Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Прививка тапхăрĕ валли

Пирĕн республикăра грипран прививка тăвас тапхăр пуçланать - 140 пин доза “Гриппол” вакцина илсе килнĕ.
Вăл 6 уйăхран иртнĕ пепкесенчен тытăнса çул çитмен çамрăксене тата ÿсĕме пăхмасăр тĕрлĕ çулти çынсене грипран хÿтĕлемелли ятарлă профилактика мелĕ шутланать. Асăннă вакцинăпа 6 уйăхри - 3 çулти ачасене тата теветкеллĕх ушкăнĕнчи çитĕннĕ çынсене грипран иммунизацилемелли профилактика прививкисен наци календарĕпе килĕшÿллĕн усă кураççĕ. 3-18 çулсенчи ачасене вара “Гриппол плюспа” вакцинацилемелле, ăна çывăх вăхăтрах 95 пин доза илсе килмелле.
Эпидеми тапхăрĕнче теветкеллĕх ушкăнне кĕрекен 240 пин çынна /республика халăхĕн 18%/ - 6 уйăхран иртнĕ пепкесене, 1-11 классенче, профессин пуçламăш тата вăтам пĕлĕвĕн заведенийĕсенче вĕренекенсене, 60 çултан иртнисене, уйрăм профессисемпе тата должноçсемпе ĕçлекенсене /сывлăх сыхлавçисене, вĕренÿ учрежденийĕнче, коммуналлă тытăмра, транспортра вăй хуракансене/ прививка тума палăртнă. Асăннă ушкăна кĕрекенсене иммунизацилемешкĕн федераци укçипе туяннă вакцинăсемпе усă кураççĕ.
Наци календарĕ тăрăх профилактика прививки тума палăртман ушкăнсене ытти çăл куç шучĕпе, тĕслĕхрен, ертÿçисене гриппа кĕрешмелли вакцинăсене туянма сĕннĕ хуçалăх субьекчĕсен укçи-тенкипе хÿтĕлеççĕ
Ку меслет асăннă амакран упранмалли тата вăл шала каяссинчен сыхланмалли шанчăклă мел шутланать. Вакцинăна организма янă хыççăн хăйне евĕрлĕ иммунитетăн шайĕ ÿсет, вакцинаци хыççăн 8-12 кунранах хÿтлĕх эффекчĕ йĕркеленет те 12 уйăха тăсăлать. Гриппа кĕрешмелли вакцинаци ÿт-пĕвĕн тĕрлĕ вырăнĕнче тунă ытти прививкăпа килĕшсе тăрать.
Раççей потребнадзорĕн республикăри управленийĕ халăха эпидеми сарăличчен гриппа кĕрешмелли иммунизацие вăхăтра ирттермешкĕн медицина ĕçченĕсене пулăшма ыйтать.



"Хыпар"
11 октября 2011
00:00
Поделиться
;