Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Туберкулезран сывалма пулать

Туберкулезпа кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна мартăн 24-мĕшĕ тесе йышăннă. Шăпах çак кун Роберт Кох ученăй Берлинта туберкулез чирне пуçарса яракан микробактерие тупса палăртни çинчен тухса калаçнă.

Туберкулез инфекциллĕ ерекен чир пулнине кашни çыннăнах асра тытмалла. Вăл микробактерирен (туберкулез патаккинчен) аталанать, ÿпкесене, шăмăсене, куçа, ÿт-тире, тĕртĕмсене (суставсене), шăк çулĕсене сиенлет. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, апчхулатнă чухне чир микробĕсене сывлăша сарать, çавăн пекех вĕсем каяшра, шăкра, çăра сурчăкра тĕл пулаççĕ, çут çанталăка варалаççĕ. Туберкулез патаккисем питĕ чĕрĕ, тусанра вĕсем 3 уйăх, тăпрара, шывра, нÿрĕ те тĕксĕм пÿлĕмсенче çулталăк таран пурăнаççĕ, сивве çăмăллăнах чăтаççĕ. Анчах вĕрине тÿсеймеççĕ, хĕвел вĕсене 1-2 сехетрех тĕп тăвать, вăйсăр хĕвелĕн ультрафиолет пайăркисем – 5-6 сехетре.

Чирлĕ çынпа пĕрле пурăнакансем ан чирлеччĕр тесен харпăр хăй гигиенине çирĕп пăхăнмалла. Чирлĕ çыннăн апат çимелли уйрăм савăт пулмалла. Кашни апатланмассерен савăта 2 процентлă сода растворĕнче 15 минут вĕретмелле е 5 процентлă хлорамин растворĕнче 240 минут тытмалла, унтан шывпа çумалла. Чирлĕ çын тăхăнакан япаласене, вăл выртса тăракан вырăн таврашĕсене те уйрăм тасатмалла. Çăвиччен малтан 5 процентлă хлорамин растворĕнче кĕлермелле, 2 процентлă сода растворĕнче вĕретмелле. Уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла. Чирлĕ çынсен ачасемпе хутшăнмалла мар. Кил-çурта куллен тирпейлемелле, дезинфекцилекен препаратсемпе усă курмалла. Матрассене, утиялсене, кавирсене, палассене тула тухса çакса уçăлтармалла, уйрăмах хĕвеллĕ кунра туберкулез микробĕсене пĕтерме меллĕ.

Дезинфекци хатĕрĕсенчен паян 1 процентлă сульфохлорантин растворĕпе анлă усă кураççĕ. Ыттисемпе те усă курма юрать, анчах та инструкцие çирĕп пăхăнмалла.

Чирлĕ çынна больницăна, санаторие илсе кайнă е вилнĕ пулсан вăл пурăннă çуртра дезинфекци тăвакан специалистсем çак ĕçе ирттереççĕ. Пирĕн районта "Современные технологии" ООО дезинфекци ĕçĕсем йĕркелет.

Туберкулезпа чирлĕ çынпа пĕр килте пурăнакансен çулталăкне икĕ хут фтизиатр патĕнче тĕрĕсленмелле.

Тухтăр сĕнĕвĕсемпе канашĕсене пăхăнса пурăнсан чиртен сыхланма, унтан сывалма пулать.

 



30 марта 2012
00:00
Поделиться
;