Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Салтаксем çапăçăва хĕç-пăшалсăр кĕнĕ

Аслă Çĕнтерĕве уявлама пуçлани 67 çул çитрĕ. Шел, ăна пире парнелекенсен пĕр пайĕ юнлă хиртех пуç хунă, Тăван çĕр-шывăмăра тапăнса кĕнĕ тăшмана тĕп туса ĕмĕрлĕхех куç хупнă, çамрăк арăмĕсене, ачи-пăчине, çывăх çыннисене тăлăха хăварнă. Анчах вут-çулăм витĕр тухса чĕрĕ юлнă салтак та çулран-çул сахалланса пырать. Вĕсене Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çинчен пĕлтерекен, çамрăк ăрăва паттăр та чыслă пулма вĕрентекен «чĕрĕ кĕнекесем» теес килет...

Етĕрнере пурăнакан Иван Ермолаева 90 çултан каçнă тееймĕн. Тÿрĕ пилĕкĕ, вашават утти, сыпăнуллă калаçăвĕ... Вăл хăйне вун çиччĕри пекех туять. Кăкăр тулли орден-медалĕ кăна Иван Васильевичăн çамрăклăхĕ тумхахлă иртнине кăтартать.

Йĕпреç районĕнчи сакăр ачана кун çути кăтартнă Ермолаевсен çемйинчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине виçĕ ывăл тухса кайнă. Авиаци училищинче вĕренекен Степан - 1941, Сильвестр 1943 çулта алла пăшал тытнă. Иван Васильевич çар ретне 1939 çултах тăнă. Чÿкĕн 27-мĕшĕнче присяга панă каччă тивĕçне Кемĕр облаçĕнче пурнăçланă. Анчах тăван килне вăл çичĕ çултан кăна таврăнайнă. Çĕр-шыва сасартăк тапăнса кĕнĕ ирсĕр тăшман ахаль те инçе çула тата вăрăмлатнă. Хаяр, юнлă, çухатуллă, куççульлĕ çав тапхăра курнисене, чăтса ирттернисене ун çинчен аса илме питĕ йывăр.

- 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче эпир Гродно хулинчеччĕ. Ирхине хăрушлăх çитнине пĕлтерекен сасă янăрарĕ. Вĕренÿ вăхăтне йытă пек хăнăхса çитнĕччĕ. Ун чухне те салтаксем: «Тухатпăр та кĕретпĕр», - терĕç. Йăнăшрăмăр. Вăрçа никам та кĕтмен. Шăпах çĕртме уйăхĕнче пире çар çи-пуçĕпе тивĕçтерчĕç, лайăх апатлантаратчĕç. Апла пулин те пирĕн салтаксем малтанхи тапхăрта çапăçăва пушă алăпа, хĕç-пăшалсăр, кĕретчĕç. Кирлĕ çар хатĕрĕ çукпа пĕрехчĕ, - калаçрĕ ветеран.

Тăватă çула тăсăлнă вăрçă пуçламăшĕнчи самантсене татах аса илчĕ вăл. Пĕррехинче казармăра Иван Ермолаевпа тепĕр салтак кăна юлнă. Ыттисене шыраса тира çитнĕ. Сасартăк самолетсенчен пеме пуçланă. Каялла таврăннă тĕле Гродно çулăмпа ялкăшнă. Унтан вĕсем Дзержинска çитнĕ.

Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер Чехословакие ирĕке кăларнă, Германире çапăçнă. Аслă Çĕнтерĕве вара Хемниц хулинче кĕтсе илнĕ.

- Пурте чун-чĕререн савăнаттăмăр, пĕр-пĕрне ыталаса чуп тăваттăмăр. Чĕрĕ юласса, çак çĕр тăрăх утасса кам шухăшланă-ха? - терĕ 114 çынран тăнă батарея старшини.

93 çула çывхарнă арçын Баранцы поселокĕпе Минск хули хушшинчи «Негорелое» чукун çул станцине сирпĕтсе янине, Ржевра çапăçнине, Шурă Чиркÿ хулине ирĕке кăларнине куç умне кăларчĕ. Аса илÿ çăмхи сÿтĕлнĕ май Иван Васильевич фашистсем кама-мĕне пĕтерсен те табак фабрикисене сирпĕтменнине, Литвара пирĕн салтаксене наркăмăшлă сĕт ĕçтернине, вун-вун çĕр куç хупманнине, выçă хырăмпа çÿренине пăшăрханса каларĕ. Пĕррехинче беларуç хĕрарăмĕн килне кĕнĕ. «Ывăлăм, апат-çимĕçе пĕтĕмпех фашистсем çаратрĕç. Çавăнта типĕтнĕ пулă пур, ил-ха», - тенĕ ватăскер пĕр татăк çине кăтартса.

Кулăшла самантсем те пулаççĕ иккен çарта. Старшинан хăйĕн салтакĕсен пĕчĕк ушкăнĕпе зоопаркра пулма тÿр килнĕ. Пĕрин пилоткине ондатра «йăкăртнă».

- Унсăрăн салтака каялла мĕнле илсе каяс? Паха тирлĕ чĕр чунран туртса илтĕмĕр-илтĕмĕрех, - йăл кулчĕ арçын. - Пĕррехинче Мосты хулине Неман юхан шывĕ урлă çар тумĕ илсе çитерме хушрĕç. Йывăр тиевлĕ машинăна çул çинче чарчĕç. «Ăна мар, хĕç-пăшал турттармалла», - терĕç. Çавăн чухне салтаксем çи-пуçа хăйсен хушшинче салатрĕç, - калаçăва тăсрĕ тивĕçлĕ канури çын.

I степень Тăван çĕр-шыв вăрçин тата III степень Мухтав орденĕсене, «Паттăрлăхшăн» медале тата ытти наградăна тивĕçнĕ Иван Ермолаева 1946 çулхи çу уйăхĕнче çеç демобилизациленĕ. Çуралнă тăрăхне çичĕ çултан таврăннă салтак çав куна халалласа каярахпа сăвă та шăрçаланă. Нумай вăхăт пĕр-пĕрне курман пĕр тăвансем виççĕшĕ те ашшĕ-амăшĕ патне юнлă хиртен чĕрĕ çитнĕ.

Иван Васильевич вăрçăран таврăнсан ĕçе кÿлĕннĕ. Чи малтанах Вăрнар районĕнчи Кульцавра зоотехникра, каярахпа Канашра вăй хунă. Темиçе ĕçре пилĕк авнăскере пурнăç Етĕрнене çитернĕ. Унта вăл çăкăр тата сĕт-çу завочĕсенче тăрăшнă. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. «Ĕçне кура - хисепĕ», - теççĕ халăхра. Ветеран çар наградисемсĕр пуçне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне те тивĕçнĕ.

Халĕ Иван Ермолаев хĕрĕ-ывăлĕпе, пилĕк мăнукĕпе, вĕсен пепкисемпе савăнать. Шел, юратнă мăшăрĕ вунă çул каялла çĕре кĕнĕ. Ывăлĕн çемйи, ачи-пăчи аякри хулара тĕпленнĕ. Иван Васильевич Етĕрнере хĕрĕпе тата унăн тĕпренчĕкĕсемпе пурăнать. Тĕлĕнмелле те, ветеранпа 3-ри мăнукне - тепĕр Ивана - 90 çул уйăрса тăрать.

 

 



04 мая 2012
00:00
Поделиться
;