Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ют ачасем çук - пурте пирĕн...

Çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Шупашкар хулин Мускав районĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕнче “Кашнин шанăç пур” проект презентацине ирттернĕ май массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене “çавра сĕтел” тавра пухрĕç.

Сăмах май, ку проекта асăннă учреждени теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен ачасене реабилитаци тата ресоциализаци памалли тытăм йĕркелес тĕллевпе Мускав район администрацийĕ пулăшнипе туса хатĕрленĕ. ЧР УФСИНĕ, МЧС управленийĕ, ШĔМ, ДОССАФăн регион организацийĕ, ВДПОн республикăри уйрăмĕ, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем унăн шанчăклă партнерĕсем шутланаççĕ. Мускав район администрацийĕ çумĕнчи Çамрăксен правительствин волонтерĕсем, кăткăс лару-тăрăва лекнĕ çул çитмен çамрăксен ашшĕ-амăшĕ пархатарлă тĕллеве пурнăçлама тÿрремĕнех хутшăнаççĕ.

Çакна палăртмалла: асăннă проект йывăр шăпаллă ачасене пулăшакан фондăн /Мускав хули/ грантне çĕнсе илнĕ, вăл Атăл леш енче, Первомайск поселокĕнчен инçех мар вырнаçнă “Парăс” сиплев центрĕнче, çак уйăхăн 4-мĕшĕнче ĕçлесе кайĕ.

Проект социаллă тĕллевлĕ пулнă май район администрацийĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен интересĕсене хÿтĕлекен комиссире, шалти ĕçсен органĕсенче шутра тăракансене пулăшассине тĕпе хурать, теветкеллĕх ушкăнне лекнисене сывă пурнăç йĕркине тытса пымашкăн тата вĕсене шуçлак çул çине тăрассинчен, право йĕркине пăсассинчен асăрханмашкăн ăнтăлма хăнăхтарас, шухăш-кăмăл тĕлĕшĕнчен çирĕпрех пулма вĕрентес тĕллевпе психологи тренингĕсем, тĕрлĕ вăйă, вĕсене командăна чăмăртаса йывăрлăхсене парăнтарма хавхалантаракан мероприятисем, спортпа туризм тупăшăвĕсем ирттереççĕ.

Кашнин шанăç пур

“Çавра сĕтеле” центр директорĕ Елена Гордеева уçрĕ, пухăннисене социаллă учреждени ĕç-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин çемьен, амăшлăхăн тата ачалăхăн медицинăпа социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Лариса Арапова çирĕплетнĕ тăрăх - ку фонда Раççей Президенчĕн указĕпе çирĕплетнĕ, тăнăçсăр тăлăхсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес енĕпе унăн грантне тивĕçнĕ проектăн учредителĕ - РФ Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви. Вăл ирттерекен программăсене пирĕн республикăри учрежденисем çулленех пуçаруллă хутшăнаççĕ: иртнĕ çулсенче Ленин районĕнчи центр - социаллă тăлăхсене, хевтесĕр ачасемпе инвалидсен учрежденийĕ сусăрсене реабилитацилес, Çĕнĕ Шупашкарсем ачасен пĕрлехи шанăç телефонне йĕркелес енĕпе программăсене ăнăçлă пурнăçланă. 2011 çулта “Кашнин шанăç пур” проект вăй илет. Унăн кураторĕ тата йĕркелекенĕ - Мускав районĕнчи центр тата Елена Гордеева ертсе пыракан коллектив.

Çĕнĕ туртăмăн тĕллевĕ - саккунпа пĕр чĕлхе тупайман çул çитмен çамрăксене юсасси, вĕсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те çураçулăх пирки аса илтересси. Проект икĕ тапхăрпа иртмелле: çурла уйăхĕн 4-26-мĕшĕсенче - “Парăсра”, çитес çулхи кăрлач уйăхĕн пуçламăшĕнче - “Чайка” сиплев центрĕнче. Паллах, ăна ĕçе кĕртни ырă улшăнусемпе савăнтарасса кĕтеççĕ ачалăх интересĕсене хÿтĕлекенсем, çак тапхăрта çамрăксем шуçлак çултан пăрăнасса, физкультурăпа, спортпа туслашасса, сиенлĕ йăларан хăтăласса тата çемьери хутшăнусене лайăхлатасса шанаççĕ.

Ÿпкев-хистевĕн усси çук

Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Глотова шалти ĕçсен органĕсенче тата çул çитмен çамрăксемпе вĕсен интересĕсене хÿтĕлекен комиссире шутра тăракансене реабилитацилессипе çыхăннă ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Республикăри УФСИНăн психологи службине ертсе пыракан Василий Прокопьев пулăшнипе районта пилĕк çул каяллах теветкеллĕх ушкăнне лекнĕ çамрăксене тÿрленме май парас тĕллевпе Раççей-Канада проекчĕпе ĕçлеме тытăннă. Унăн тĕп шăнăрĕ - ачасен ирĕкне хÿтĕлесси. Ÿпкев-хистевĕн усси çуккине ăнланса вĕсене пурнăçăн лайăх енĕсем ăша хывма ырă тĕслĕхпе хавхалантарасси. Ку енĕпе сиплев тата пĕлÿ учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлени пĕлтерĕшĕ пысăк паллах. Комисси членĕсене тепĕр ыйту та канăç паман, çул çитменнисем шкулсенче кăна мар вĕт, тĕрмерен тухакансен хушшинче те ун пекки чылай. Вĕсен пĕлÿ çителĕксĕр, документ çук. Çав ушкăнрисене еплерех пулăшмалла? Çамрăксен правительствин хастарĕсем çине тăнипе çавăн йышшисем преступлени çулĕ çине тепĕр хут тăрасран асăрхаттарас тесе май пур таран пулăшса пыраççĕ. Айăплава лекнисене Мари Элри колоние янă май вĕсен пурнăçĕпе халĕччен тăтăшах интересленсе тăма пултарнă, ашшĕ-амăшĕ те унта кайсах тăнă, попечительсен канашĕ пуçаруллă пулнă. УФСИН тытăмĕнчи реформăсене пула çул çитменнисен асăннă учрежденине Пушкăрт Республикинчи Стерлитамак хулине куçарнă. Çулĕ вăрăмланчĕ, малтанхи 70 çухрăмран 700-е тăсăлчĕ. Унта кайса килме чылайăшĕ халĕ пултараймать те. Апла тăк Чăваш хутлăхĕн ачисем унта лекесрен малтанах сыхланмалла. Комисси членĕсем çапла тăваççĕ те: тухтăр-нарколог ĕçне комиссире уйрăм тытăма уйăрнă - ача наркологи службине реабилитаци илмешкĕн вăйпа усă курнипе мар, хăй ăнланнипе килме пултартăр. Тĕрĕссипе, преступление чылайăшĕ эрехпе е наркотикпе минренĕ хыççăн тунине тĕпчевсем çирĕплетеççĕ. Психологи пулăшăвĕ те ятарлă служба пулса тăнă, çураçтару енĕпе тăрăшакан специалистсем те пур. Чылай пăтăрмаха суда çитеричченех татса пама май килет вĕт. Нина Михайловна пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Хулари шкулсенчен пĕринче вĕренекен икĕ каччă çапăçса кайнă. Пĕри пулни-иртни пирки амăшне пĕлтернĕ, асли - йĕрке хуралçисем патне çул тытнă. Каярахпа амăшĕсем туссем пулни палăрнă. Ыйтăва судсăр-мĕнсĕрех уçăмлатĕччĕç - кая юлнă: ĕçе пикеннĕ ĕнтĕ.

Тÿрĕ çул çине тăма пулăшакансем нумайлансах пыраççĕ, юлашки вăхăтра вĕсен йышне аслă шкулсен студенчĕсем, теветкеллĕх ушкăнне лекнисенчен кăшт кăна аслăраххисем, хушăнчĕç /çул çитменнисем тантăшĕсене ытларах шанаççĕ вĕт/.

Шăпах вĕсем тата право йĕркин хуралĕнче тăракансем, çăлавçăсем, вут-çулăмпа кĕрешекенсем, ăс-хакăлпа чуна сиплекенсем пулăшнипе “Кашнин шанăç пур” проекта хутшăнса “Парăс” центрта сывă та таса пурăнма вĕренекен 14 хĕрпе 26 каччă çак кунсенче кун-çул эрех-сăрасăрах, ют пурлăха хапсăнмасăрах интереслĕ те илĕртÿллĕ пулнине туйса илĕ, вĕсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕн хаклавĕ те ырă еннелле улшăнĕ - ывăл-хĕр пархатарлă çитĕннинчен пахи çуккине чунпа туйса илĕ. Вĕсен малашлăхĕ çутă та таса пуласса шанас килет.



"Хыпар"
04 августа 2011
00:00
Поделиться
;