Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Медицинăна – шанчăклă никĕс («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково )

Иртнĕ эрне кун Тăвайне ЧР сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Алексей Федоров килсе кайрĕ. Алексей Вячеславович тата район администрацийĕн ертÿçи Ю.Васильев Тăвайри тĕп больницăра пулчĕç. Министр тивĕçĕсене пурнăçлакан вырăнта больница çурчĕсем, пурлăхпа техника бази мĕнле шайра пулнипе вырăна тухса паллашма шут тытнă.
–Пытармалли çук, яллă вырăнта медицина пулăшăвĕ парасси хуларинчен юлса пынă. Уйрăмах тăхăрвуннăмĕш çулсенче вăл тивĕçлĕ укçа-тенкĕ пулăшăвĕ илеймен. Юлашки çулсенче сывлăха сыхлас ĕç реформи пынă май çак танмарлăха пĕтерессипе патшалăх сахал мар укçа-тенкĕ тăкаклать. Ялта пурăнакан та, хулари сывлăх учрежденийĕнчи пекех, пахалăхлă пулăшу илме пултартăр. Паха пулăшу пама пурлăхпа техника бази çирĕп пулни кирлĕ. Сирĕн районти больница çуртне тунăранпа чылай çул иртнĕ. Эпир поликлиника çуртне, сипленмелли стационара, ача-пăча консультацийĕн çуртне пăхса çаврăнтăмăр, учреждени администрацийĕпе ĕçлĕ канашлу ирттертĕмĕр, çурта тĕпрен юсама кирлине палăртрăмăр. Çитес уйăхрах çурт тăррине йĕркене кĕртес ĕçсене тытăнасшăн. Унтан стационарта, поликлиникăпа васкавлă пулăшу уйрăмĕнче юсав ĕçĕсем малалла тăсăлĕç. Тĕп юсав ĕçĕсем йĕркелеме республика бюджетĕнчен 30 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă. Проект ĕçĕсем йĕркеллех.
Малашне яллă вырăнсенче земство медицинине йĕркелесе ярасшăн. сирĕн района кăçалах 2 тухтăр килме кăмăл тунă. Вĕсем контрактпа 5 çултан кая мар ĕçлемелле. Земство тухтăрĕсене хавхалантарма 1 млн. тенкĕ уйăрса параççĕ, – çапла каласа пачĕ сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.В. Федоров пирĕн корреспондента.
В.ФЕДОРОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: ĕçлĕ канашлу вăхăтĕнче.
И.СОЛОВЬЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.



"Ял ĕçченĕ"
17 января 2012
00:00
Поделиться
;