Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Демографи политикин кăтартăвĕсем курăмлă

Юн кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2011 çулта регионсен сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программине тата Раççейĕн 2025 çулчченхи демографи политикине мĕнле пурнăçланине сÿ­­тсе явма хутшăннă. Палăртни вырăнлă: Михаил Игнатьев федераци субъекчĕсен çак мероприятие чĕннĕ йышлă мар ертÿçисенчен пĕри пулнă, ыттисем унта видеоçыхăну мелĕпе хутшăннă.

Канашлăва Чаллă хулинче /Тутарстан/ РФ Правительствин пуçлăхĕ Владимир Путин ирттернĕ. Унта çавăн пекех Владислав Сурков вице-премьер, Раççей сывлăх сыхлавĕн министрĕ Татьяна Голикова, Михаил Бабич полпред хутшăннă.

Канашлăва уçнă май премьер-министр 6 çул хушшинче Раç­çейре пĕчĕк ачасем вилессине 1/3 чухлĕ чакарма май килнине палăртнă: «юлашки çулсенче эпир пайăр тĕллевсемпе ĕçлесе тивĕçлĕ кăтарту тума пултарнине ĕнентертĕмĕр, демографи программисем ĕçлеççĕ. 2011 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Раççейре пурăнакансен йышĕ 143 млн çын урлă каçнă, пурнăç тăршшĕ вара 70 çулпа танлашакан чикĕрен иртнĕ /70,3/. Ку кăтартусем чикĕ леш ен-­­­­­­­­­ чи тата хамăр çĕр-шыври экспертсем кĕтнинчен те лайăхрах».

Владимир Путин палăртнă тăрăх - ача çуратассипе çыхăннă ырă кăтартусем çĕр-шыври пĕтĕмĕшле лару-тăру, Раççейри çемьесен пурнăç пахалăхĕ лайăхланнипе çыхăннă: «Пирĕн пулăшу мерисем те усă кÿчĕç - амăшĕн капиталĕ, ача çуратмалли сертификатсем, регионсенче перинаталь центрĕсем, пысăк медицина технологийĕсен центрĕсем уçăлни».

Пĕчĕк ачасем вилессине чакарас енĕпе лидерсен шутĕнче Чăваш Ене асăннă. Республикăра çак кăтарту Европăри аталаннă çĕр-шывсенчипе тан - 1000 ача пуçне 3,5. Сывлăх сыхлавне çĕнетмелли программăпа килĕ­­­шÿ­­ллĕн Чăваш Енре ача çуратма пулăшакан учрежденисене çĕнĕ оборудованипе тивĕçтереççĕ. 14 çулти ачасене диспансеризацилеççĕ. Кăçал неонатологи служби малалла аталанĕ, республикăн ача-пăча больницин никĕсĕ çинче ятарлă пулăшу кирлĕ ачасем валли хоспис йĕркелеççĕ. Çав вăхăтрах Владимир Путин çĕр-шыври демографи лару-тăрăвĕ пур пĕрех çирĕпленсе çитейменни çинчен те каланă. Япăх туртăмсем пур регионсенче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан çемьесене ятарлă пособи тÿ­леме пуçару тунă: «Унăн виçи пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен кая мар пулмалла. Ача çурални çемьене йывăрлăха е чухăнлăха кĕртсе ÿкернипе çыхăннă лару-тăру пулмалла мар».

Канашлăва хутшăннисĕр пуçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен ытти ертÿçи Кама çинчи «Мастер» индустри паркĕнче, çавăн пекех «CNH-КамАЗ-Индустри» ОООра пулнă, унта тест режимĕпе Итали комбайнĕсен производствине хута янă. 



 



"Хыпар"
18 февраля 2012
00:00
Поделиться
;