Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывă ÿт-пÿре - сывă чун

Чăваш Енре юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 1-мĕшĕччен “Сывă пурнăç йĕркишĕн” акци иртет. Унăн тĕп тĕллевĕсем - хĕрсемпе каччăсене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, хăйсен сывлăхĕ тата тăван тавралăх тăрăмĕ тĕлĕшĕпе яваплă пулма вĕрентесси, вĕсене профилактика ĕçне хутшăнтарасси.
Çак тапхăрта муниципалитетсенче Сывлăх урокĕсемпе кунĕсем, кинолекторисем, физкультурăпа спорт ăмăртăвĕсем, конкурссем, семинар-тренинг, интерактив мероприятийĕсем йĕркелеççĕ.
Çĕмĕрлере ку уйăхлăх “Сывă ÿт-пÿре - сывă чун” спорт мероприятийĕпе уçăлнă. Вĕренÿ учрежденийĕсенчи волонтер командисем чи лайăххисене палăртас тĕллевпе хăйсен вăйне, çивĕчлĕхне, тавçăрулăхне кăтартнă. Çĕмĕрлери 6-мĕш шкулта пирус туртнине сивлемелли кун иртнĕ. Муркаш районĕнчи Чуманкасси шкулĕнче йĕркеленĕ “Чи сывă класс” конкурса ачасемпе класс ертÿçисем çеç мар, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ те хутшăннă. Чи лайăх кăтартусемпе палăрнă класс Муркашри “Сывлăх” физкультурăпа спорт комплексĕнче канма ирĕк çĕнсе илнĕ. Шăмăршă районĕнчи Пуянкасси ял тăрăхĕн библиотекинче “Симĕс çĕлене” ан парăн” темăпа иртнĕ сывлăх сехетне аслă классенче ăс пухакансем пуçтарăннă. Çамрăксем вулавăшра “Çамрăклăх сывлăха суйлать” кĕнеке-иллюстраци куравĕпе, “Ĕçекен çул çитмен çамрăк - пуласлăхсăр çын” ас тумалăх çырнипе, “Хăрушă йăнăшсем”, “Сывă пурнăç йĕркин тĕп принципĕсем” дайджестсемпе паллашма пултарнă.
Вĕренекенсем пушă вăхăтра ĕçленин уйрăмлăхĕсем - Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальти вăтам шкулта класс сехечĕсене шăпах çак темăна халалланă. Социаллă педагог 7-11-мĕш классенче ăс пухакансене çамрăксене хумхантаракан йывăрлăхсемпе çыхăннă анкета ыйтăвĕсене хуравлама сĕннĕ. Çак тапхăрта ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен патрулĕн ĕçне вăйлатма йышăннă. Шăнкăртамри вăтам шкулта сывă пурнăç йĕркине агитацилессин конкурсне ирттернĕ. Ыхраçырминчи пĕлÿ çуртĕнче вара “Апатлану гигиени. Кĕлетке гигиени” темăпа хатĕрленĕ калаçу пуриншĕн те усăллă пулнă. Турханти библиотека “Сăра вăл - наркăмăш” курав йĕркеленĕ.
Наркомание профилактикăлас ĕçе вăйлатас тĕллевпе Улатăрти вĕренÿ учрежденийĕсенче хула администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин уйрăмĕн психологипе педагогика центрĕн никĕсĕ çинче “çавра сĕтел” иртнĕ. Унта педагог-психологсем, социаллă педагогсем, шкул директорĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем хутшăннă. Улатăрти ял хуçалăх техникумĕнчи студентсем “Пирус туртни е сывлăх - хăвăр суйлăр” темăпа йĕркеленĕ уçă мероприятие хаваспах кайнă.
Канашри 5-мĕш шкулта ăс пухакансем çамрăксен библиотекинче “Спортпа кĕнекесем урлă - çăлтăрсем патне” спортпа космос çул çÿревне “тухнă”. Çак вулавăшрах полицин участокри уполномоченнăйĕ 10-мĕш шкулта вĕренекенсене саккунсене пăхăнса пурăнмаллине аса илтернĕ. Хулари ачасемпе çул çитменнисен социаллă приютĕнче “Наркотиксем тата ÿсĕм” темăпа калаçу иртнĕ.
Шупашкарта та кăсăклă мероприятисем нумай йĕркелеççĕ. Акă республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче “Эпир сывă пурнăç йĕркишĕн. Эсĕ вара?” сывлăх эрни иртнĕ. Çул çитменнисем “Ку вăл пурнăç мар” фильм пăхнă, ăна врач- наркологпа пĕрле сÿтсе явнă. Кинотренинг вăхăтĕнче çамрăксем фильмри сăнарсен тыткаларăшĕсем пирки калаçнă. Вулавăшри ятарлă урокра сывлăхăн психологи тата социаллă тăрăмĕн ыйтăвĕсене хускатнă. “Спорт - сывлăхлисемпе вăйлисен ĕçĕ” тематика каçĕ, Пĕтĕм тĕнчери студентсен çуллахи XXVI Универсиадине хутшăнакан спортсмен-ентешсене халалланăскер, нумайăшне килĕшнĕ.
Республикăри ытти район-хулара та тĕрлĕ мероприяти иртет.
В.ПАВЛОВА



"Хыпар"
20 октября 2011
00:00
Поделиться
;