтĕм организм, унăн мĕн пур органĕн тата тытăмĕн ĕç-хĕлне йĕркелесе тăма пултаратпăр. Çакна пурнăçлама энерги нумай кирлĕ. Татти-сыпписĕр юн пырса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен çакнашкал хăват пухма пĕр минутра унăн, хăй пĕтĕм виçен 2 проценчĕпе кăна танлашсан та, организмри юнăн 20 проценчĕпе “тăранмалла”. Юхăм тымарсенчен пĕринче вăйсăрланни е пачах чарăнса ларни миме тĕртĕмне хăвăрт сиенлет. Чирĕн клиника паллисем çаксем: кĕлеткен пĕр пайĕ /ура е алă/ вăйсăрланать, ăс-тăн пăсăлать, каланă сăмахсене ăнланма йывăр, çăтма кансĕр. Тепĕр чух пациентăн аллине е урине шăнăр туртса лартать, пуç çаврăнать, тайкаланса утать, кĕлеткен пĕр пайĕ пĕлми пулать, куçĕ хуралса килет, çивĕчлĕхĕ чакать. “Васкавлă пулăшу” машинине чĕнсе илнĕ чух пĕлĕш-тăванĕ çынна шалкăм çапни çинчен чи малтанах пĕлтерет. Сăмах май, медицина пулăшăвне çийĕнчех ыйтмалла. Клиникăн çакнашкал симптомĕсем палăракан пациентсен 40 проценчĕ вара тухтăра пĕр талăк е темиçе кун иртсен кăна йыхравлать. Çак хушăра мимене кислород тата тутлăхлă япаласем пырса тăманни пысăк сиен кÿрет, малтан вăл самаях нушаланать, каярахпа энерги кăларакан механизм ĕçлейми пулать.
Асра тытăр: васкавлă пулăшу çийĕнчех кирлĕ. Чирлĕ çынна неврологи уйрăмне госпитализацилеме ыйтмалла. Инсульта сиплеме пулать тата пĕрремĕш палăрăмсем хыççăнах сыватма тытăнмалла. Чи пĕлтерĕшли - ятарлă стационара инкек хыççăн 3-6 сехетре илсе çитермелле - ураланас шанăç кун пек чух чылай пысăкрах.
Чир сăлтавĕсенчен пĕри - юн пусăмĕ ÿссе кайни. Гипертониксен инсульт çаклатас хăрушлăх вăтамран 60 процентпа танлашать. Пусăм мĕн чухлĕ пысăкрах - тымар татăлса каяс теветкеллĕх çавăн чухлĕ нумайрах. Унсăр пуçне пусăм ÿснипе тымарсем юн юххине пĕчĕклетессишĕн хăвăрт пĕрĕнме тытăнаççĕ. Çапла вара артери гипертонийĕ вĕсене хавшатать, çинçелсе юлнипе çурăлаççĕ е хулăнланса лараççĕ, тымара пĕреççĕ, юн куçассине йывăрлатаççĕ. Мимене тутлăхлă япаласемпе кислород çитми пулать. Васкавлă мерăсем йышăнмасан энерги выçлăхĕ пуçланать: пуç ыратать, çын хăйне ывăннăн туять, ĕçлеме пултараслăх чакать, ас тăвăм хавшать.
Тепĕр сăлтав - пуç мими тымарĕсен атеросклерозĕ. Вĕсем пĕрĕннипе юн сахал куçать, çу, микроэлемент, тăвар, ытти япала ытлашши пухăннипе /организм ирĕлтерсе çитереймест/ тымарăн шалти сийĕнче пухăнаççĕ. Çакă апата уяманнипе çыхăннă - ытлашши çу, холестерин, липид, углерод, апат тăварĕ. Холестерин пысăкки инсульта çывхартать.
Субстратсене ирĕлтерекен механизм пăсăлни те атеросклероза аталантарать: сиенлĕ япаласем тата ирĕлсе пĕтмен каяш пухăнать, организма, тымарăн шал енне, нерв тата ытти тĕртĕме сиенлет. Вĕсен чăмаккисем тымарăн шалти сийĕнче пухăнса пыраççĕ, мĕн чухлĕ ытларах - тымар çавăн чухлĕ хĕсĕнсе пырать. Артери гипертонийĕ атеросклерозпа пĕр килсен иккĕшĕн сиенĕ тата вăйлăрах. Холестерин тата гипертони пысăкки лару-тăрăва çивĕчлетет: чăмаккасем хăвăрт ÿсеççĕ, кĕç-вĕç татăлса анса тымара хуплама - мимене апатсăр хăварма пултараççĕ.
Инсульт кирек хăш ÿсĕмри çынна та çапса хуçать /аслăраххисен теветкеллĕхĕ пысăкрах паллах/. Енчен те йывăр ĕçленĕ, пăлханнă хыççăн /ар çыхăнăвĕ вăхăтĕнче те/ пуç хытă ыратса кайсан, лĕклентерсен, чĕре таппи вăйлансан, пит хĕрелсен тата шултра тар тапса тухсан тăхтаса тăмасăр васкавлă пулăшу чĕнмелле.
Йывăр инсульт, уяр çанталăкра аслати кĕрленĕ евĕр, самантрах аталанма пултараймасть. Хăрушлăх çывхарса килни çинчен организм малтанах систерет: юн пусăмĕ ÿсет, пуç ыратать, мимери юн çаврăнăшĕ улшăнать. Шел, чылайăшĕ çакна асăрхаманçи пулать. Сывă çынна ку чир ярса илмест. Çак амак - нумай çула тăсăлнă артери гипертонийĕн, церебраль атеросклерозĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Организмăн резерв мелĕсем çынна вăхăт параççĕ. Унпа пĕлсе усă курса тымарсене, мимене упраса хăварма пулăшмалла.
Пирус туртнин сиенĕ çинчен пурте пĕлетпĕр. Ăна пула юн çăралать, çывăрса лараслăхĕ ÿсет, тымар тăрăх йывăррăн куçма пуçлать. Никотин юн пусăмне хăпартать. Пирус тĕтĕмĕнче наркăмăш нумай, вĕсем организма сиен кÿнипе пĕрлех тымара пĕреççĕ, чăмаккасене аталанма пулăшаççĕ.
Эрехпе иртĕхме юрамасть. Алкоголь пĕвере аркатнипе пĕрлех юн тымарне сиен кÿрет, нейронсене вĕлерсе мимене хавшатать.
Ÿт виçи ытлашши пулни те инсульт илес хăрушлăха ÿстерет, сахăр чирĕпе аптракансен теветкеллĕхĕ вара тата пысăкрах. Çавăнпа сывă пурнăç йĕркине тытса пыни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Юн пусăмĕ ÿснипе нушаланакансен эмелпе сипленнипе пĕрлех апатлану йĕркине пăхăнмалла. Талăкри калори 2 пинрен иртмелле мар. Рационта çу, çуллă аш-пăш, ăшаланă çимĕç валли вырăн çук. Сĕт юр-варĕ, пахча çимĕç ытларах çимелле. Тăвар виçине талăкра 5 грампа чикĕлемелле. Кунне 4-5 хут апатланмалла, çывăрас умĕн 2-3 сехет маларах çимелле.
Çамрăк чун çут тĕнчене килсен ăна утма, калаçма, шухăшлама вĕрентесси ашшĕ-амăшне савăнăç кăна кÿрет. Воспитани ĕçĕ куллен туса пымаллискер тата йывăрскер пулнине пăхмасăр аслисем ăна хаваспах пурнăçлаççĕ. Инсульт чăтса ирттернĕ çынна та пурăнма çĕнĕрен хăнăхтармалла: утма, калаçма, шухăшлама тепĕр хут вĕрентмелле. Шел те, çакă пациентшăн хăйĕншĕн те, тăванĕсемшĕн те йывăрлăх кăна.
Çапах та çын талпăнăвĕ, ыттисем ăна пулăшма ăнтăлни, реабилитаци программисене ăнăçлă пурнăçлани чылай чух ырă çимĕç кÿрет. Шанăçа çухатмалла мар.
Л.КУЗНЕЦОВА
 


"Хыпар"
22 декабря 2009
00:00
Поделиться
;