Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх сыхлавĕ: центр уçăлчĕ

ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ, Чăваш Республикин Президенчĕн канашçи Николай Николаев тата гуманитари институчĕн директорĕ Юрий Исаев ĕнер “Хулари стоматологи поликлиникин” васкавлă стоматологи пулăшăвĕн уйрăмне тата питпе янах шăммин амбулаторийĕпе пластика хирургийĕн центрне уçма хутшăнчĕç.
Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн поликлиникăн тĕп врачĕ Владимир Викторов хăнасене çĕнĕ уйрăмăн тата центрăн пÿлĕмĕсемпе паллаштарчĕ, пациентсемпе курнăçтарчĕ.
Сăмах май, чирлисене кăнтăрла - врач-стоматологсем: хирургсем, терапевтсем, питпе янах шăммин хирургĕсем йышăнĕç, каçхине - хирургсемпе терапевтсем. Вăл çĕнĕ материалсемпе технологисене ĕçе кĕртмелли тата тĕрĕслемелли хăйне евĕр сăнав тата поликлиникăн вĕренÿ центрĕн курсанчĕсем валли мастер-классем ирттермелли вырăн шутланать.
Юсавпа строительство ĕçĕсене пурнăçлама, ăна оборудованипе, инструментсемпе пуянлатма 9 млн тенкĕ хывнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - сывлăх сыхлавĕ çĕнелсе улшăнать, халăха медицина пулăшăвĕ памалли мелсем лайăхлансах пыраççĕ. “Кунта пулас стоматологсене те куратăп. Диплом илсен эсир аслă юлташăрсенчен хăтлăрах условисенче ĕçлеме пуçлатăр. Çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, ” - терĕ вăл стоматологире хальхи чи кăткăс технологисемпе сипленине палăртса. Паллах, шăл сиплевĕ йÿнĕ мар. Çавăнпа та çынсене ăна еплерех упрамалли çинчен пĕлтерсе тăмаллине аса илтерчĕ Президент.
Валентина СМИРНОВА



"Хыпар"
01 декабря 2011
00:00
Поделиться
;