Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Аслă ăрушăн тăрăшасси - тĕп вырăнта

Ĕнер ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата ЧР федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ
Михаил Игнатьев «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ята илме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен» Указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Унпа килĕшÿллĕн çавăн пекех 40 çултан кая мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата ĕç стажĕ 45 çулпа танлашакан арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама пăхнă. Указ 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче вăя кĕрет. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков саккунпа килĕшÿллĕн республикăри ĕç ветеранĕсен социаллă пулăшу - кашни уйăхра 980 тенкĕ укçа тÿлевĕ /шăл протезĕн хакĕн укçа компенсацине, çул çинче çÿренĕшĕн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсен тÿлевĕн 50 процентне/ - илме ирĕк пуррине каланă. Кунсăр пуçне ĕç ветеранĕсене çыхăну пулăшăвĕсен /телефон, радио, пĕрлехи телеантенна/ хакĕн 50 проценчĕ чухлĕ укçа компенсацийĕ параççĕ. Паян «Ĕç ветеранĕ» тата «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ятсене 26 пин ытла çыннăн илме ирĕк пур. Малтанлăха шутланă тăрăх пуçламăш тапхăрта социаллă пулăшу мерисем пама çулталăкне тата 110 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Министр пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Республикин 2012 çулхи тата планпа пăхнă 2013, 2014 çулсенчи тапхăрти республика бюджечĕн проектĕнче 2012 çула ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшу памалли мерăсене пурнăçлама 1637, 9 млн тенкĕ палăртса хăварнă.
«Ветерансем, общество организацийĕсем, республикăра пурăнакансем ку темăна пĕрре кăна мар хускатнă, мана ыйтусем панă, пулăшма ыйтнă. Çак ыйтăва эпир татса пама тивĕçлĕччĕ. Паян вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Çынсен тавлашуллă ыйтусемпе хăйсен сывлăхне сиен кÿмелле мар, республика Правительствин кирлĕ мероприятисем ирттермелле. Халĕ ĕнтĕ тивĕçлĕ ятсем илме май пур», - тенĕ Президент.
Республикăра пурăнакансене уйрăмах хумхантаракан тата тепĕр тема - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли тарифсене ÿстерни. Аса илтеретпĕр: Президент «Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусем панă чухне Чăваш Республикинчи халăхăн ирĕкĕсемпе саккунлă интересĕсене тивĕçтермелли тата хÿтĕлемелли хушма мерăсем çинчен» калакан Указа алă пуснă. ЧР пуçлăхĕ каланă тăрăх Федерацин «Федерацин «2011 çулхи тата планпа пăхнă 2012, 2013 çулсенчи федераци бюджечĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен» саккун проекчĕпе 2011 çулта Чăваш Республикин бюджетне пырса кĕрекен укçа-тенкĕ калăпăшне 588, 6 млн тенке çити ÿстерме пăхнă, çав шутра граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме - 346, 9 млн тенкĕ. 2011 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхри укçа тÿлевĕсен виçисене 13, 3 процент индексациленĕ, çакă пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен хакĕн стандарчĕн ÿсĕмне тивĕçтерет. Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова асăрханă тăрăх - 2012 çулта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинчи пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемелли тарифсем вăтамран 12 процент ÿсеççĕ. «Çапах та республикăри 124 пин çын хушма çăмăллăхсем илĕ, çак ÿсĕме туймĕ те», - тенĕ Михаил Игнатьев.
ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков Чăваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетĕнчен тата ытти çăл куçран пырса кĕрекен укçа-тенкĕпе ăнăçлă усă курни çинчен пĕлтернĕ. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕ тĕлне çак укçа 11739, 3 млн тенкĕпе танлашнă /çулталăк хисепĕн 86, 8 проценчĕ/. 2011 çулта граждансен уйрăм категорине пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме 695, 7 млн тенкĕ килнĕ.
ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Роза Лизакова 2011 çулта республикăн «Чăваш Ен культури: 2010-2020 çулсем» тĕллевлĕ программин «Чăваш Республикин культура еткерлĕхĕ» хушма программи мĕнле пурнăçланса пыни çинчен пĕлтернĕ. Палăртса хăварар: Чăваш Енре культура еткерлĕхĕн 674 объекчĕ вырнаçнă. Нумай палăк арканас хăрушлăх пур чухне хушма программăпа пăхнă тĕллевсене 2012 çулта укçа-тенкĕ ытларах хывмасăр пурнăçлаймăн. Республика пуçлăхĕ ку енĕпе малашне те укçа-тенкĕ уйăрмаллине каланă, ЧР Финанс министерствине çак ыйтăва пăхса тухма хушнă.
Правительство членĕсем çавăн пекех Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалланă вунă кунлăха пĕтĕмлетнĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера Муллина каланă тăрăх аслă ăрури граждансен ирĕклĕхĕсемпе интересĕсене хÿтĕлемелли, социаллă тата культура ыйтăвĕсене тивĕçтермелли акцисем ирттернĕ, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене, ватă çынсене чысланă. Мĕн пур районпа хулара муниципалитет пĕрлĕхĕсен ертÿçисем ветерансемпе тĕл пулнă. Унта аслă ÿсĕмри 142 пине яхăн çын, çав йышра яллă районсенче пурăнакан 54 пин çын хутшăннă. Аслă ăрушăн малашне те тăрăшĕç, республикăн «Аслă ăру» тĕллевлĕ программине пурнăçлама 3 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.
Юлашкинчен Президент тата тепĕр хут аса илтернĕ: ял çыннисен умĕнче пысăк ĕç - çĕр улмипе пахча çимĕçе пухса кĕртесси. «Мĕн пур техникăпа усă курмалла, халăха явăçтарса ниме мелĕпе тухăçа пухса илессине вĕçлемелле», - тенĕ вăл.


"Хыпар"
11 октября 2011
00:00
Поделиться
;