Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ят-сума ÿстересси, сывлăха çирĕплетесси пирки...

Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш больницăна тата Гладков урамĕнчи кардиологи диспансерне çитсе курчĕ. Шурă халатлисем чирлисене епле сыватнипе-сипленипе, медперсонал ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕ.

Шупашкарти 1-мĕш больницăра тăрăшакансемшĕн Президент ирех кунта килни кĕтменлĕх пулчĕ. Ĕç юхăмĕ кулленхи пекех пырать. Регистратурăра черет çук. Мĕншĕн тесен электрон регистратури лайăх ĕçлет. Алăк умĕнченех йăл кулăпа кĕтсе илекен регистратура ĕçченĕсем пурин валли те вăхăт тупаççĕ. Чирлекенĕн кăмăлне туллин тивĕçтерни сисĕнчĕ. Коридорта ларакансем тухтăрсене ырă кăмăлшăн, кашни ыйтăва хуравлама тăрăшнăшăн тав турĕç. Вĕсен йышĕнче районсенчен килнисем те пурччĕ.

Михаил Васильевич больницăпа тĕплĕн паллашрĕ. Анализ парас йĕркепе те кăсăкланчĕ. Юна анализ тăвассине йăлтах компьютер технологийĕпе усă курса пурнăçлаççĕ. Президент васкавлă майпа илсе килнĕ пациентсене тата амбулатори йĕркипе йышăнмалли регистратурăн ĕçĕпе те кăсăкланчĕ. Сывлăха çирĕ­­п­летмелли уйрăмра тĕрлĕ аппарат вырнаçтарнă. Ыратакан вырăна çийĕнчех тĕрĕслеме, профилактика иртме пулать. Тренажерпа тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлакан чылай.

Республикăри кардиологи диспансерĕнче ЧР Президентне Михаил Игнатьева сывлăх сыхлавĕ­пе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, диспансер заведующийĕ Татьяна Мизурова кĕтсе илчĕç. Кардиологи чирĕпе асапланакансене икĕ мелпе йышăнаççĕ: “чĕрĕ” черетпе тата электрон регистратурипе. Районтан килекенсем те пур. Президент компьютер умне ларсах списокпа паллашрĕ: çĕртме уйăхĕн 21-25-мĕшĕчченех йышăннă. «Тăрук чирлекен валли кардиолог вăхăт тупаять-и?» - интересленчĕ республика ертÿçи. Людмила Андреева аслă регистратор палăртнă тăрăх маларах çырăннисенчен 30% килмест. Хăшĕ-пĕри шăнкăравласа хыпарлать, анчах ытларах чухне вăхăтра çитеймен пирки пĕлтермеççĕ. Талăкĕпех ĕçлекен электрокардиограмма тухтăрсен ĕçне çăмăллатнă. Михаил Игнатьев ĕçлев диагностикин уйрăмĕпе паллашнă хыççăн конференц-залра медицина ĕçченĕсемпе “çавра сĕтел” ирттерчĕ.

Чĕре хавшаклăхĕпе, юн тытăмĕпе çыхăннă чирсем аталаннине палăртрĕ. Çавăнпа медицина ĕçченĕсемпе, уйрăмах кардиологи тытăмĕнче тăрăшакансемпе, тĕл пулса калаçма тĕллев лартнине пĕлтерчĕ. Республикăра пурăнакансен сывлăх шайĕ пурне те питĕ пăшăрхантарать иккен. Калаçăва хутшăнакансенчен пĕри ĕçе Европăри пек велосипедпа çÿ­реме сĕнчĕ. Çак тĕллевпе ятарлă велосипед çулĕсем тумаллине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев çак шухăша ырларĕ. Хăй те пушă вăхăтра икĕ кустăрмаллă “тимĕр ут” педальне 10 километр çавăрма кăмăлланине пĕлтерчĕ. Республика ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх çĕнĕ çурт-йĕр хăпартнă чухне велосипед çулĕсем пулмаллах, анчах унччен маларах çĕкленĕ капмар çуртсен таврашĕнче чăнах та чăрмав сиксе тухма пултарать.

Тепĕр вунă çуллăхран кардиолог, хирург профессийĕпе ĕçлекен специалистсем пĕтес хăрушлăх пысăк - çакă çивĕч ыйтусенчен пĕри. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăй те хирург пулнă май çак ыйтăва тĕплĕ тишкерме, медицина вĕренĕвĕн программине тепĕр хут пăхса тухма сĕнчĕ. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра медицина институтĕ­н­че вĕренекенсене 6-мĕш курсра пĕтĕмĕшле практика специалисчĕ пек хатĕрлеççĕ. Виççĕмĕш курсранах хирург, кардиолог пулас кăмăллă студентсене патшалăхăн укçа-тенкĕ уйăрса малалла вĕрентмелле, кадрсем хатĕрлемелле. Президент ку енĕпе тĕпрен улшăнусем тумаллине асăрхаттарчĕ, сĕнÿсемпе килĕшрĕ. Венера Муллина министр медицинăра тăрăшакансен ят-сумне ÿстересси пирки каларĕ. Президент май пур таран медицина ĕçченĕсене пулăшма шантарчĕ. Утă уйăхĕнчен пуçласа çулталăк вĕçлениччен шалăва ÿстерме палăртнă.


 



"Хыпар"
18 июня 2011
00:00
Поделиться
;