Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Йышлă çемьесемпе тăлăхсене витĕмлĕ пулăшу кĕтет

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн депутачĕсене хальхинче черетсĕр иккĕмĕш сессие ырă пулăм пухрĕ. Кун йĕркине те ăна пĕрремĕш пунктпа кĕртнĕ - «Ачаллă çемьесене паракан патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисем çинчен». Ачасем пирĕн пуласлăх тетпĕр тĕк - урăхла пулаймĕ те. Сăмах - республикăри амăшĕн капиталĕ çинчен. Унăн виçи - 100 пин тенкĕ. Пысăк ÿсĕм темелле мар пек, анчах виççĕ е ытларах ача ÿстерекеншĕн вăл - витĕмлĕ тĕрев. Ун пек пулăшăва республикăри икĕ пине яхăн çемье илсе тăрать. Çак тĕллевпе 2015 çултан усă курма бюджетра 165 млн тенкĕ кирлĕ пулĕ. Кашни çултан - 40-шер млн тенкĕ. Ытти - демографи тăрăмĕ лайăхланнипе йышлă çемьесен шучĕ ÿссен усă курмалли. Кĕскен каласан - малашлăха пăхса. Патшалăх пулăшăвĕн виçĕ тĕллев: амăшĕн пенсийĕн пухăнса пыракан пайне пуянлатасси, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси, ачасене вĕрентсе пĕлÿ парасси. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ А.Самойлова асăннă ыйтăва кун йĕркине ахальтен кĕртменнине, çапла тума пурнăç хистенине çирĕплетрĕ. Депутатсем Алла Владимировнăн сĕнĕвне ăнланса йышăнчĕç: тÿрлетÿсен таблицине шута илсе иккĕмĕш вулавпа сасăласа юридици вăйне пачĕç.
Кун йĕркинчи çиччĕмĕш ыйту та ачасемпех çыхăннă. Республикăри 463 ачан ашшĕ те, амăшĕ те, ытти тăванĕ те çук. Хăр тăлăхсене патшалăх пĕчченлĕхе хăвармасть, пурнăç çулĕ çине тăракансене вĕренме, ĕçлеме, пурăнма майсем туса парать. 463 ачаран 350-шĕ хăтлă хваттер хуçин харпăрлăхçи пулса тăни те халĕ çеç каланине аван çирĕплетет. Çав хваттерсенчен чылайăшне /тĕрĕссипе - 170-шне/ юсаса хăтлăлатмалла иккен. Кăçал çак тĕллевпе 8, 860 млн тенкĕпе усă курĕç. Сăмах май, депутатсем çакăн пек сумма кашни çулах уйăрма килĕшрĕç.
Парламентарисем Чăваш Республикин ертÿçин ячĕ улшăннă май хăш-пĕр саккун актне улшăнусем, республикăри муниципалитет службин саккунне хушăмсем кĕртрĕç, Патшалăх Канашĕнче професси шайĕнче ĕçлекен депутатсен шутне палăртрĕç, Чăваш Енĕн патшалăх наградисен статусĕсене тишкерсе пахаларĕç, Патшалăх Канашĕн Эксперт канашĕн йышне çирĕплетрĕç.
Юрий ПЕТРОВ



"Хыпар"
22 февраля 2012
00:00
Поделиться