Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх тата кадрсем - тĕп ыйтусем

Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер иртнĕ ларăвĕнче тĕп ыйтусен шутĕнче патшалăх доклачĕсем пулчĕç - «Чăваш Республикинче пурăнакансен сывлăхĕн 2011 çулхи лару-тăрăвĕ çинчен» тата «2011 çулта Чăваш Республикин экономикине кадрсемпе тивĕçтерни çинчен».
Сывлăхпа çыхăннă докладпа паллаштарнă май вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пăшăрхантаракан чылай ыйтăва çĕклерĕ. Республикăра тулашри сăлтавсене пула çынсем вилесси Раççейри шайран чылай пысăкрах. Асăннă сăлтавсенчен шутĕнче - суицид, алкогольпе наркăмăшланни, çул çинче суранланни. Çынсем хăйсен çине алă хурасран сыхланас тĕлĕшпе Чăваш Енре медицина енчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнни паллă. Çав вăхăтрах, Алла Владимировна шухăшĕпе, пурнăçран уйрăлма шут тытнисен социаллă статусне палăртас енĕпе ĕçлемелли пур - шăпах çакă хăйне евĕр профилактика пулса çивĕчлĕхе чакарма пулăшмашкăн тивĕç. Алкогольпе сиенленсе çынсен пурнăçĕ татăлнă тĕслĕхсен шучĕ чакать. Çулсем çинчи аварисем енĕпе вара ĕç-пуç çивĕчленни палăрать. Кунта та медицина енчен пысăк ĕç туни куç кĕрет. Анчах суранланнисене вăхăтра пулăшу пани - пĕрре, çынсем çулсем çинче асăрхануллă пулманни - пачах урăх ыйту. Шăпах çул-йĕр правилисене пăхăнманни нумай инкек кÿрет.
Республикăра врачсем çав-çавах çителĕксĕр - 927 çын çитмест. Вĕсен шучĕ ялта та, хулара та чакать. «Земство тухтăрĕ» программа ялсенчи медиксен йышне çирĕплетме май парать-ха, 68 врач яла кайма кăмăл тунă - вĕсене миллионшар тенкĕ тÿлени паллă. Анчах çакă та ыйтăва татса параймасть.
Аварисем тенĕрен - Михаил Игнатьев та темăран пăрăнса иртмерĕ. Тĕлĕнмелле пулса тухать: лайăх çулсем тăваççĕ те - çакă инкексен шутне ÿстерет иккен. Кун пирки республика Пуçлăхне çынсем тĕл пулусенче калаççĕ. «Унччен асфальт пулман, халь вара яка çул çинче çамрăксем руль умне ларса пысăк хăвăртлăхпа çÿреççĕ - авари тăваççĕ. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ авомобиль илсе парать те...» - пăшăрханса калаçрĕ Михаил Васильевич. Çавăнпа та тивĕçлĕ мерăсем йышăнмаллах. Унашкаллисен шутĕнче - «выртакан полицейскисем» тăвасси, çамрăксемпе ăнлантару ĕçне йĕркелесси тата ыт.те.
Михаил Васильевич демографи лару-тăрăвĕ лайăхланнине палăртнипе пĕрлех хĕрарăмсем хырăм пăрахни, ку вĕсен сывлăхĕшĕн сиенли, çавнашкал ытти ыйту çинчен те малашне уççăн калаçма сĕнчĕ. Республикăра кашни пиллĕкмĕш çемье ача çуратаймасть - асăннă темăсене уççăн сÿтсе явмасăр ку ыйтăва епле татса парăн? ЧР Пуçлăхĕ çынсем район больницисенче черет нумай кĕтме тивни пирки ÿпкелени çинчен те каларĕ. Алла Самойлова ку енĕпе уйрăм специалистсем çитменнине кура вырăнсенче черет пулнине палăртрĕ. Çавăнпах министерство врачсен куçса çÿрекен ушкăнĕсене йĕркеленĕ, вĕсем графикпе килĕшÿллĕн районсенче пулаççĕ - çынсене тивĕçлĕ пулăшу кÿреççĕ. Доклада пĕтĕмлетнĕ май Михаил Васильевич ларура çĕкленĕ ыйтусене малашне шута илмелли çинчен каларĕ.
Экономикăна кадрсемпе тивĕçтерес ыйту та самай калаçтарчĕ. Патшалăх докладĕнче вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов кадрсем тĕлĕшпе ĕç рынокĕнче шайлашу çуккине пытармарĕ. Çапла, ĕçсĕрлĕх чакать, анчах пĕлтĕр тĕрлĕ вĕренÿ заведенине пĕтернĕ 594 çамрăк халĕ те ĕçе вырнаçман иккен. Социаллă наукăсене ăса хывнисем, гуманитарисем, экономикăпа управление вĕреннисем - тĕпрен илсен вĕсем хăйсен вырăнне тупаймаççĕ.Тепĕр тесен вĕсем кăна та мар. Калăпăр, республикăри строительство отраслĕнче паян 27 пин çын ĕçлет. Юлашки çулсенче кăна Чăваш Енри вĕренÿ заведенийĕсем 29 пин çынна строительствăра кирлĕ специальноçсене вĕрентнĕ. Отрасль валли кадрсем çитмелле пек. Апла мар иккен. Строительство организацийĕсене паян 14 пин çын кирлĕ...
Демографипе çыхăннă çивĕчлĕх рабочисем çитменни патне илсе пыма пултарать. Инженерсене ытларах вĕрентмелле. Шел те, вĕренÿ заведенийĕсем пурте çакна тĕпе хумаççĕ-ха. Вĕрентĕве производствăпа çыхăнтарни усă кÿмелле, ку енĕпе те ĕçлемелли пайтах. «Аслă пĕлÿ илнĕ студентсем ĕçе вырнаçаймаççĕ. Эппин, вĕсем професси суйласа илнĕ чух йăнăшнă. Ашшĕ-амăшĕ вăхăтра тĕрĕс сĕнÿ паман пуль. Çав çынсем, калăпăр, хуралта ĕçлеççĕ - мĕншĕн вĕреннĕ? Кун валли аслă пĕлÿ кирлĕ мар вĕт...» - пăшăрханса калаçрĕ Михаил Игнатьев.
Ыйтăва тĕплĕн сÿтсе явнă хыççăн Михаил Васильевич çамрăксен менталитечĕ урăхлараххине те палăртрĕ: «15 пин тенкĕ тÿлĕр - унсăр ĕçлеме килĕшместĕп теççĕ. Ĕçлекен çынна хисеплемелле - унсăрăн малалла каяймăпăр», - çапларах пулчĕ пĕтĕмлетÿ.
Ларура таса ятне тавăрнă çынсене социаллă пулăшу кÿмелли саккуна улшăнусем кĕртмелли проекта ырларĕç. Унпа килĕшÿллĕн пулăшу илекенсен йышĕ кăшт ÿсмелле. Пĕтĕмпе вара республикăра реабилитациленисен шучĕ 1,8 пине яхăн çын. Тата политика репрессийĕсене пула шар курнă тесе йышăннисем - 46-ăн. Çак йыша 2,3 пин тенкĕ ытларах тÿлеççĕ, телефон тÿлевсĕр лартмалли ирĕк пур. Унсăр пуçне - 2 пин тенкĕ ытларах пособи.
Республикăн ĕç сыхлавĕн центрне пĕтерме йышăнчĕç. Вăл ĕç вырăнĕсене аттестацилес енĕпе тăрăшнă. Халĕ ку тивĕçе уйрăм çынсен фирмисене шанаççĕ те - патшалăх текех тăкакланмĕ.
Районсемпе хуласен инвестици активлăхĕн рейтингне пĕтĕмлетнĕ тăрăх çĕнтерÿçĕсене палăртнă та - вĕсене республика бюджетĕнчен субсиди парасси çинчен экономика министрĕ Алексей Табаков пĕлтерчĕ. Хавхалантару укçине Етĕрне тата Шупашкар районĕсем тивĕçнĕ - 819 пин тата 441 пин тенкĕ илеççĕ. Хуласен хушшинче Канашсем палăрнă - 840 пин тенкĕ илсе çак укçапа инфратытăма аталантарма усă курĕç. Михаил Игнатьев çĕнтерÿçĕсене мĕнле критерисене тĕпе хурса палăртнипе кăсăкланчĕ. Министр Етĕрнесене Сăр урлă хывакан кĕпер валли килекен инвестицисем пулăшнине палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ малашне рейтинга хатĕрленĕ чух асăннă йышши инвестицисене мар /«кĕпер валли килекен укçа, тĕрĕссипе, «çÿлтен» ÿкнĕ парне вĕт»/, вырăнсенчи администрацисен хăйсен инвестицисем тупассипе çыхăннă пуçарулăхне тĕпе хума сĕнчĕ.
ЧР Конкурентлă политика тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертÿçи Альбина Егорова шĕветнĕ газăн вак суту-илÿри чи пысăк хакĕсене çирĕплетни çинчен пĕлтерчĕ. Чăвашсетьгаз ку ĕç тупăшсăр тесе чылай пысăкрах ÿстерме ыйтнă-мĕн, анчах Тариф служби хак ÿсĕмне 15% шайĕнче чикĕленĕ - çапла вара утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шĕветнĕ газ хакĕ çав виçелĕх пысăкланать.
Ларура çавăн пекех Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртме йышăнчĕç.
 
 Николай КОНОВАЛОВ
 




"Хыпар"
15 июня 2012
00:00
Поделиться
;