Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вăрçă паттăрĕсем асрах

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине Кивĕ Пуянкасси ялĕнчен 150 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 90 ытла çын вăрçă хирĕнчен тухайман, хăш-пĕр çемьесенчен икшер-виçшер çын. Акă Семен Евграфовăн "Мирушка Çемукĕн" Микули, Çтаппанĕ, Матвейĕ, Федор Кондратьевăн Кантрашĕпе Виталийĕ, Владимир Кондратьевăн "Кантюк" Сантăрĕпе Санькки хыпарсăр çухалнă. Пĕр пысăках мар ялта кăна каччă пуççăн çĕре кĕнисем 30 ытла çын – 18–26-ри çамрăксем. Вăрçă мĕн чухлĕ çемьене тăлăха хăварнă. Таврăннисем те вăрçă суранĕсене, асапне пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Иртнĕ кĕркунне Андрей Филиппович Филиппов çуралнăранпа 100 çул тултарчĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен çамрăклах тăлăха тăрса юлнă йышлă çемье. Кама – ача çуртне вырнаçтарнă, кама – усрава панă. Ĕмĕрлĕхе çухатнă вĕсем пĕр-пĕрне. Энтри çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Пĕр ĕçрен те пăрăнман вăл. Тимĕрçĕ те, вĕрентекен те, коллективлă хуçалăхпа промартель ертÿçи те пулнă. ВЛКСМ Тăвай райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче те тăрăшнă. Тинĕс Хĕлипĕн Энтрийĕ 1933–1936 çулсенче Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă, отделени командирĕ пулнă. Тăван çĕр-шыв çине нимĕç вăрă-хурахĕсем тапăнса кĕрсен, ăна та фронта илеççĕ. Вăл Мускав, Сталинград патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Харсăр чунлă боеца 1943 çулта рота политрукне çирĕплетеççĕ. Политрукăн тивĕçĕ паллă: вăл яланах малти ретре, ыттисемшĕн тĕслĕх, юлташĕсене атакăна пĕрремĕш çĕклекен, вут-çулăма пĕрремĕш кĕрекен. Андрей Филипповича Курск пĕккинче çапăçма, Днепр, Висла, Одер юхан шывĕсем урлă каçма тÿр килнĕ. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн А.Филиппов аслă лейтенанта Хĕрлĕ Çăлтăр, Отечествăлла вăрçă орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Çĕнтерÿ кунне Германири Росток хулинче кĕтсе илнĕ. Демобилизаци хыççăн тăван яла таврăннă, мăшăрĕпе Варвара Петровнăпа 2 ача пăхса çитĕнтернĕ, çурт-йĕр çавăрнă. Чăвашсен паллă журналисчĕ Антип Николаев Андрей Филиппов политрук çинчен çырнă очерка хăйĕн кĕнекине те кĕртнĕччĕ.

 

 



24 апреля 2012
00:00
Поделиться
;