Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тухтăрăн пĕр вĕçĕм вĕренмелле

Иртнĕ эрне кун пирĕн республикăра Раççей сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп специалисчĕ Александр Чучалин терапевт пулнă, Венера Муллина министрпа пуçламăш тытăмри врачсен ĕçне эффективлă йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Юлашки вунă çулта Чăваш Енре çемье врачĕн 595 офисне уçнă, вĕсем халăхăн 70% сывлăхне упрассишĕн тăрăшаççĕ. Александр Чучалин çак ĕçе пысăк хак панипе пĕрлех малтанхи пулăшу паракан тытăмра вăй хураканăн пĕлĕве пĕр вĕçĕм ÿстерсе пыма кирлине палăртнă. Унăн, пациента чи малтан йышăнаканăн, медицинăн çĕнĕ технологийĕсене ăша хывмалла, вăл е ку инфекци хамăр регионта сарăлнине кăна мар, тĕнчере хуçаланаканнине те пĕлсе тăмалла, хирургин малтанхи тата психологи пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме хатĕр пулмалла.
Венера Муллина палăртнă тăрăх пуçламăш тытăмра пациента хăй тĕллĕн йышăнакан сиплевçĕн республикăри ертсе пыракан медицина учрежденийĕсен специалисчĕсемпе канашлама май пурри уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн хутлăхра телемедицина консультацийĕсен тытăмне йĕркеленĕ ĕнтĕ. Сывлăх сыхлавĕн модернизацийĕн программипе килĕшÿллĕн мĕн пур сиплев учрежденийĕнче кăтартусене пĕр-пĕринпе улăштарассине йĕркелемелле. Информацин хальхи технологийĕсен тытăмне хута яни тухтăрсене çĕнĕлĕхсене алла илме май парĕ.
“Хăйĕн чи малтанах çемье врачĕ патне каймаллине пациент пĕлсе тăтăр, пуçламăш тытăмри врачăн вара пулăшу кĕтекен умĕнче ятне-сумне çĕклессишĕн тăрăшмалла,” - палăртнă Венера Петровна.
Электрон тытăмĕпе усă курма хăнăхнипе пĕрлех медицина ĕçченĕсен юридици пĕлĕвне те ÿстермеллине, хăйсен ирĕкĕпе тивĕçне чухламаллине Мускав хăни уйрăммăн асăннă.
Александр Чучалин ялти çемье тухтăрĕсен ĕçне-хĕлне йĕркеленипе паллашнă, Шупашкарта 1-мĕш клиника больницинче ÿпкен вăраха кайнă чирĕсен ыйтăвĕсемпе лекци ирттернĕ, ЧПУн медицина институчĕн преподавателĕсемпе, студентсемпе тĕл пулнă.
Сăмах май, Александр Чучалин çĕр-шывра пульмонологие медицинăн уйрăм отраслĕ туса хурассишĕн, врач-пульмонолог категори должноçне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнă. 2006 çулта вăл ертсе пынипе Раççейре ÿпкен икĕ пайне те ăнăçлă трансплатациленĕ, ăна тĕнчери медицинăн çĕнĕ технологийĕсен чи çÿлти пусăмĕ тесе хакланă. Вăл сиплев практикинче усă курмашкăн астмăпа кĕрешмелли препаратсене хатĕрлесе хамăр çĕр-шывра туса кăларас ĕçе сумлă тÿпе хывать.




"Хыпар"
12 октября 2011
00:00
Поделиться
;