Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çĕнтерÿ çути нихăçан та тĕксĕмленмĕ!

Пирĕн пурнăçăмăрти тата Тăван çĕр-шывăмăр историйĕнчи яланлăхах асра юлнă сăваплă çак кун мĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать, унăн пĕлтерĕшĕ ăсра тата чунра çавăн чухлĕ тарăнрах çырăнса юлнăн тата ÿснĕн туйăнать.

Мĕншĕн тесен утмăл ултă çул каялла вĕçленнĕ, хăрушлăхĕпе тĕнчене сехĕрлентернĕ вăрçăра пирĕн кукаçисемпе асаттесем, кукамайсемпе асаннесем, аттесемпе аннесем паттăрлăхпа чăтăмлăх тата хăюлăх кăтартса Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă кăна мар, çĕр çинче пурте кĕтнĕ тăнăçлăхпа çутă пуласлăх илсе килнĕ. Хаяр вăрçă çулĕсенче Чăваш Енĕн 208 пин ывăл-хĕрĕ пĕр патшалăхра пурăннă ытти халăхпа пĕрле паттăр çапăçнă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ тенĕ пек пуç хунă. Поэт калашле, «вĕсем самана йăнăшне юнпа çырса тÿрлетнĕрен эпир савăнатпăр лăпкă пурнăçпа...» Çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 81 ентеш Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ. Сăмах май, вĕсенчен 51-шĕ ун чухне 28 çула та çитмен. 19-шĕ, шел, «Ылтăн Çăлтăр» медале чĕрĕ-сывă чухне кăкăрĕ çине çакайман - çĕр-шыв вĕсене вилнĕ хыççăн чысланă. 16 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă. Фашизмăн тĕп хулине парăнтарма хутшăннăшăн пирĕн республикăри 3261 салтакпа офицера «Берлина илнĕшĕн» медальпе наградăланă.

Аслă Çĕнтерÿ кунĕпе паянхи ăру та тивĕçлипе мăнаçланать, тăшман пусмăрĕнчен-чуралăхĕнчен хăтарнă ветерансене сума сăвать, вĕсен паттăрлăхне чунра усрать. Çакă республикăмăр тĕп хулинче иртнĕ уявра яр уççăн палăрчĕ.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче хула влаçĕн, общественноç представителĕсем, шкулта вĕренекенсем Шупашкарти Б.Хмельницкий урамĕнчи йывăр сурансене пула госпитальсенче пурнăçран уйрăлнă салтаксемпе офицерсене пытарнă масар çинчи палăк умне чечек кăшăлĕсем хурса пуç тайрĕç. «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Асăну паркне те халăх йышлăн пухăнчĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулĕсенчи юрăсем янăрарĕç.

Тепĕр кунне Асăнупа Чыслав палăртнă вăхăтра пуçланчĕç. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă хыççăн республика Президенчĕ Михаил Игнатьев халăхăмăра Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕ. «Паян пĕтĕм Раççей, унпа пĕрле ирĕклĕ пĕтĕм тĕнче Аслă Çĕнтерÿ 66 çул тултарнине паллă тăвать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăнхи çак уяв питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ: вăл чи юнлă та хурлăхлă пулăм кăна мар, тĕнчери нумай халăх шăпине татса параканĕ те, тĕнче цивилизацийĕн аталанăвне палăртаканĕ те пулчĕ. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн 28 миллион çын пурнăçĕ татăлнă. Хальхи ăру вĕсен умĕнче яланах парăмлă. Çавна май эпир пурнăçри кашни утăмшăн яваплă, вĕсем, çÿлтен пирĕн çине пăхакансем, ан намăсланччăр...»

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Ют çĕр-шывсен ĕçĕсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, общество тата ветерансен организацийĕсен представителĕсем хулара пурăнакансемпе хăнасене Çĕнтерÿпе саламларĕç. Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуç хунă Чăваш çĕрĕн 110 пин паттăрне пĕр самант шăп тăрса асăннă хыççăн республикăпа хула ертÿлĕхĕ Асăну паркĕнчи монумент, Чечня Республикинче тата Афганистанра вилнĕ ентеш-салтаксен палăкĕсен умне чĕрĕ чечексем хучĕç, вĕсен ячĕпе Иоанн Воин часавайĕнче иртнĕ кĕлле хутшăнчĕç.

Кăнтăрла иртсен Шупашкарти çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ подразделенийĕсен колоннисем марш кĕввипе ветерансен умĕпе иртрĕç. Парад пуçланиччен Михаил Игнатьев Президент, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Константин Косачев, Аслă вăрçă ветеранĕ Владимир Никитинский, хулари пĕрремĕш вăтам шкулăн виççĕмĕш класĕнче вĕренекен Павел Кузин 1945 çулхи Çĕнтерÿ - çар Çĕнтерĕвĕ çеç мар, вăл гуманизм идеологийĕ тискерлĕхе тата çынсене курайманлăха çĕнтернине пĕтĕмлетсе палăртрĕç: «... Сирĕн ăру - Çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕ - уйрăм ăру. Вăл чăтăмлăхпа, çирĕплĕхпе, харсăрлăхпа, паттăрлăхпа уйрăлса тăрать.

Вăрçă нушине хыçа хăварса эсир çыннăн чи лайăх пахалăхĕсене - патриотлăх, хăвăра шеллеменни, ĕçченлĕх, пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕрри - çухатман. Эсир - таса чунлă ăру. Сирĕн кашнийĕн - уйрăм, тĕлĕнмелле истори. Эсир вăрçа аçăр-аннĕре, аппăр-йăмăкăра, ачăрсене хÿтĕлес, тăван хулана, яла, ачаран çывăх улăх-çарана... тăшманран сыхласа, пурнăçа хÿтĕлес тăнăçлăха упраса хăварас тĕллевпе кайнă. Эсир çав туйăмпа çĕнтернĕ те».

Юрий СТЕПАНОВ.

* * *

ЙĔпреÇ. Район центрĕнчи пĕрремĕш номерлĕ вăтам шкул умĕнчи тÿрем уяв ытамĕнче. Промышленноç предприятийĕсенче ĕçлекен йышлăн пуçтарăннă кунта. Шел те, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен йышĕ чакса пыни куç кĕрет: çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине чысласа ирттерекен тĕл пулăва вĕсенчен вуннăшĕ кăна çитнĕ.

Хурлăхлă та савăнăçлă туйăмсем пĕрлештернĕ уяв митингĕнче район ертÿçисем, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем тухса калаçрĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников Йĕпреçсене ЧР Президенчĕн Администрацийĕ тата республика парламенчĕ ячĕпе саламларĕ. Митинг хыççăн районти вăтам тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчен çамрăк армеецсем уява килнĕ халăх умĕнче чăн-чăн çар çыннисем пек чыслăн утса иртрĕç.

Кĕçех колоннăсем райцентрти Ас тăвăмпа Мухтав скверне çул тытрĕç. Кунти Мухтав палăкĕ тĕрлĕ тĕслĕ хĕмпе çиçекен чĕрĕ чечексене «йышăнчĕ». Вăрçăра пуç хунă паттăрсене пĕр минут шăп тăрса асăнчĕç...

Çав кун халăх йышлă çÿрекен скверта манăçми тепĕр пулăм иртрĕ: вăрçă çулĕсенче Йĕпреçре «иккĕмĕш çунат» «туяннă» Совет Союзĕн Геройĕн Алексей Маресьевăн, паттăрлăх кăтартса «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçнĕ Степан Илларионовăн, Раççей Геройĕн Леонид Константиновăн тата Социализм Ĕçĕн Геройĕн, «Трудовик» колхоз председателĕ пулнă Антон Шордеевăн барельефĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç.

Районти пултарулăх ушкăнĕсем халăха хăйсен юрри-ташшине парнелерĕç.

Геннадий ВАСИЛЬЕВ.

* * *

Патăрьел. Пĕтĕм халăх Аслă Çĕнтерÿ уявне хавхаланса палăртнă кун Патăрьел районĕнчи Ксыл Чишма ялĕнче пурăнакансем кăнтăрла хыççăн вăрçă инвалидне Курбан Фаткуллова юлашки çула ăсатрĕç. Хаваслă праçникчен пĕр талăк кăна юлнăччĕ... Анăçра этемлĕх халĕччен курман хаяр тытăçу пуçлансанах салтак тумне тăхăннă вăл. Волхов фронтĕнче хастар çапăçнă, 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче йывăр аманнă, киле кăкăр çине виççĕмĕш степень «Мухтав» орден çакса килнĕ. «Ялта халĕ тăватă ветеран кăна юлчĕ», - хурлăхлăн пĕлтерет ял тăрăхĕн тĕп специалисчĕ Фрадия Мезитова.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Аслă вăрçă ветеранĕсен йышĕнче ĕнерхи кунччен 102 çынччĕ. Халĕ çак «çартан» иккĕшĕ катăлчĕ. Хăрушă вилĕме куçа-куçа тăнисен шучĕ çуллен чакса пынăран пĕлтĕртен пуçласа Патăрьелĕнче ирттерекен митинга утса çÿреме пултаракан кашни ветеранах чĕнеççĕ. Ял тăрăхĕсенче те уяв мероприятийĕсене пĕр кун маларах ирттереççĕ.

Район центрĕнче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнчи митингра Патăрьел ял халăхне тата ĕçпе вĕренÿ коллективĕсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина, çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пайĕн пуçлăхĕ Валентин Ляшенко, Шупашкар - Чăваш епархийĕн 5-мĕш округ благочиннăйĕ Сергий иерей тата ыттисем саламларĕç. 66 мир кăвакарчăнĕ тÿпенелле çĕкленнĕ хыççăн пухăннисем хурлăхлă кĕвĕ çеммипе Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексем, гирляндăсемпе кăшăлсем хучĕç.

Николай Ларионов.

* * *

ЕтĔрне. Аслă Çĕнтерĕвĕн 66 çулне Етĕрнесем чыслăн кĕтсе илнĕ. Кашни ял тăрăхĕнче вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, салтак арăмĕсене чысланă, вăрçăра пуç хунă ентешсен ячĕпе палăксемпе обелисксем умне чечек кăшăлĕсем хунă. Етĕрне хулинче уяв митингĕ иртнĕ. Çутă та савăнăçлă кун ячĕпе пухăннисене район ертÿçисем, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсенчи çар комиссарĕ Александр Прокопьев, Николай Пискунов вăрçă ветеранĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн экономика политики, агропромышленноç комплексĕпе экологи комитечĕн председателĕ Николай Малов, ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ăшшăн саламланă. Ентешĕсен вăрçă хирĕнчи паттăрлăхĕсене аса илнĕ, вилнисене асра тытса пĕр минут шăп тăнă. Çамрăксен, пулас салтаксен ячĕпе Дмитрий Петров призывник тухса калаçнă, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме яланах хатĕр пулнине пĕлтернĕ.

Çак кунах Тури Мучар ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнă. Ялти аслă ăру çыннисемшĕн ку чăннипех те чаплă парне.

ЭлĔк. Хаяр вăрçă кашни çемьерех тарăн суран хăварнă. Районтан 9115 çын Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине тухса кайнă. 4567 ентеш юнлă вăрçă хирĕнче пуç хунă. Чĕрĕ юлнисем те çулсерен сахаллансах пыраççĕ, вăрçă суранĕсем вĕсене пĕр шелсĕр пирĕнтен уйăраççĕ. Паянхи куна Элĕк тăрăхĕнче вăрçăн 72 ветеранĕ, 13 салтак арăмĕ, 1006 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Çĕнтерÿ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă митинга пухăннисене район пуçлăхĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн комитечĕн председателĕ Владимир Мидуков, Республика Президенчĕн стипендиачĕ Татьяна Сергеева саламланă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе çамрăк армеецсемпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем, Афган вăрçине хутшăннисем стройпа утнă. Ветерансене тепĕр хут çамрăклăха, манăçми кунсене аса илтернĕ. Вăрçăра вилнĕ ентешсен ячĕпе лартнă палăк умне чечексем хунă. Культурăпа кану программи анлă пулнă.

ÇĔмĔрле. Çĕнтерÿ кунне çăмăл атлетсем «Çĕнтерÿ чупăвĕпе» уçнă. Ку хутĕнче сывă пурнăçа кăмăллакансем 21 çухрăм чупнă. Пĕрремĕш вырăна Павел Осипов, иккĕмĕшне Александр Пушков йышăннă. Аслă ăру çыннисенчен 72 çулти Анатолий Котов, çамрăксенчен Андрей Босанков лайăх ăмăртнă. Пĕтĕмпе спорт ăмăртăвĕсене тĕрлĕ ÿсĕмри 150 çын ытла хутшăннă.

Юлия Мареева.

* * *

Шăмăршă. Пысăк мар районтан вăрçа тухса кайнă 5100 çынран çурри килĕсене таврăнайман. Вăрçă хуйхи пырса перĕнмен пĕр çемье те çук. Çĕнтерÿ уявне районти кашни ялтах чаплăн уявларĕç. Пур çĕрте те вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем иртрĕç, унта фронтовиксемпе тыл ветеранĕсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Ветерансене чечек çыххисемпе, юрă-сăвăпа чысларĕç, хăна турĕç.

Шăмăршăра иртнĕ митинга район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев уçрĕ. Валерий Петрович вăрçăпа тыл ветеранĕсен паттăрлăхне çав тери пысăка хурса хакларĕ, çамрăк ăрăва вĕсенчен тĕслĕх илме сунчĕ.

Митингра Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Дмитрий Трофимов, Чечня вăрçине хутшăннă Геннадий Семенов, Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи Сергей Димитриев, ветерансен районти Канашĕн председателĕ Петр Фомин, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Ленинграда хÿтĕленĕ Александр Коновалов сăмах каларĕç. Ветерансем...

Çултан çул сахалраххăн

Эсир тăратăр палăк умĕнче.

Аса илетĕр те, сывлатăр ассăн,

Шухăшăрпа, тен, вăрçă хирĕнче.

Ветерансем...Сире сума сăватпăр,

Чи пысăк чыс тăватпăр уявра.

Нумай-нумай çул пурăнма сунатпăр,

Упрасчĕ яланах сывлăхăра.

Иван САЛАНДАЕВ.

* * *

Красноармейски. Мухтав монуменчĕ умĕнче иртнĕ митингра çар маршĕсемпе вăрçă çинчен хывнă юрăсем, Совет Союзĕн Геройне Владимир Васильев ентеше сума суса литературăпа музыка композицийĕ янăрарĕç, Трак гимназийĕнчи çамрăк армеецсем хисеплĕ хуралта тăчĕç.

Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Георгий хăйăвĕ парнелерĕç. Мухтав монуменчĕ умне Çĕнтерÿ ялавĕн копине илсе тухнă хыççăн савăнăçлă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Александров уçрĕ. Трак тăрăхĕнчен вăрçа 6030 çын тухса кайнă, 2162-шĕ каялла таврăнайман. Анаткас ялĕнче çуралнă Прохор Трофимов полковник, сăмахран, Хĕрлĕ Çăлтăр ордена виçĕ хут, ытти чылай орден - медале тивĕçнĕ. Тылра хĕрарăмсемпе ватăсем тата ачасем Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшнă. Митингра вăрçă тата педагогика ветеранĕ Михаил Прохоров, Йÿçкассинчи тыл ĕçченĕ Васса Иванова, Чăваш Республикинчи салтак амăшĕсен комитечĕн ертÿçи, республика Президенчĕ çумĕнчи çын прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен комисси членĕ Лариса Егорова сăмах каларĕç. Çамрăк спортсменсем «Трак станцийĕ - Красноармейски ялĕ» паттăрлăх трассипе чупса тупăшрĕç. Уява хутшăннисем Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, пĕр минут шăп тăчĕç. Çамрăк армеецсен парачĕ иртрĕ.

Виктор ДАНИЛОВ.

* * *

Вăрнар. Кĕçĕн Кипек ял тăрăхне кĕрекен тăватă ял халăхĕ Тăван çĕр-шыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме вăрçă хирне 453 çынна ăсатнă. Вĕсенчен 293-шĕ кăна çуралнă вырăна тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕ. Шел, анчах тăшмана çĕнтернĕренпе 66 çул çитнине пĕр салтак та кĕтсе илеймерĕ. Çапăçу вут-çулăмĕ кÿнĕ йывăр сурансем ентешĕмĕрсен кун-çулне самаях кĕскетрĕç.

Çĕнтерÿ кунне халалланă уява Кĕçĕн Кипек ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Верендеев уçрĕ, асаплă çав çулсене, йывăр хуйхă кашни çемьерех тарăн йĕр хăварнине аса илчĕ, мирлĕ пурнăçа упрасси кашнин тивĕçĕ пулнине аса илтерчĕ. Шкул ачисем палăк умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Вăрçа хутшăннисен, фронтра пуç хунисен тăлăх арăмĕсемпе тыл ĕçченĕсене, уява пухăннисене Надежда Никифорова ертсе пыракан «Кипек ен» ушкăн юрă-ташăпа саламларĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсем техĕмлĕ шÿрпепе сăйларĕç.

Хальхи вăхăтра Кĕçĕн Кипекре, Пăваялĕнче, Мулакасси Мăратра, Çĕн Алтăшра вăрçа хутшăннă салтаксен ултă тăлăх арăмĕ, вăтăр икĕ тыл ĕçченĕ, Афганистанри, Таджикистанри, Чечняри хĕрÿ вырăнсенче пулнисем пиллĕкĕн пурăнаççĕ.

Ирина СЕРГЕЕВА.

* * *

ЕлчĔк. Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг Елчĕкри Тĕп тÿремре иртнĕ. Унта пĕтĕм предприяти-организаци представителĕсем, шкулта ĕçлекенсемпе вĕренекенсем, районта пурăнакансемпе инçетрен килнĕ хăнасем хутшăннă. Чи сумлă вырăнсене, паллах, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем йышăннă. Шел, вĕсен шучĕ çулсеренех чакса пырать. Паянхи кун тĕлне районта хаяр вăрçăра çапăçнă 64 çын, 232 салтакăн тăлăха юлнă арăмĕ тата 1188 тыл ĕçченĕ пурăнать.

Уяв мероприятийĕ культура тытăмĕнче тăрăшакансемпе шкулта вĕренекенсем хатĕрленĕ театрализациленĕ номерпе уçăлнă. Вĕсем мирлĕ вăхăтра чăваш халăхĕ ырми-канми ĕçленине, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан мĕн тери куляннине, арçынсене тăван çĕре хÿтĕлемешкĕн мĕнле ăсатнине тата ытти саманта çав тери ĕненмелле кăтартса панă. Çапла, 1941-1945 çулсен нуши-терчĕ кашни çемьенех пырса тивнĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, ветерансене Çĕнтерĕве çывхартассишĕн сывлăхне шеллеменшĕн, пире çак çĕр çинче пурăнма май туса панăшăн чĕререн тав тунă. ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова Елчĕк çыннисем патне Чăваш Ен Президенчĕн тата Правительствин саламĕсене илсе çитернĕ, ветерансене телейпе ырлăх-сывлăх суннă.

Уява килнисем вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне чечексем хунă. Çĕнтерÿçĕсен ячĕпе салют йĕркеленĕ.



 



"Хыпар"
11 мая 2011
00:00
Поделиться
;