Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çемье - çирĕп, патшалăх та тĕреклĕ

Вырăс драма театрĕнче республикăри чи пултаруллă, туслă, çирĕп çемьесене - «Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçисене - чысларĕç.

«Çулталăк çемйи» конкурс республикăра 2004 çултанпа иртет. Унăн тĕллевĕ - обществăра çемье сумне ÿстересси, вĕсене аталанма пулăшасси, ачасене ашшĕ-амăшĕн хÿттинче ÿстермеллине аса илтересси, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси. Ку таранччен асăннă мероприятие 1485 çемье хутшăннă. Вĕсем - ачисене тĕрĕс воспитани парса, ĕçе юратма вĕрентсе çитĕнтерекен, ваттисене, халăхăн йăли-йĕркине хисеплекен, ял-йышра ят-сум çĕнсе илнĕ, кулленхи пурнăçра çитĕнÿ тунă мăшăрсем. Кăçал конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне 144 çемье /791 çын/ хутшăнса 28-шĕ финала тухнă.

- Çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, пирĕн патшалăх çавăн чухлĕ тĕреклĕрех, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов. - Правительство çемьесене нумай енлĕн пулăшма тăрăшать. Тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем парать, хваттер туянма е çурт лартма çăмăллăх кредитсем илме май пур... Ку тĕлĕшпе федерацин, республикăн тĕрлĕ программи ĕçлет.

Александр Степанович республика пуçлăхĕн саламне вуласа пачĕ. Нумай ачаллă çичĕ çемьене Президент уйрăмăн тав тунине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн ЧР сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министрĕ Венера Муллина саламларĕ:

- Пурне те телей, ăнăçу сунатăп. Çемье, амăшĕпе ачи - правительствăшăн пĕрремĕш вырăнта. Республика социаллă политика тĕлĕшĕнчен пуян опыт пухнă. Пирĕн хушăра 50 çул ытла пĕрле пурăнакан мăшăрсем те пур, 4,5 пин ытла çемье. Юрату туйăмне нумай-нумай çул упраканскерсем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Юлашки вăхăтра ачасем те ытларах çуралаççĕ. Атăлçи округĕнче, Раççейре эпир ку енĕпе малтисенчен пĕрисем, - терĕ Венера Петровна.

«Пултаруллă çемье» номинацире çĕнтернĕ Афанасьевсене /Шупашкар районĕ/ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Владимир Мидуков саламларĕ, парне пачĕ.

Юлашки вăхăтра ача садĕнче вырăнсем çитменни çивĕч ыйтусем хускатрĕ. Президент ку ыйтăва виçĕ çулта татса пама хушни лару-тăрăва уçăмлатасси иккĕ­­лентермест. Çакнах конкурс çĕнтерÿçисене саламлама килнĕ ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕ Светлана Петрова та çирĕплетрĕ:

- Çитес вăхăтра 20 ача сачĕ тума, унччен шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕ вырнаçнă 24 çурта малтанхи ĕç-хĕл патне тавăрма палăртнă. Шкулсенче пĕчĕккисем валли хушма ушкăнсем уçăлаççĕ. Тепĕр виçĕ çултан хальхи пек йывăрлăх пулмĕ.

Камсем-ха пирĕн «Чи туслă çемьесем»? Конкурс кăтартнă тăрăх - Шиловсем /Шупашкар хулин Ленин районĕ/, Романовсем /Куславкка районĕ/, Ананьевсем /Красноармейски районĕ/, Миговоровсем /Комсомольски районĕ/, Ложковсем /Шупашкар хулин Калинин районĕ/.

Ĕлĕкрех çемьере пилĕк-ултă ачаран кая мар пулнă. Анчах пурнăç пăтăрмахĕсене пула çемьесем самай пĕчĕкленчĕç. Юлашки çулсенче вара лару-тăру ырă енне улшăнни сисĕнет. «Пĕрне ура çине тăратма йывăр та виççĕ валли ăçтан вăй çитерес?» текенсем сахалланчĕç. Мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра патшалăх ку енĕпе витĕ­­млĕ йышăнусем тăвать. Тÿлевсĕр çĕр, амăшĕн капиталĕ тата ытти çăмăллăх. Акă «Нумай ачаллă çемье» номинаци çĕнтерÿçисен, Шупашкарта пурăнакан Егоровсен, çичĕ шăпăрлан. Хăйсем каланă тăрăх, çемье куллен патшалăх пулăшăвне туйса тăрать.

Мĕн пур йăла-йĕрке, хăнăху - сывă пурнăç, спорта юратасси... - чи малтан çемьере йĕркеленет, çирĕ­­пленет. Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн - тĕслĕх. Алина Иванова спортсменка Горбуновсен /Çĕмĕрле районĕ, «Спортпа туслă çемье» номинаци çĕнтерÿçи/, Петровсен /Етĕрне районĕ/, Даниловсен /Елчĕк районĕ/, Пашковсен /Йĕпреç районĕ/, Трибунскисен /Çĕмĕрле хули/ çемйисенче çитĕ­­некен ачасем ÿлĕмрен тĕрлĕ шайри спорт ăмăртăвĕсенче республика чысне тивĕçлĕ хÿтĕлеме пултарассине пĕлтерчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем конкурса хутшăнса хăйсем чăнипех те спорта юратнине, çирĕп сывлăха мала хунине çирĕ­­плетсе панă.

«Çулталăк çемйи - 2011» конкурс çĕнтерÿçи - Элĕк районĕнче пурăнакан, «чунпа тунă ĕç илемлĕ» чăнлăха тĕпе хуракан Петуховсем. Сергей Владимировичпа Татьяна Германовна хĕрпе ывăл ÿстереççĕ, общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Çемьене Венера Муллина министр Дипломпа чысларĕ, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма пултарнишĕн тав турĕ, телей, ăнăçу сунчĕ. Татьяна Петухова конкурса хутшăннисен ячĕпе Чăваш Ен Правительствине «çын ырлăхĕшĕн ĕçлекен патшалăх политикине тытса пынăшăн» тав турĕ. «Республикăра çемьене хисепленине куллен туйса тăратпăр. Çемье пурри - телей, çав вăхăтрах питĕ пысăк яваплăх, пĕлтерĕшлĕ пулăм», - терĕ вăл.


 



"Хыпар"
26 ноября 2011
00:00
Поделиться
;