Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вĕсем пирĕн чĕресенче...

Ĕнер пирĕн çĕр-шывра Асăнупа хурлăх кунĕ иртрĕ. Шăпах çак кун 70 çул каялла нимĕç çарĕсем пирĕн çĕр-шыва тапăнса кĕнĕ. Хаяр вăрçа чăвашсем те хутшăннă, шел, вĕсенчен нумайăшĕ каялла таврăнайман. Ирĕклĕхшĕн кĕрешсе пуç хунисене асăнса ĕнер районсемпе хуласенче тĕрлĕ мероприяти иртнĕ.

Шупашкарти “Çĕнтерÿ” асăну комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечек хумашкăн çын нумай пухăнчĕ: ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Правительство членĕсем, Шупашкар хула администрацийĕн, республикăри çар комиссариачĕн, Шалти ĕçсен министерствин, общество организацийĕсен представителĕсем, ветерансем...

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене волонтерсем кĕтсе илчĕç, кашнинех Георгий хăйăвĕ тата гвоздика пачĕç. Хăйсене çапла чыс тунăран-ши е çапăçу хирĕсенче выртса юлнă юлташĕсене аса илнĕрен-ши - ветерансен куçĕсем шывланчĕç. Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Павел Митрофанов тискер вăрçă пуçланнă кун Амур çинчи Комсомольскра пулнă. Вĕсене, 250 чăваш ачине, çĕртмен 14-мĕшĕнче унта ФЗОна илсе кайнă-мĕн. Виçĕ уйăх вĕренсенех каччă хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă, Сталинградран пуçласа Берлина çитичченех çапăçнă. Беларуçе, Латвипе Литвана, Варшавăна ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Икĕ хутчен аманнă. Вăрçă хирĕнче паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнăшăн Мухтав тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, тĕрлĕ медале тивĕçнĕ. Павел Митрофанович “Çĕнтерÿ” асăну комплексне Асăнупа хурлăх кунĕнче çеç мар, ытти чухне те, уйрăмах çанталăк лайăх тăнă вăхăтра, килме тăрăшать, “Вăрçăра пулнă самантсене, пĕрле çапăçнă юлташсене аса илетĕп эпĕ кунта”, - тет вăл.

Мухтав монуменчĕ умĕнче çар çыннисем тăраççĕ, Паттăрсен аллейи çывăхĕнче - Ас тăвăм гирлянди тытнă кадет шкулĕнче ăс пухакансем. Шăп вунă сехетре колонна Мухтав монуменчĕ патне çул тытрĕ. Хурлăхлă кĕвĕ янăрать, диктор сăмахĕсем - “Паттăрсене ĕмĕрлĕх мухтав!.. Пуç хунисене ĕмĕрлĕх мухтав!..” - чуна витереççĕ. Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен пурнăçне шеллеменнисене асăнса пухăннисем пĕр минут шăп тăчĕç. Вĕсемпе пĕрле çут çанталăк та макăрчĕ тейĕн: витререн тăкнă пек çумăр çурĕ. Апла пулин те никам та хÿтĕ çĕрелле васкамарĕ, кашниех чечек хума тăрăшрĕ.

Ĕнерех çветтуй Иоанн-Воин часавайĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче вилнисен ячĕпе асăну служби иртрĕ.



"Хыпар"
23 июня 2011
00:00
Поделиться
;