Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тăван кил ăшши хăват патăр сире...

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ĕнер тăван хутлăхăн чăннипех пултаруллă та маттур хастарĕсем пухăнчĕç - кунта чи лайăх ĕç династийĕсен республикăри IX слечĕ иртрĕ

Чаплă уява Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. «Эсир - чăннипех ĕç паттăрĕсем, хăвăрăн йăхран йăха пыракан династие малалла тăсатăр. Çакă хальхи саманара уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Вăй питтисенчен хăшĕ-пĕри хăй ĕçсĕррине вырăн тупайманнипе сăлтавлани пурнăç чăнлăхĕпе пĕр килмест тесшĕн эпĕ. Ăнтăлуллă çынна пур çĕрте те хаваспах йышăнаççĕ, - терĕ вăл залра ларакансене саламланă май. - Çакна ĕçе ăнăçтаракансен тĕслĕхĕ аван çирĕплетет. Хаклă çыннăмăрсем, сире пурне те паянхи тĕл пулупа тата тепĕр пысăк уявпа - Чăваш Республикин Патшалăх символĕ­­сен кунĕ ячĕпе - чĕререн саламлатăп. Кунта килес умĕн кăна-ха Элли Юрьев ячĕллĕ музей-галерейăра «Геральдикăллă Чăваш Ен» куравпа паллашрăм. Элли Михайлович ăсталăхĕн вышкайсăр тÿпи - пирĕн республикăн патшалăх Гербĕ, унăн Ялавĕ. Вĕсем тăван халăхăмăрăн истори çул-йĕрне Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн кăна мар, аякри йăхташăмăрсемшĕн те яр уççăн сăнлаççĕ. Чăнахах, эпир пулнă, пур, пулатпăр.

Çĕнтерĕвĕрсемшĕн тав тăватăп. Çак ятпа, паллах, чыслатăп та. Пĕлетĕп: сире сума суни, ĕçченсене хисеплени тата тимлĕ­­рех пулни пысăк чыславран та пахарах. Малашне те тăрăшулăх кăтартăр, династи сумне чыслăн упрăр. Туятăп: эсир ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлеме пултараймастăр. Çакăншăн тавах сире. Пултарулăхăр, ĕçченлĕхĕр ыттисене, уйрăмах çамрăк ăрăва, кулленхи пурнăçра хĕмлентерет, малалла аталанма пулăшса пырать. Ырă енĕрсене хăвăр сисместĕр ахăр, эпир вара, республика ертÿçисем, курса-туйса тăратпăр. Яланах пулăшса пыма шантаратпăр».

Михаил Игнатьев ĕç династийĕсен паха йăлисене аталантарса пыракансене Тав çырăвĕпе, хаклă парнепе чысларĕ.

Пĕр предприятире, ял хуçалăх пĕрлешĕвĕнче вăй хуракансем е хăйсен профессине ăруран ăрăва, ашшĕ-амăш­­­ĕ­н­­­­­чен ачисене, мăнукĕсене паракансем чăваш хутлăхĕнче 1000 çемье ытла. Слета вара чи маттур 34 династи пухăннă: промышленноçран тата вĕренÿ тытăмĕнчен - 8-шар, ял хуçалăхĕнчен - 11, сывлăх сыхлавĕнчен - 5, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхран тата пушара хирĕç кĕрешекенсен йышĕнчен - 1-ер.

Трак тăрăхĕнчи Димитриевсем авă çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ, пĕтĕмĕшле стажĕ вĕсен 342 çулпа танлашать. Йĕпреç районĕнчи Ивановсен династийĕ 766 çул тыр-пул çитĕнтерет, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетет. Каçал ен хастарĕ­­сем Максимовсем пурĕ пĕрле 194 çул халăха сиплеççĕ.

Ĕç династийĕсен слетне пухăннисене ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, космос паттăрĕ, мухтавлă ентешĕмĕр Николай Бударин саламларĕç, çĕнĕ çитĕнÿсен çулĕпе утмашкăн тăван кил ăшши хăват парасса шаннине пĕлтерчĕç.


 



"Хыпар"
03 мая 2011
00:00
Поделиться
;