Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Юсав малалла пырать

Шупашкар районĕн тĕп больницин коллективĕ сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăна пурнăçлассипе мĕнлерех вăй хурать-ха? Учрежденин тĕп врачĕ Михаил Алексеев хуравлать.

- Сире коллектива ертсе пыма çирĕплетнĕренпе çулталăк та çитмен. Вунă уйăхра ыррине мĕн тума ĕлкĕртĕр?

- Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Шорккари фельдшер-акушер пунктне тĕпрен юсаттартăмăр, - терĕ Михаил Николаевич. - Медпункт çуртĕнче клуб та вырнаçнă. Апла пулин те çи виттине пĕтĕмпех улăштартăмăр. ФАПа паха оборудованипе, сĕтел-пуканпа, медхатĕрпе, эмелпе тивĕçтертĕмĕр. Ăна юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрăмăр. Тĕпрен юсама медицина страхованийĕн фондĕнчен - 900 пин, район бюджетĕнчен 477 пин тенкĕ уйăрнă.

- Вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче больница нушине ăнланни лайăх. Ытти енĕпе мĕнле?

- Пĕр хушă учреждение бензин, социаллă çăмăллăхçăсем валли эмел туянма укçа çитмерĕ. Чăрмав васкавлă пулăшу службин ĕçне ăнăçлă йĕркелеме, социаллă программăсемпе усă куракансен ыйтăвĕсене çийĕнчех татса пама кансĕрлерĕ. Вĕсене район администрацийĕнче тишкерме ыйтрăм. Часах депутатсен Пухăвĕ больницăна 300 пин тенкĕ уйăрма йышăнчĕ.

- Унăн Кÿкеçри çурчĕсене сăн кĕртнине асăрхарăм.

- Сиплев корпусне - хирурги, реанимаци, йышăну уйрăмĕсене - çĕнетрĕмĕр. Вĕсене сивĕ тата ăшă шыв парса тăмалли, хутса ăшăтмалли, таса мар шыва çуртран юхтарса кăлармалли пăрăхсене, сантеххатĕре пĕтĕмпех улăштартăмăр.

Ял тăрăхĕсенчи çурт-йĕре комплекслă тата пĕр вырăнарах тумалли программăпа килĕшÿллĕн неврологи уйрăмĕн корпусне юсаттартăмăр. Строительсем çи виттине, чÿречесене, алăксене, пăрăхсене, урайне, шыв хатĕр-хĕтĕрне улăштарчĕç. Пурĕ 20,5 млн тенкĕ тăкакларăмăр.

Тутаркассинчи поликлиникăра тĕпрен юсарăмăр. Кăçал Кăшавăшра ФАП тумалла. Унăн проектне хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлама 5,5 млн тенкĕ кирлĕ. Ытти çурт-йĕре те юсаттарма палăртнă.

- Сиплев ăсталăхне ÿстерме май килет-и?

-Травматологи уйрăмĕнче усă куракан çĕнĕлĕх çинчен каласшăн. Вăл хуçăлнă шăмма шанчăклăрах çирĕплетме май парать.

Хальхи вăхăтра чирлĕ çыннăн медицина карттине электрон карттăпа улăштарас ĕç пырать. Кашни тухтăр валли компьютер туяннă, пурне те кабельпе çыхăнтарнă, ятарлă программăпа тивĕçтернĕ. Врачсене компьютерпа ĕçлеме вĕрентетпĕр. Çĕнĕлĕхĕн ырă енне çулталăк вĕçĕнче пациентсем асăрхасса шанатăп. Вĕсене тухтăр патне йышăнăва кĕме çырăнасси çинчен электрон çыхăнупа регистратурăна пĕлтерме эрне, каярахпа уйăх патăмăр. Электрон мелпе пирвай педиатр, пĕтĕмĕшле практика врачĕ, гинеколог çеç йышăннă. Халĕ ытти тухтăр патне те çырăнаççĕ.

- «Земство тухтăрĕ» программа кадр ыйтăвне татса пама пулăшĕ-ши?

- Çĕньялпа Ишек офисĕсенче ĕçлеме пĕтĕмĕшле практикăн икĕ врачĕпе килĕшÿ турăмăр. Шел, вĕсем программа хÿттине лекмерĕç. Района инфекционист, гастроэнтеролог кирлĕ. Çак специалистсем хуларан Кÿкеç тăрăхне куçас кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕç. Анчах вĕсем пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме ыйтаççĕ.

- Офиссен, ФАПсен ĕçне лайăхлатас тесен пациентсен шухăш-кăмăлне пĕлмелле мар-и?

- Паллах, пĕлмелле. Эпĕ кăçал кашнинчех пултăм, ял çыннисен сĕнĕвĕсене итлерĕм. Вĕсен пĕр пайĕпе çийĕнчех усă куртăмăр. Укçа-тенкĕпе çыхăннисене майĕпен, финанс органĕсемпе, район администрацийĕпе килĕштерсе ĕçе кĕртетпĕр.

- Кÿкеçре сывлăх сыхлавĕн ыйтăвĕпе республика шайĕнчи вĕренÿ сахал мар иртет. Камсене йышăнтăр?

- Районта фельдшерсен ĕç-хĕлĕн республика канашĕн ларăвне, «Сестринское дело» журналăн конференцине йĕркелеме пулăшрăмăр. Вĕсене хутшăннисем Салапайкассинчи, Явăшри, Шорккари, Çĕктерти ФАПсене çитсе курчĕç. Больницăна тĕрĕслеме Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен, Росздравнадзор управленийĕнчен, ытти органтан пĕрмай килеççĕ. Пирĕн ĕçре çитменлĕх тупса палăртман.

- Пирваях коллективпа пĕр чĕлхе тупма йывăр пулмарĕ-и?

- Эпĕ район больницинче вун тăваттăмĕш çул, медперсонала, районти ертÿçĕсене лайăх пĕлетĕп. Çавăнпа мана тивĕçе пурнăçлама çăмăлрах.

 Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă



"Хыпар"
10 апреля 2012
00:00
Поделиться
;