Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Маммографи кабинечĕ ĕçлет

Сывлăх сыхлавне модернизацилес тĕллевпе йышăннă программăпа килĕшÿллĕн сиплев учрежденийĕсене çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтереççĕ. Вăрнар район тĕп больници акă «Мадис» цифрăллă маммографпа, рентгенографи аппарачĕпе пуянланчĕ.

Кăкăр ракĕ – хĕрарăмсен анлă сарăлнă онкологи чирĕсенчен пĕри, 40 çултан иртнисен ытларах тĕл пулать. Çавăнпа маммографи тĕпчевĕ витĕр тухассине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ку таранччен Вăрнар районĕнчи этемлĕхĕн черченкĕ пайĕн сывлăха тĕрĕслеттерме Канаш, Çĕмĕрле хулисене каймалла пулнă. Кăçал сывлăх сыхлавне модернизацилес тĕлĕшпе йышăннă программăпа район тĕп больницине «Мадис» цифрăллă маммографпа тивĕçтерчĕç. Оборудовани валли ятарласа кабинет уйăрса юсав, реконструкци ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Çу уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса хĕрарăмсем маммографи тĕпчевĕ витĕр тухма пуçларĕç, иккĕшĕн кăкăрĕ патологиллĕ пулни палăрчĕ. Пациентсене Шупашкарти сиплев учрежденине кайма направлени панă. Кабинетра Надежда Владимировна Петрова врач-рентгенологпа Лариса Владимировна Алексеева рентген-лаборантка ĕçлеççĕ. Иккĕшĕ те пултаруллă специалистсем. Надежда Владимировна пĕрремĕш категориллĕ тухтăр, унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 15 çул, Лариса Владимировнан – 22.

«Мадис» оборудовани 40 çултан иртнĕ хĕрарăм кăкăрне маммологире кăтартнă пек тĕпчеме, чир-чĕре вăхăтра тупса палăртма пулăшать. Çавăн пекех ытти ÿсĕмри хĕрарăмсен те тухтăр направлени парсан сывлăха тĕрĕслеттермелле.

Маммографи тĕпчевне Вăрнар район тĕп больницин поликлиникин 28-мĕш кабинетĕнче тăваççĕ, тÿлевсĕрех йышăнаççĕ.

Вăрнар районĕнчи хĕрарăмсемсĕр пуçне Йĕпреç, Элĕк енче пурăнакансем те тĕрĕсленме пултараççĕ. Кабинет шăмат кунпа вырсарни кунсăр пуçне куллен 8 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет.

 



"Çĕнтерÿ çуле"
19 мая 2012
00:00
Поделиться
;