Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Тухтăрсене ялта кĕтеççĕ

Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ Андрей Алексеев мĕн пĕчĕкренех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Пулăшу кирлĕ çынсене сиплес тĕллевĕ ăна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина институтне, стоматологи факультетне илсе çитернĕ. 2010 çулта диплом илнĕ хыççăн интернатурăна Шупашкар хулинчи 3-мĕш стоматологи поликлиникинче ирттернĕ. Пĕлтĕр тăван тăрăхне таврăннă, хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçнă.

Çамрăка Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче /вăл Елчĕк районĕн тĕп больницин тытăмне кĕрет/ хапăлласа кĕтсе илнĕ. Çынсем те савăннă - ялти стоматолог халăха кашни кунах йышăнма пултарать-çке. Унччен маларах вара район центрĕнчи специалист эрнере пĕр-икĕ хутчен çеç килсе кайнă-мĕн, шăлĕсене сиплес текенсен черете тăма тивнĕ. Теприсем, кĕтес теменнисем, районăн тĕп больницине /вăл 15 километр аяккарахра/ çул тытнă. Çынсем халĕ хăйсене меллĕ вăхăтра врач-стоматолог патне çырăнаççĕ, Андрей Алексеев тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланине палăртаççĕ. Ку офиса пилĕк ял халăхĕ çÿрет.

- Ĕç питĕ килĕшет, коллектив туслă пулни те савăнтарать. Çамрăк тухтăршăн ялти ĕç вăл - калама çук лайăх практика тата паха опыт, - чунне уçать шур халатлă специалист. - Ял пурнăçĕ пирки те ыррине кăна калама пултаратăп. Кунта сывлăш та тасарах, çут çанталăк та хитререх. Хамăр тăрăшсан ялта та лайăх - хуларинчен пĕрре те кая мар.

Çапла, ÿркенменнисем ялта та алă усса лармаççĕ. Çитменнине, унта ĕçлесе пурăнакан хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме патшалăх та май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Тĕслĕхрен, ялăн социаллă аталанăвĕн программипе килĕшÿллĕн 35 çултан аслă мар çамрăк çемьесене тата специалистсене пурăнмалли çуртăн шутласа палăртнă хакĕн 70 процентне саплаштараççĕ. 2003 çултанпа çакнашкал субсидисемпе 3760 çемье усă курнă. Пĕлтĕр вара РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин ялта ĕçлеме килĕшекен çамрăк тухтăрсене пĕр миллион тенкĕ пама йышăннине пĕлтерчĕ. Яллă вырăнсенче медицина кадрĕсем çитменни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Раççей премьер-министрĕ пуçарнипе хатĕрленĕ “Земство тухтăрĕ” проект çак лару-тăрăва ырă енне улăштарасса шанаççĕ. Асăннă программăпа килĕшÿллĕн - медицинăн аслă шкулне пĕтернĕ çамрăк специалистсене, 35 çула çитменскерсене, 2011-2012 çулсенче ялта ĕçлеме пуçланăскерсене, 1 миллион тенкĕ компенсаци памалла.

Андрей Алексеев врач-стоматолог “Земство тухтăрĕ” проектпа килĕшÿллĕн 1 миллион тенкĕлĕх сертификата нарăс уйăхĕн вĕçĕнче илнĕ. Вăл çак укçапа мĕнле усă курассине хальлĕхе палăртман-ха. Андрей паянхи кун ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех, вĕсен çуртĕнчех пурăнать. Пиччĕшĕсем вара хулара тĕпленнĕ. “Кирек мĕнле арçыннăн та ваттисен халалне пурнăçламалла: йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла, ывăл ÿстермелле”, - тет каччă малашлăх тĕллевĕсем пирки сăмах пуçарсан. Унăн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕресси пĕрре те иккĕлентермест.

- Пирĕн районта терапевтсем, акушер-гинеколог, педиатр, врач-эпидемиолог, кардиолог çитмеççĕ, - палăртать Елчĕк район тĕп больницин тĕп врачĕ Надежда Уркова. - Пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ хĕрсемпе каччăсен хушшинче тухтăр профессине алла илнĕ тата халĕ илекен çамрăк сахал мар. Çĕнĕ программăна пула вĕсем тăван тăрăха таврăнас шанăç пур.

Миллион çеç мар

Чăваш Енре хальхи вăхăтра медицинăн 21 учрежденийĕ ялта вырнаçнă. Унсăр пуçне 7 учреждени тытăмĕсен подразделенийĕсем хăйсен ĕç-хĕлне ялсен территорийĕсенче пурнăçлаççĕ. Пĕлтĕр çак больницăсене аслă пĕлÿллĕ 13 çамрăк тата вăтам пĕлÿ илнĕ 9 специалист ĕçе вырнаçнă. Сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене врачсемпе çирĕплетесси - 88, 3%, вăтам профессионалпа тивĕçтересси 96% çитнĕ. Хальхи вăхăтра яла ĕçлеме каймашкăн кăмăл тунă 100 ытла çамрăк тухтăр заявлени çырнă. Пĕлтĕр ĕçе вырнаçнă 8 врача сертификат панă ĕнтĕ. Районсенчи тата ялсенчи больницăсемпе поликлиникăсенче 200 ытла ваканси пур, эппин “Земство тухтăрĕ” программăна хутшăнас кăмăллисем кая юлман-ха.

Çамрăксене яла илĕртес тесен вĕсене пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтермелле. Çакна тĕпе хурсах Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть ятарлă указа алă пуснă. Унта ялта ĕçлеме кăмăл тунă çамрăк тухтăрсене ипотека кредичĕн пĕр пайне тÿлемешкĕн патшалăх пулăшассине палăртнă. Пурăнмалли çурт-йĕр туянма е хăпартма илнĕ кредитăн пĕр пайне - çулталăкра 4 процент чухлĕ виçепе - 10 çул хушши Чăваш Республикин бюджечĕн шучĕпе саплаштарĕç. Унсăр пуçне çамрăк çак специалистсем “Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” /унпа килĕшÿллĕн çуртăн шутласа палăртнă хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ социаллă тÿлев параççĕ/ тата “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” /30-35 процент/ программăсене те хутшăнма пултараççĕ. Çак указрах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене медицина ĕçченĕсене çурт-йĕр лартмашкăн çĕр лаптăкĕ уйăрса пама тата социаллă пулăшăвăн ытти мелĕпе тивĕçтерме мерăсем йышăнма сĕннĕ.

 

 



"Хыпар"
12 марта 2012
00:00
Поделиться
;