Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Кил хуçалăхĕн тĕллевĕ - малтанхи пулăшу

Ялта пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине лайăхлатас тĕллевпе пирĕн республикăри 100 çынран сахалрах пурăнакан тата фельдшерпа акушер пункчĕ çук вырăнсенче кăçал 107 кил хуçалăхне йĕркелеме палăртнă. Кам ĕçлĕ унта, инкеке лекнисене мĕнпе пулăшма пултарĕ? Çак тата ытти ыйтăва паянхи кăларăмра ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин сывлăх сыхлавĕпе социаллă тытăма стратеги тĕлĕшĕнчен планлас тата аталантарас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Наиля Зиннетуллина хуравлать.

- Кил хуçалăхне мĕнле йĕркелеççĕ?

- Кил хуçалăхне çав тăрăхра пурăнакансен сĕнĕвне тĕпе хурса суйлаççĕ тата ялта сасартăк чирлесе ÿкнĕ е инкеке лекнĕ ентешне малтанхи пулăшу пама, медицина ĕçченне чĕнсе илме пултаракан пĕр-пĕр çыннăн килĕнче йĕркелеççĕ.

Унта фельдшерпа акушер пункчĕпе е пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕпе, участок /пур тăк/ тата районăн тĕп больниципе çыхăнса сиплевçĕсене е васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илмешкĕн телефон вырнаçтараççĕ.

Çав кил хуçалăхĕн халăх суйланă çыннине этем пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан инкек-синкекрен - наркăмăшланнинчен, аманнинчен, юн юхнинчен, пиçсе кайнинчен, электричествăпа сиенленнинчен, шыва путнинчен, шăнса хытнинчен, тăм илтернинчен, сывлав çулне ют япала лекнинчен, чылай вăхăт хĕсекен синдромран, ăнсăртран сиксе тухнă амакран - хăтармашкăн малтанхи пулăшу памалли хăнăхăва ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин “Республикăри медицина катастрофисен центрĕ” КУ никĕсĕ çинче вĕрентеççĕ.

Кил хуçалăхне малтанхи пулăшу пама кирлĕ медикаментсем тата сурана çыхмалли хатĕрсем тултарнă ятарлă сумкăпа, çавăн пекех тĕрлĕ лару-тăрура кирлĕ пулакан информаци материалĕпе тивĕçтермелле.

- Асăннă мелпе Раççейĕн ытти регионĕнче усă куракансем пур-и?

- Кил хуçалăхне йĕркелесси сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Çĕнĕ меле Липецк, Кемĕр, Самар, Аçтăрхан облаçĕсенче, Тутар Республикинче ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Асăннă субъектсенче кил хуçалăхне кирлĕ хатĕрсемпе пуянлатассишĕн - телефон çыхăнăвĕ кĕртессишĕн, усă курнăшăн тÿлессишĕн, ун патне çитмешкĕн шанчăклă çул хывассишĕн - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем яваплă. Медицина йĕркелĕвĕ /методологи ĕçĕ эппин/ ФАП фельдшерĕ е пĕтĕмĕшле практика врачĕ çине тиенет.

- Халĕччен унашкал хуçалăхсемсĕрех пурăннă-çке. Паян вара вĕсене йĕркелемешкĕн мĕн хистет?

- Чи малтанах пĕчĕк ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвне тивĕçме май туса парас тĕллевпе йĕркелемелле. Унсăр пуçне ФАП е врач офисĕ çук вырăнсенчи халăха инкеке лексен пĕрремĕш пулăшăва вăхăтра парас тесе. Пирĕн республикăра унашкал ялсем - 107. Çавсенче йĕркеленет те ĕнтĕ çĕнĕ тытăм.

- 100 çынран сахалрах ял район центрĕнчен 3 çухрăмра вырнаçнă тейĕпĕр. Кăнтăр кунĕнче тĕп больницăна çитме кансĕрех мар - Шупашкартан килекен автобуссем кашни сехетре тенĕ пекех иртеççĕ. Инкек çĕрле сиксе тухсан самаях тертленме тивет: кÿршĕ ялти ФАП хупăннă, врач офисне уçман. Унта пурăнакансен килти хуçалăх йĕркеленессе шанма пулать-и?

- Паллах, ыйтăва тĕплĕн тишкермелле. Район больници çывăхрах тăк васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илни усăллăрах пулассăн туйăнать.

- Мĕншĕн?

- Килти хуçалăх пулăшăвне васкавлă медицина бригадипе танлаштарма май çук, вăл этем пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратнă лару-тăрăва сирмелли малтанхи пулăшу кăна. Инкеке лекнĕ çынна /суранлансан, наркăмăшлансан, юн кайма тытăнсан тата ытти те/ медицинăн васкавлă пулăшăвĕ çитиччен унпа тивĕçтермесен пурнăç татăлма пултарать.

Федерацин 2011 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнчи “Раççей Федерацийĕнчи сывлăх сыхлавĕн никĕсĕсем çинчен” 323-мĕш саккунĕн 31 статйинче çакна уйрăммăн палăртнă.

- Кил хуçалăхĕнче ентешĕсене малтанхи пулăшу паракансене ĕçшĕн тÿлеççĕ-и?

- Раççейĕн ытти регионĕнче вĕсем хăйсен ирĕкĕпе ĕçлеççĕ, чун хавалĕпе эппин. Пирĕн патра та çапла майпа йĕркелеме шухăшлаççĕ. Хăш-пĕр регионта ял тăрăхĕсем вĕсене хавхалантараççĕ - урăхла мĕнле пултăр-ха: çав енри халăх сывлăхĕпе пурнăçĕ вĕсене интереслентермеллех. Федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кил хуçалăхĕсене ĕçлемешкĕн услови туса парасси вĕсен полномочийĕ шутланать.

- Кил хуçалăхĕсем республикăра хăçан ĕçлеме пуçăнаççĕ?

- Вĕсене кăçалхи виççĕмĕш кварталта йĕркелесе çитерме палăртатпăр. Тĕрĕссипе, пĕр кунра татса памалли ыйту мар çакă. Апла тăк тĕплĕн шухăшламалла, çиччĕ виçсе пĕрре касмалла: малтан çав хуçалăхсене суйласа вĕсен хуçине ентешĕсене малтанхи пулăшу памашкăн вĕрентмелле.

Федерацин çĕнĕ саккунĕсем вăя кĕнĕ май юлашки вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен полномочийĕсем улшăнчĕç. Çавăнпа пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлемелли нормăпа право акчĕсене туса хатĕрлемелле, кашнин тивĕçне пайăррăн палăртмалла. Малтанхи пулăшу парасси лицензилемен медицина пулăшăвĕ пулнине асра тытмалла.

Паллах, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем ку ыйтăва тивĕçлипе хакламасăр тăмĕç: вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе кил хуçалăхне йĕркелессипе çыхăннă финанс тĕлĕшпе те пĕр шухăш патне пырса тухасси иккĕлентермест. Пĕрлехи вăйпа халăх ырлăхĕшĕн палăртнă тĕллевсене пурнăçлама эпир хал çитермеллех.

 



"Хыпар"
19 апреля 2012
00:00
Поделиться
;