Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ĕçке пула пуç пĕтет («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары )

Ĕçмелле е ĕçес çук; Çак ыйту йывăр тата паянхи куншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çын тивĕçлĕ йышăну тунинчен унăн пурнăç ăнăçлăхĕ килет.

Питĕ шел те, анчах цифрăсемпе фактсем ытла та хăрушă: Раççейре 15 миллион çын алкоголизмпа чирлĕ, вĕсенчен 96, 2 проценчĕ спиртлă шĕвекпе 15 çула çитиччен туслашнă, 30 процентран ытларахăшĕ – 10 çула çитиччен. Çак чире пула çулсерен çĕршывра 400 пин вăйпитти çын пурнăçран уйрăлать. 50–60 пинĕшĕ – алкогольпе наркăмăшланнипе, ыттисем ÿсĕрле шывра путаççĕ, çунса каяççĕ, шăнса вилеççĕ, çул-йĕр инкекне лекеççĕ, вăрçаççĕ-харкашаççĕ, хăйсем çине алă хураççĕ тата ыт.те. Раççейри çынсен ÿсĕмĕн тăршшĕ ытла та пĕчĕк, çын чылай вилнин тĕп сăлтавĕ – эрех-сăра чараксăр ĕçни.

Пирĕн республикăра халăха алкогольтен сивĕтес тĕлĕшпе чылай ĕç тăваççĕ, ятарлă Указ, тĕллевлĕ программа пурнăçланаççĕ. Чăваш ен пĕтĕм тĕнчери «Регионсем – сывлăхшăн» сывлăх сыхлав организацийĕн Европăри сечĕн чăн членĕ шутланать, çынсен сывлăхне çирĕплетессипе «Сывă хуласем, районсем, поселенисем» регион сетьне туса хунă.

2010 çулхипе танлаштарсан республикăра спирт шĕвекĕсемпе наркăмăшланасси 5, 5 процент чакнă. Наркăмăшланасси нумай чухне алкоголе магазинтан мар, суррогатлă изделисем туяннипе çыхăннă. Эрехпе вилмеллех наркăмăшланни 17, 5 процент чакнă пулин те ÿсĕрсене сыватма васкавлă пулăшу чĕнесси ÿснĕ. Кăçалхи январь – июнь уйăхĕсенче вĕсене 2407 хутчен пулăшу панă.

Алкоголь тата унăн суррогачĕ никама та ăслăрах тумасть, пачах урăхла, вăл усал ĕçсем тума хĕтĕртет, пуç мимине вăйлă сиен кÿрет. Тĕпченĕ тăрăх, пĕрре эрех, уйрăмах «фунфурик», ĕçни те организма «аркатать», ăс катăлать, çивĕч шухăшлавĕ пĕтет, кăмăл-туйăмĕ пăсăлать, хăйне хăй тытма пĕлмест.

Пĕр тĕслĕх кăна. 39-ти А., аслă пĕлÿллĕскер, предприниматель, «хаваслă» канма юратнăскер, пĕр канура эрехне самаях сыпса лартнă, çиелтен тата «фунфурик» ярăнтарнă. Мĕн тетĕр – халĕ вăл хăйĕн ятне те, хăй унччен мĕн ĕçленине те ас тумасть. Çавăнпа та манма кирлĕ мар: медицинăн çынна туххăмра чĕртсе тăратакан асамлă патак çук.

Сирĕн организм – чи хаклă пурлăх пулмалла. Çавăнпа та ăна эрех-сăрапа наркăмăшлама кирлĕ мар. Пирĕн запасра урăх организм çук, сиенленĕ органсене нимĕнле технологипе те сыватма май килмест.

Алкоголь никама та тиркемест. Енчен те сирĕн е çывăх çыннăрсен ку енĕпе ыйту пур пулсан психиатр-нарколог патне каяссине ырана ан хăварăр. «Республикăри диспансер» реабилитаци центрĕнче алкогольпе чирлекенсемпе консультаци ирттереççĕ, ачасемпе çамрăксен уйрăмĕнче «Ашшĕ-амăшĕн шкулĕ» ĕçлет.

И.БУЛЫГИНА,Чăваш Республикин тĕп наркологĕ.



16 июня 2012
00:00
Поделиться
;