Медицина ыйтăвĕсем - тĕп вырăнта
Иртнĕ эрнере Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче “Ял медицинине модернизацилесси: аталану çул-йĕрĕ” форум ĕçлерĕ. Унта Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕ Михаил Михайловский, район администраци пуçлăхĕсем, медицина тытăмĕнче вăй хуракансем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн тата Шупашкарти медицина колледжĕн преподавателĕсем, интернатурăра вĕренекенсемпе студентсем хутшăнчĕç.
Тĕл пулăвăн тĕп ыйтăвĕ - ялта пурăнакансене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Республикăра халăхăн 41, 1 проценчĕ ял-салара тĕпленнĕ. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн 2011-2012 çулсенче ялти сывлăх сыхлав учрежденийĕсене аталантарма 4, 5 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çавна май 8 больницăра юсав ĕçĕсем пуçланнă. 22 учреждение 422, 7 млн тенкĕлĕх оборудованипе тивĕçтермелле.
ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Венера Муллина республикăра пурнăçланакан социаллă программăсем пирки калаçрĕ. Патшалăх тата муниципалитетăн сывлăх сыхлавĕн ял тăрăхĕсенчи учрежденийĕнче тăрăшакансене уйăхсерен вăтамран 864, 41 тенкĕ хушса панине асăнчĕ. Районсенче тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсем çитменни çинче чарăнса тăчĕ. Çемье тухтăрĕн офисĕсем уçăлни те ку енĕпе лару-тăрăва çăмăллатма пулăшнине палăртса хăварчĕ.
Пăрачкав район администраци пуçлăхĕ Евгений Лебедев вырăнти больницăра 27 тухтăр тата медицинăн ытти 130 ĕçченĕ вăй хунине пĕлтерчĕ. Сыватмăша тата 8 специалист çитмест. Вĕсен йышĕнче - акушер-гинеколог, хирург, шăл тухтăрĕ... Икĕ çулта район больницине виçĕ çамрăк ĕçлеме вырнаçнă. Вĕсене пурне те пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтернĕ-мĕн. Кун пек пулăшăва вĕсем тата тепĕр икĕ çамрăка пама хатĕр, çавăнпа Евгений Лебедев интернсене тăван тăрăхне чĕнчĕ. Вĕсене май килнĕ таран пулăшма шантарчĕ.
Форума пухăннисем тухтăрсемпе тÿрĕ çыхăнăва тухма пултарчĕç. Муркаш районĕн тĕп больницин медицина сестри Татьяна Давыдова çамрăк специалистсене пулăшу панăшăн тав турĕ. Ăна “Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программăпа килĕшÿллĕн 614 пин тенкĕ панă. Çак укçапа вăл район центрĕнче икĕ пÿлĕмлĕ хваттер туяннă. Етĕрнери травматологи центрĕнче вăй хуракан Константин Лукин 2009 çулта тĕп хуларан района ĕçлеме куçнă. Сыватмăшра хальхи оборудованисем пурришĕн хĕпĕртет вăл. Ялта тĕпленнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнмест.
Раççей премьер-министрĕ Владимир Путин ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк тухтăрсене çитес çул 1 миллион тенкĕ пама йышăнни пирки те калаçрĕç. Аслă шкул дипломне илнĕ хыççăн интернатурăра вĕренекен Надежда Маркова çамрăк специалистсем шалу пĕчĕккине пула яла кайманнине пĕлтерчĕ: “Медицина факультетĕнче ытларах хĕрсем вĕренеççĕ. Аслă шкул пĕтерсен вĕсен ĕç çинчен кăна мар, çемье чăмăртасси, ача çуратасси пирки те шухăшламалла. Енчен те савнă мăшăр тĕп хулара тивĕçлĕ шалу илет тĕк вăл хĕрĕ е арăмĕ хыççăн яла пурăнма куçмашкăн килĕшмесен те пултарать. Çакна вăл хăйĕн валли ĕç вырăнĕ тупайманнипе сăлтавлать. Ман шухăшпа, тин çеç диплом илнĕ опытсăр специалиста пĕтĕмĕшле практика офисĕнче вăй хума çăмăл мар. Чылайăшне ĕçтешпе канашлама май çукки хăратать”.
Надежда Маркова каланипе килĕшмесĕр тăраймăн. Нумай çамрăка вăл асăннă шухăшсем канăçсăрлантараççĕ. Кунпа ЧР сывлăх сыхлав министрĕ те килĕшрĕ.
30 яхăн çамрăк килĕшнĕ
Интернатурăра вĕренекен çамрăксене ЧР Сывлăх сыхлав министерствин пуçарăвĕпе тĕл пулусене явăçтарнă. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - ял тăрăхĕнчи сывлăх сыхлав учрежденийĕсенчи кадрсен ыйтăвне татса парасси. Маларах асăннă министерствăн пай пуçлăхĕ Илона Семенова РФ премьер-министрĕ Владимир Путин ялта ĕçлеме кăмăл тăвакан çамрăк тухтăрсене çитес çул пĕр миллион тенкĕ пама палăртнине кура медицина аслă пĕлĕвĕ илнĕ специалистсенчен заявка йышăнма тытăннине пĕлтерчĕ. 35 çул тултарманнисем хăйсен шухăшне ЧР Сывлăх сыхлав министерствин сайтне кĕрсе те çырма пултараççĕ. Çавăн пекех унта районсенче кирлĕ специалистсен вакансийĕсемпе паллашма май пур. Хальлĕхе 30 яхăн çамрăк ял тăрăхĕнче ĕçлеме килĕшнĕ.
Вĕсен йышĕнче Татьяна Федотова интерн-тухтăр. Вăл Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ. Тухтăрта тăрăшма мĕн ачаранах ĕмĕтленнĕскер аттестат илсен медицина институтне вĕренме кĕнĕ. Интернатурăна вăл тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра ирттерет. Çитес çул çамрăк терапевт тăван районне таврăнмашкăн тĕв тăвать. Çакă укçан хавхалантарнипе кăна çыхăнман иккен. Татьяна 6 çул аслă шкула Çĕрпÿрен çÿренĕ. Общежитире пурăнма килĕшмен вăл, çавăнпа эрнере ултă кун аслă шкула автобуспа çÿреме тивнĕ. Диплом илнĕ çамрăк специалиста çула куллен тухни йăлăхтарнă. Интернатурăран вĕренсе тухсан вăл Çĕрпÿ район тĕп больницинче вăй хума палăртнă.
Интерн-тухтăра шалу пĕчĕкки те хăратмасть. Унăн ĕç укçи хулари сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче вăй хуракансенчен кая пулмассине пĕлет вăл, çавăнпа Татьяна çуралнă тăрăхрах ĕçлесшĕн. “Çывăх тăвансем, юлташсем юнашар. Кашни кун хулана çÿресе ывăнмалла мар. Хваттер тара тытас хуйхă та пулмасть”, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Т.Федотова.
Татьяна Çĕрпÿ каччипе Михаилпа çемье чăмăртанă. Вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. Çамрăк анне хулара вĕреннĕ вăхăтра Александрăпа Василие кукамăшĕ пăхать. Упăшки арăмĕ районта вăй хума палăртнăшăн хĕпĕртет.
Хула çыннине
илĕртме йывăр
Патăрьел пики Румия Асеинова та тăван тăрăхĕнчех вăй хурасшăн. Интернатурăна вăл Çĕнĕ Шупашкар тĕп больницинче ирттерет. Çамрăк терапевтăн ординатурăна кĕмешкĕн те ĕмĕчĕ пур. Çитес çул вăл Патăрьел район тĕп больницине вырнаçасшăн. Румия унăн тĕп тухтăрĕпе те курса калаçнă. Çамрăк специалист валли ĕç вырăнĕ тупма шантарнă.
Хĕр 1 миллион тенкĕ парасса хальлĕхе ĕненмест. Пĕрле вĕренекен юлташĕсенчен чылайăшĕ - хуларан. Вĕсен йышĕнче ĕçлеме яла каякан шутлă çеç. “Хула пурнăçне хăнăхнă çамрăксене, тем тесен те, яла илĕртеймĕн. Вĕсем хăтлă хваттерсенче пурăнаççĕ, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче. Ют çĕрте çав-çавах лару-тăру урăхларах. Ĕç кунĕ вĕçленсен те пулăшу ыйтма пыракан тупăнать. Кам ал-урине сиктерет, кам ÿксе суранланать. Ял тăрăхĕсенче вăй хуракан тухтăрсене уйрăмах йывăр. Мана нимĕн те хăратмасть. Тăван район çыннисене усă кÿме тăрăшăп. Атте-анне шухăша ырлать. Çемье чăмăртама хальлĕхе палăртман”, - терĕ Румия Асеинова.
Чăваш Ен ертÿçи Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне ахальтен “Çамрăксене шанмалла!” ят паман. Юлашки вăхăтра хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме ял тăрăхне чĕннине, вĕсене патшалăх пулăшу парассине массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлме пулать. Хастар та пултаруллă, ĕçе кăмăлпа пурнăçлакан, çутă малашлăха ĕненекен çамрăксене ялта кĕтеççĕ. Кадрсен ыйтăвне татса парассине РФ премьер-министрĕн Владимир Путинăн йышăнăвĕ курăмлă витĕм кÿрессе шанас килет.
Любовь ПЕТРОВА.