Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ача-пăча хирургийĕ аталанать

Республикăри ача-пăча клиника больницинче нарăсăн 27-мĕшĕнче регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта сÿтсе явнă тĕп ыйту - хирургин çĕнĕ йышши стационарĕн ĕçĕ-хĕлĕ. Çакăнпа çыхăннă ыйтусене медицина пĕрлĕхĕ тĕплĕн сÿтсе яврĕ, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕ тата сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсен ертÿçисене практикăра пулăшмашкăн сĕнÿсем хатĕрлерĕ.
Конференцие Педиатрипе ача-пăча хирургийĕн Мускаври наука тĕпчев институчĕн директорĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ача-пăчан тĕп хирургĕ Владимир Розинов тата медицина наукисен докторĕ, Н.И.Пирогов ячĕллĕ Раççей наци тĕпчевĕн медицина университечĕн ача-пăча хирургийĕн кафедрин профессорĕ, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ача-пăчан тĕп анестезиологĕ-реаниматорĕ Сергей Степаненко хутшăнчĕç.
Алла Самойлова министр палăртнă тăрăх - асăннă конференци республикăри сывлăх сыхлавĕн отраслĕшĕн - ача-пăча хирургийĕ уйрăмах ăнăçлă аталанакан тытăмшăн - пысăк пĕлтерĕшлĕ. “Пĕтĕмĕшле ĕçĕмĕрĕн кăтартăвĕ - çынсем вилессине чакарни, чир-чĕре сирни, ачасене реабилитацилессине хăвăртлатни чылай чухне эпир çивĕч ыйтусене еплерех татса панинчен килет”, - палăртрĕ вăл.
ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ача-пăчан тĕп хирургĕ Анатолий Павлов республикăри ача-пăча хирургийĕн ĕçĕ-хĕлĕ, ăна модернизацилессин малашлăхĕ, çавăн пекех клиника больницин операци блокне хальхи пурнăç ыйтнă шая çитерни çинчен пĕлтерчĕ, Сергей Степаненко хирурги мелĕпе сыватмалли ачасене анестезиологипе реанимаци пулăшăвĕпе тивĕçтерни çинче чарăнса тăчĕ. Владимир Розинов палăртнă тăрăх Раççейре çуллен 750 пин ачана хирург пулăшăвĕ кирлĕ. Çĕр-шывра асăннă специалистсен йышĕ - 4407, профильлĕ койкăсен шучĕ - 23 пин.
Владимир Михайлович Чăваш Енпе кăмăллă: ”Республикăра ача-пăча хирургийĕ вăй илсе тĕрекленни савăнтарать. Пирĕн шухăшпа - кунти аталану çул-йĕрĕ тĕрĕс тата пысăк малашлăхлă”.
Республикăри ача-пăча клиника больници юлашки вăхăтра чăннипех çĕнелсе улшăннă. Сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн уйăрнă укçа-тенкĕпе хальхи çĕнĕ йышши оборудовани чылай кÿрсе килнĕ. Тĕп тухтăр /вăлах - ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ача-пăчан тĕп хирургĕ/ Анатолий Павлов çирĕплетнĕ тăрăх - ку çĕнĕ техникăн пĕр пайĕ кăна-ха. Кĕске хушăрах клиникăн операцисем ирттермелли тăватă блокне тĕпренех - урай-маччаран пуçласа хаклă йышши оборудовани вырнаçтарни таранах - çĕнетсе улăштарнă: операци сĕтелĕ çийĕн вырнаçтарнă лампăсем те, сывлăш парса тăмалли установкăсем те, хирург аллине çумалли хатĕрсем те, ытти те - ХХI ĕмĕр техники. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 55200 пин ытла тенкĕ тăкакланă. Сиплевçĕсен бригадине операци ирттермешкĕн меллĕ те хăтлă, пациентсене сиенсĕр пултăр тени куç умĕнчех: тухăçлă ĕçлеме услови туса панă, инфекци лекесрен шанчăклă хÿтлĕхпе тивĕçтернĕ, халĕчченхи пек тĕрлĕ пралук тăсăлса выртмасть, оборудовани панеле пÿрне вĕçĕпе сĕртĕнсех, сенсор мелĕпе эппин, ĕçлеме тытăнать. Пысăк технологисен тапхăрĕнче çакăн пек пулмалла та.
Тĕп тухтăр çирĕплетĕвĕ: медицина кадрĕсем çителĕклех, кирлĕ тĕк вырăнтах вĕрентĕç, кунта ăста та опытлă специалистсем вăй хураççĕ, вĕсем сиплевĕн хальхи кăткăс та çĕнĕ мелĕсене алла илнĕ, кирек епле операцие те ăнăçлă ирттерме пултараççĕ.
Сăмах май, хирурги уйрăмĕнче ача-пăча ÿсĕмĕнчи чылай операцие тăваççĕ, çав шутра пысăк технологиллисене те. Кунта тин çеç çуралнисен хирургийĕн центрне йĕркеленĕ. Сиплев кирлĕ тĕк ÿсĕме те, виçене те пăхса тăмаççĕ, пепкене пулăшма васкаççĕ. Тĕп тухтăр пĕлтернĕ тăрăх çулталăк каялла 600 грамлă ачана операци тунă. Пĕр уйăх маларах перинаталь центрĕнчен чĕре чирĕпе çуралнă 920 грамм таякан ачана илсе килнĕ, ăна пахалăхлă пулăшу парса амăшĕ патне сыватмăша леçнĕ. Халĕ вăл самайланса, ÿссе пырать.
“Операци блокĕсене çĕнетсе улăштарнă май пулăшу спектрне те анлăлататпăр, - тет Анатолий Павлов. - Аталанса пыракан медицина технологийĕсенчен юлмалла мар. Халĕччен кунта çуллен пине яхăн ачана сипленĕ пулсан, малашне ку хисепе 4 пине çитерме май килĕ. Кунашкал кăткăс техникăпа пуянлатнă операци блокĕсем республикăри сиплев учрежденийĕсенче çук-ха”.
Владимир Розинов шухăшĕпе республикăри ача-пăча клиникине кĕске вăхăтра çĕнетсе улăштарма пултарни - сывлăх сыхлавне модернизацилеме уйăрнă укçапа пĕлсе тата тĕллевлĕ усă курнине çирĕплетекен тĕслĕх. Пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн, çитĕнекен ăрăвăн телейлĕ те сывă ачалăхĕшĕн пулмалла, вĕсем пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне тивĕçме пултармалла. Тĕрĕссипе, халĕччен кăткăс операцисен 80% Мускаври ятлă-сумлă сыватмăшсенче ирттернĕ. Ачана сиплессине кăна федераци шутĕнчен тÿлеççĕ вĕт унта: çула тухнăшăн, тĕп хулара пурăннăшăн ашшĕ-амăшĕн тăкакланма тивнĕ. Регионта çакăн йышши пысăк технологиллĕ медицина учрежденийĕсене çĕклени чăннипех пархатарлă.


"Хыпар"
02 марта 2012
00:00
Поделиться
;