Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тĕллев - медицина пахалăхне ÿстересси

Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енĕн медицина отрасльне 2011-2012 çулсенче çирĕплетнĕ йĕркепе тата пур енлĕн çĕнетсе улăштармашкăн 4,5 млрд тенкĕ хывмалла. 983,5 миллионĕ республикăна çитнĕ ĕнтĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх модернизаци уссине пурте - медицина учрежденийĕн ертÿçинчен пуçласа пациент таранах - туйса илме пултармалла.
Модернизаци программине пурнăçласа мĕнле мероприятисем ирттермелле тата çавна май сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче еплерех улшăнусем пулмалла? - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Венера МУЛЛИНА çакăнпа тĕплĕнрех паллаштарать.
- Венера Петровна, сывлăх сыхлавĕн модернизаци программин тĕп мероприятийĕсем асăннă тытăмăн çивĕч ыйтăвĕсене татса парассипе çыхăнаççĕ ахăр. 4,5 млрд тенкĕне ăçта хывма палăртнă?
- Тĕп тĕллев - медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси тата ăна кашни çыншăн юрăхлă тăвасси. Çавна май пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетессине пуринчен мала хуратпăр. Ку суммăн çуррине яхăн тĕп тата кулленхи юсав ĕçĕсене пурнăçламашкăн, сиплевпе диагностикăн хальхи йышши оборудованине туянмашкăн тăкаклама палăртнă. Кăçал 19 учреждение тĕпрен юсамалла. Улатăр районĕнчи Явлейри, Шупашкар районĕнчи Шорккари, Куславкка районĕнчи Мушарти фельдшерпа акушер пункчĕсенче, Шупашкар хулинчи 2-мĕш ача-пăча больницин икĕ уйрăмĕнче çак ĕçсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Республикăри кардиологи диспансерĕн хирурги корпусĕн çи виттине çĕнетнĕ. Канаш хулин больницин хирургипе травматологи уйрăмĕсене тĕпрен юсанă хыççăн юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче вĕсем пациентсене йышăнма пуçланă.
Информацин хальхи тытăмне тата медицина пулăшăвĕн пĕрлĕхлĕ стандарчĕсене пурнăçа кĕртессине финанслама та укçа чылай уйăрмалла.
- Стандартсене ĕçе кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ-и? Пациент унăн уссине туйма пултарĕ-и?
- Çакă асăннă программăн уйрăмах кирлĕ пайĕ, вăл пациентшăн та, медицина ĕçченĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен: стандартсенче диагностикăн, сиплевĕн тата чирлисене маларах реабилитациленин хальхи пĕтĕм технологине шута илнĕ. Çапла вара медикаментсемпе ытти материал тăкакне ÿстерме май килет. Иккĕмĕшĕнчен: стандартсемпе усă курнин ырă енĕсенчен пĕри - сывлăх сыхлавçисен шалăвĕ ÿсни. Пирĕн учрежденисенче вăтам сыпăкри 13 пин ытла медицина ĕçченĕ тата 5 пин врач тăрăшать. ОМСăн федераци фончĕн шутĕнчен медицина пулăшăвне хушма финанспа тивĕçтерни 2012 çул вĕçленнĕ тĕле врачсен шалăвне 2010 çулхипе танлаштарсан - 31 /20 пин тенкĕ таран/, вăтам сыпăкри медицина ĕçченĕсенне 26,4 /12 пин тенкĕ таран/ процент пысăклатма май парĕ.
- Отрасльте кадр ыйтăвне çапла майпа кăна татса пама пулĕ-ши? Специалистсем, уйрăмах “ансăр” сиплевçĕсем, çитменнипе клиникăсенче черет пухать...
- “Сывлăх” нацпроект мероприятийĕсем пире пуçламăш сыпăка врачсемпе тивĕçтерессине 95 процента çити ÿстерме май пачĕç, çапах та отрасльте кадр ыйтăвĕ çивĕч. Кăçал специалистсем хатĕрлемелли патшалăх саккасне йĕркеленĕ чухне вĕсен кирлĕлĕхне тата территорире ытлашши пулнине шута илтĕмĕр. Çавна май ЧПУн медицина факультетне вĕренме янă, врачсен пĕлĕвне ÿстерекен института интернатурăна йышăннă чухне малашне ялти сиплев учрежденийĕсенче ĕçлеме килĕшÿ тунисене чи малтан суйласа илме тăрăшрăмăр. Владимир Путин çамрăк специалистсене ялти сывлăх сыхлавĕнче ĕçлеме хавхалантарас тĕллевпе çитес çул кашни тухтăр пуçне пĕр миллион тенкĕ уйăрасси пирки тунă пуçару районсен поликлиникисенчи лару-тăрăва лайăхлатма пулăшĕ.
Черетсене илес тĕк, ман шухăшпа, чирлĕ çыннăн чи малтанах пуçламăш сыпăкри тухтăр патне каймалла. Унти врач амак симптомĕсене уçăмлатнă тата анализсене тишкернĕ хыççăн пациента консультацие тата сиплеве хăш “ансăр” специалист патне ямаллине палăртать. Кун пек чухне “ансăр” специалист патне лекес текенсен черечĕ те пухăнса каймĕ тата чăннипех пулăшу кирлисем те вăхăта усăсăр çухатмĕç.
- Тивĕçлĕ консультаци илмешкĕн хулара пурăнакансене йывăрах мар тейĕпĕр, ял çыннин вара ăна епле тивĕçмелле?
- Чăн та, ялта медиксем кирлĕ таран пулманни уйрăмах сисĕнет: тухтăрсен 19 проценчĕ çитмест, çав шутра - педиатрсем, терапевтсем. Раççейре медицина пулăшăвне çемье врачĕн мелĕпе парасси çине чи малтан куçнă регионсен йышĕнче Чăваш Ен те пулни чылай йывăрлăха сирме пулăшрĕ. 10 çулта республикăра йĕркелĕвĕн тĕрлĕ модельлĕ 595 офисне уçнă, вĕсем тухăçлă ĕçлеççĕ, Чăваш хутлăхĕнче пурăнакансен 70 проценчĕн ыйтăвне тивĕçтереççĕ.
Професси ĕçĕ-хĕлне тытса пымашкăн медицинăра вăй хуракансене меллĕ условисем туса панă: пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсем юсаса çĕнетнĕ тата медицинăн хальхи кăткăс оборудованийĕпе пуянлатнă пÿлĕмсенче вырнаçнă, вĕсем валли автотранспорт уйăрнă тата водитель çирĕплетсе панă.
Фельдшерпа акушер пункчĕсем те паян ялта халăха эмелпе, сиплев хатĕрĕсемпе тивĕçтерме, туберкулезпа чирлисем препаратсемпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăма, профилактика мероприятийĕсем ирттерме тата сывă пурнăç йĕркине йĕркелеме, аслă ăру çыннисене патронажа илме пултараççĕ. Пуçламăш сыпăкăн эффективлă ĕçĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ ыйтăва татса пама май парать - медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине пуриншĕн те юрăхлă тăвать тата пациент ăçта сипленнине пăхмасăр пулăшăвăн пĕрлĕхлĕ пысăк стандарчĕпе тивĕçтерет.
- Сывлăх сыхлавĕнче информатизаци тÿпи пысăккине палăртрăр. Пациентсемпе медиксене ку çĕнĕлĕх мĕнпе савăнтарать?
- Программăпа килĕшÿллĕн эпир хальхи информаци тытăмĕсене ĕçе кĕртме палăртатпăр. Вĕсем медицина пулăшăвĕн персонификаци учетне хатĕрлеме, электрон картине ĕçе кĕртме, телемедицина кăтартăвĕсемпе ылмашăнма май парĕç. Ку çĕнĕлĕх кăçал Чăваш Енри сиплевпе профилактикăн виçĕ учрежденийĕнче вăй илĕ, 2012 çулта районсен хушшинчи 15 центрăн тата республикăн 4 клиникин пациенчĕсем электрон картиллĕ пулĕç. Медицина ĕçченĕсен 80 проценчĕн ĕç вырăнĕсене автоматизацилемелле, республикăри медицина учрежденийĕсен пурин те электрон паспорчĕ йĕркелемелле.
Çакна та палăртасшăн: медицина технологийĕсене эпир темиçе çул каяллах пурнăçа кĕртме тытăннă - статистика тытăмне, пациентсен регистрне йĕркеленĕ, телемедицина сеансĕсем ирттерме пуçланă. Тĕп хулари сиплевпе профилактика учрежденийĕсенчен чылайăшĕнче, сывлăх центрĕсенче, терапи участокĕсенче электрон регистратурине 2009 çулхи раштав уйăхĕнчех ĕçе кĕртнĕ. Врач патне йышăнăва виçĕ мелпе çырăнаççĕ: Интернет, call-центр урлă, çавăн пекех сиплекен тухтăр пулăшнипе /“ансăр” специалист патне вăл хăй ярать/. Паян электрон регистратурине больницăсенче пуринче те йĕркеленĕ, ун витĕр пациентсен 80-85 проценчĕ тухать.
“Сывлăхлă Чăваш Ен” медицина порталĕ тухăçлă ĕçлет, вăл - республикăн медицина отраслĕпе çыхăнмалли пĕрлĕхлĕ мел. Патшалăх тата муниципалитет клиникисен хăйсен сайчĕсем пур, вĕсенче Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн пĕтĕм информацие вырнаçтарнă. Кунашкалли ытти регионта хальлĕхе çук-ха.
- Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртнин уссине эсир мĕнре куратăр?
- Юлашки пилĕк çулта медицинăпа демографи кăтартăвĕсене лайăхлатма пултартăмăр: республикăра ача çураласси 25,2 процент ÿсрĕ, пĕтĕмĕшле вилĕм 1,4 процент чакрĕ, этем ĕмĕрĕ вăрăмланчĕ.
Çакна эпĕ пысăк çитĕнÿ тесе хаклатăп, медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне тивĕçмешкĕн пирĕн тăрăхра пурăнакансен халĕ Мускава е Санкт-Петербурга каймалла мар. Республикăн 8 клиникин кардиологи, онкологи, нейрохирурги, офтальмологи, акушерствăпа гинекологи енĕпе пысăк технологиллĕ сиплевпе тивĕçтермешкĕн лицензи пур. Çапла майпа медицина пулăшăвĕ парассине 2008 çулхи 9 процентран 2010 çулта 81,26 процента çитертĕмĕр.
Сывлăх сыхлавĕн хальхи пысăк пахалăхлă тытăмĕ Чăваш Енĕн аталанăвĕн стратеги ресурсĕ тата çирĕп никĕсĕ шутланать. Отраслĕн модернизацийĕн тĕп тĕллевĕ вара - пациент сывлăхĕ. Апла тăк тăван республикăмăрăн ачисем таса ÿсччĕр, çыннисем ан чирлеччĕр тата пурте сывă пурнăç йĕркине тытса пыччăр тесе мĕн пур майпа туллин усă курмалла.
 
 




"Хыпар"
01 ноября 2011
00:00
Поделиться
;