Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пепке хÿтлĕх кĕтет

image #2298“2011 çулта тин çуралнă пепкесем вилессин кăтартăвĕ 1000 ача пуçне 7,3-пе танлашнă е малтанхи çулхинчен 2,7% чакнă. Ку енĕпе Раççейĕн 23 регионĕн лару-тăрăвне экономика тĕлĕшĕнчен аталаннă çĕр-шывсен шайĕпе танлаштарма май пур. Чăваш Республикинче вăл тата кăтартуллăрах...”
Татьяна Голикова министр Раççей Сывлăх сыхлавĕпе  социаллă аталану министерствин коллегийĕн 2012 çулхи пуш  уйăхĕн 16-мĕшĕнчи анлă ларăвĕнче тухса каланинчен.
Пуш уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче асăннă тытăмра видеоконференци мелĕпе пĕчĕк ачасем вилессине профилактикăлас ыйтупа Раççей регионĕсемпе канашлу ирттернĕ. Унта ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Президентăн перинаталь центрĕн сиплевçисем, ача-пăча больницисен тĕп врачĕсем хутшăннă.
Чăваш Енри лару-тăрăва сÿтсе явнă чухне çакна палăртнă: республикăра перинаталь пулăшăвĕн виçĕ шайлă тытăмне туса хунипе пĕчĕккисем вилессине чакарма пултарнă. 2010 çулхипе танлаштарсан ку кăтарту пирĕн хутлăхра 32,5% пĕчĕкленнĕ, ăна Европăн аталаннă çĕр-шывĕсеннипе танлаштарма пулать: чĕрĕ çуралнă 1000 пепке пуçне - 3,5 /Раççейре - 7,3, ФАОра - 6,3/.
Виçĕ шайлă тытăмăн сиплевпе профилактикăн тĕп учрежденийĕ перинаталь центрĕ шутланать, унта пурлăхпа техникăн пĕтĕм ресурсне тата пысăк квалификациллĕ персонала пухнă, медицинăпа йĕркелĕвĕн çĕнĕ тата эффективлă технологийĕсене ĕçе кĕртнĕ.
2011 çулта республикăра “Сывлăх” наци проекчĕн çĕнĕ çул-йĕрне пурнăçа кĕртнĕ - ача аталанăвĕ пăсăлнине перинаталь диагностикипе тишкерме тытăннă, çапла вара пепкесен çураличченхи патологийĕсене тупса палăртма пултараççĕ тата вăхăтра коррекцилеççĕ.
Çакна асăнмалла: 2008 çултанпа Чăваш Ен Раççейĕн пилот регионсен шутне кĕрсе Сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ ачасене чĕрĕ çуратас, чи пĕчĕк виçеллисене пăхса усрамалли эффективлă тытăм йĕркелес тĕлĕшпе сĕннĕ критери çине куçассипе çыхăннă мероприятисене пурнăçлама тытăннă, кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çĕнĕлле ĕçлемешкĕн хатĕрленсе çитнĕ.
Перинаталь центрĕ республикăри ача-пăча клиника больниципе çирĕп çыхăну йĕркеленĕ, унăн никĕсĕ çинче тин çуралнисене кăткăс лару-тăрура пулăшмалли реанимаципе консультаци тытăмĕ туса хунă. Халĕ ялсенчи тĕп больницăсен стационарĕсенче сипленекен пепкесен сывлăхне сăнаса тăма тата мониторингне йĕркелеме меллĕ.
Пĕлтĕр ачасене тата вĕсене çут тĕнчене килмешкĕн хатĕрлекен тытăма медицина пулăшăвĕпе тивĕçтермешкĕн модернизаци программи тăрăх 375007,5 пин тенкĕ хывнă.
Кăçал акушерствăпа гинекологи пулăшăвĕ парассине лайăхлатас, çуратассине районсен хушшинчи тата перинаталь центрĕсенче “концентрацилес”, çемье интересĕсене тĕпе хурса палăртнă технологисене пурнăçа кĕртес, регионти консультаципе реанимацин дистанци центрне, йывăр çын-хĕрарăмсен тата çуралнисен реанимаци уйрăмне пуянлатас енĕпе пĕлтерĕшлĕ мероприятисем пурнăçламалла.
Шел те, “тулашри” сăлтава пула - пăчăхнипе, сывлăш пÿлĕннипе е тип пыра апат кайнипе çулталăка çитмен ачасем вилнĕ тĕслĕх ÿсни пăшăрхантарать. Шăпах çакăн пирки пычĕ калаçу ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирттернĕ брифингра.
Алла Самойлова министр палăртнă тăрăх - кунашкалли кăçалхи икĕ уйăхра тăватă хут /2011 çулта - 6/ пулнă: 1 уйăх та 9 кунри, 2 уйăх та 10 кунри, 10 уйăхри ачасем асфиксипе, 20 кунри пепке тип пыра апат лекнипе килте амăшĕсен çумĕнче вилнĕ.
Кăкăр ачи канăçсăрлансан чĕнсе илнĕ участок врачĕ е фельдшер стационара вырттама сĕннипе ашшĕ-амăшĕ килĕшменни те инкек патне илсе пырать.
Çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăк çитĕннисенчен тимлĕх, хÿтлĕх кĕтет, çавăнпа амăшĕн кăна мар, çемьери кашни çыннăн уншăн тăрăшмалла.
Асра тытăр:
lкăкăр ачине уйрăм кравать çинче вырттармалла, амăшĕн ăна хăйпе çывăратма юрамасть - хăй тĕлĕрсе кайнипе пепкин çăварне тата сăмсине кăкăрĕпе хуплас хăрушлăх пур*
lпĕчĕкскере пĕччен пăрахса ан хăварăр - вăл какăрса кăларнă апат юлашкийĕ сывлăш çулне пÿлме пултарать*
lпепке канăçсăрланма пуçларĕ тĕк килте сиплени усăсăр - тухтăра чĕнĕр, вăл госпитализацилес тĕллевлĕ пулсан ан хирĕçлĕр - стационарта ачăра сыватма мĕн пур условипе тивĕçтерĕç, унта ăста та опытлă специалистсем ĕçлеççĕ.
Министр пĕлтернĕ тăрăх - тин çуралнă ачасем вилессине чакарас тĕллевпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавне 2011-2012 çулсенче модернизацилемелли программăпа килĕшÿллĕн акушерипе гинекологи, педиатри тытăмĕсене малалла çĕнетсе улăштармалла, прегравидар тата тĕввĕн амăшĕн варĕнчи аталанăвĕн тытăмĕсен, хĕрарăм консультацийĕсенче чир-чĕре малтанхи тапхăрта профилактикăланин эффективлăхне пысăклатмалла, тĕвве перинаталь диагностики тумалли çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртмелле, пĕчĕк ачасен сывлăхне тĕрĕслекен медицина ĕçченĕсен квалификацине тата яваплăхне ÿстерсех тăмалла, ача çуратассипе çыхăннă учрежденисен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмелле.
 



"Хыпар"
29 марта 2012
00:00
Поделиться
;