Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕпе хÿтлĕхĕ кирлĕ

Ача-пăчасăр пурнăç малалла каймасть”, - тенĕ ваттисем. Çемьене “çĕнĕ кайăк” килсен ашшĕ-амăшĕ мĕн тери савăнать. Ача - пурнăç илемĕ, чечекĕ. Тем тесен те, пепкесĕр пурнăç кичем. Халĕ, паллах, асатте-асанне, кукамай-кукаçи вăхăтĕнчи пек 6-7-шер ача çуратмаççĕ. Ун чухне медицина та аталанман. Çавна пулах хăш-пĕр пепке /чылайăшĕ тесен те йăнăш пулмасть-тĕр/ çуралсанах вилнĕ е çут тĕнчерен пĕчĕклех уйрăлнă. Эпир XXI ĕмĕрте пурăнатпăр. Больницăсене çĕнĕрен те çĕнĕ технологисемпе тивĕçтереççĕ.

Раççей Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствинче пушăн 20-21-мĕшĕсенче пĕчĕк ачасем вилессин шайне чакарас ыйтупа Раççей регионĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Енри лару-тăрăва сÿтсе явма Шупашкарти Президент перинаталь центрĕн ĕçченĕсем, ача-пăча больницисен тĕп тухтăрĕсем хутшăннă. Пушăн 21-мĕшĕнче ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Алла Самойлова доклад тунă. Çакă палăрнă: республикăра перинаталь пулăшăвĕн виçĕ шайлă тытăмне йĕркеленипе пепкесем вилессине сахаллатма тÿр килнĕ /2010 çулхипе танлаштарсан 32, 5% пĕчĕкленнĕ/. 2009 çултанпа Президент перинаталь центрĕнче тин çуралнă ачасене /кĕлетке йывăрăшĕ пĕчĕккисене/ пулăшу памалли çĕнĕ оборудованисем ĕçлеме тытăннă. Ку çут тĕнчене вăхăтсăр килнĕ пепкесене вилĕмрен хăтарассине ÿстерме май панă. Çакнашкал стационарта пĕлтĕр кăна тин çуралнă 45 ача сипленнĕ.

Шел те, пепке урăх сăлтавсене пула вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Алла Самойлова министр каланă тăрăх - кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче çулталăка çитмен тăватă ача çут тĕнчерен уйрăлнă. 1 уйăх та 9 кунри, 2 уйăх та 10 кунри, 10 уйăхри пепкесем - асфиксипе /сывлав çулĕ йĕркерен тухнипе кислород çитменни/, 20 кунри тип пыра апат лекнипе ашшĕ-амăшĕ умĕнчех вилнĕ. Çут тĕнчене тин килнĕ “çĕнĕ кайăкпа” асăрхануллă пулмаллине кашниех чухлать-тĕр. Ашшĕ-амăшне пепкене кравать çине хăйсемпе пĕрле вырттарма сĕнмеççĕ: ачан çăварне, сăмсине хуплас хăрушлăх пысăк.

Хăш чухне япăх пурăнакан çемьесене сăнатăп та тĕлĕнетĕп. Ашшĕ-амăшĕ, ĕçкĕ авăрне путнăскерсем, ачи-пăчине пăхмаççĕ. Шăпăрлансем выçăллă-тутăллă, çĕтĕк йĕмпе çÿреççĕ. Килĕнче тирпейсĕрлĕх хуçаланать. Тахçантанпах мунчара çăвăнманскерсем пыйтланаççĕ. Ирĕксĕрех: “Ача çуратрăн тăк ăна пăх, тивĕçлĕ воспитани пар, тĕслĕх кăтарт”, - теессĕм килет. Пĕрисем ав пепке çуратаймасăр нушаланаççĕ, больницăра уйăхĕ-уйăхĕпе сипленеççĕ. Теприсем иртĕхеççĕ. Брянскра пулса иртнĕ пăтăрмаха асăнмасăр хăвараймăп. Ку тĕлĕшпе телекурав самаях кĕрлерĕ. Хам та 9 уйăхри Аня Шкапцовăшăн пăшăрхантăм. Пуçăмра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Тен, пепкене органĕсене касса илессишĕн вăрланă? Мĕн те мĕн - анчах 9 уйăхри хĕр ачана ашшĕ вĕлерни хăрушă тĕлĕкре те тĕлленмĕ. Ытла та тискер ĕç-çке! Сывă та йĕркеллĕ ача пурнăç илемĕпе те киленеймен вĕт. Мĕнле айăпа кĕнĕ-ши вăл? Аслисем - Александр Кулагинпа 19-ти Светлана Шкапцова - харкашнă вăхăтра çари кăшкăрса-и? Хăрушла ĕç тунă арçынна, каçарăр та, “çын” теме те чĕлхем çаврăнмасть... Аньăн çывăх çыннисем питĕ ăста “артистсем” вĕт. Намăс-симĕсе пĕлмесĕр пĕтĕм Раççей халăхне куçран пăхса суйрĕç, “хуйхи” пирки пĕлтерчĕç. Кулагин вара Аньăн çунса кĕлленнĕ “кĕлетки” асламăшĕн вил тăпри çинче выртнине пĕлнĕ... Вăрăм вĕренĕн те вĕçĕ пур çав. Кулагин, малтанхи арăмне те хĕненĕскер, тата Светлана Шкапцова саккун умĕнче тивĕçлипе явап тытĕç. Вĕсем кирпĕч шутланă хыççăн ирĕке тухĕç, тен, пурнăçа çĕнĕрен пуçлĕç. Анчах Аня пурнăç илемĕпе текех киленеймĕ...

“Ача-пăча çитĕннĕ чух пĕр алăра - вут, тепĕр алăра - шыв”, - тенĕ ĕлĕк. Тин кăна çуралнă пепке аслисем ăшăлăх кĕтет. Çывăх çыннисем хăйĕн тĕпренчĕкне хÿтлĕх пама тивĕç. Пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма вăй çитменскере çуралсанах тата пĕчĕк чухне тимлĕх уйрăмах кирлĕ. Апла пепкесене упрасчĕ, çĕр-шыва юрăхлă çын пулма вĕрентесчĕ. Шăпаран иртеймĕн теççĕ те, тен, хăш-пĕр чухне вăл е ку пăтăрмах сиксе тухасси пирĕнтен те килмест пулĕ, çапах тимлĕх пирки никамăн та манас марччĕ.

 

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
06 апреля 2012
00:00
Поделиться
;