Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Çĕр пулсан – пурăнма пулать («Край родной (Тăван Ен)», Кугеси )

Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси районта еплерех пурнăç­ланать?

Çемьене пулăшас, патшалăх енчен тĕрев парас тĕллевпе пĕлтĕр март уйăхĕнче Республика Пуç­лăхĕ М. Игнатьев виç­çĕмĕш е ун хыç­çăнхи ача çуратакансене çĕр лаптăкĕпе тивĕç­тересси çинчен Указ кăларнăччĕ. Çĕрпе тивĕç­терме шута илнĕ тăван районти нумай ачаллă 275 çемьерен 90-шĕ ăна илнĕ те.

Пурри пăсмасть, çăкăр ыйтмасть!

Çакăн пек телейлĕ çемьесенчен пĕри вăл – Сарапакасси ял тăрăхĕнчи Çатракассинче пурăнакан Егоровсен çемйи. Çĕр лаптăкĕн сертификатне вĕсем пĕлтĕр Аслă çĕнтерĕве халалланă уяври чыслă лару-тăрура илнĕ. Çулталăк ытла иртнĕ ĕнтĕ унтанпа! Егоровсемпе тĕл пулса вĕсен кăмăл-туйăмне, çĕрпе çыхăннă паянхи лару-тăрăвне пĕлес шухăшпа вырăна тухрăмăр…

Хаçат ĕç­ченĕсене кил хуçи арăмĕ Елена Михайловна ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, чăваш йăлипе тĕпелелле ирттерчĕ. Икĕ çултан иртнĕ кĕçĕн ывăлĕ Кирилл та амăшĕнчен пĕр утăм юлмарĕ. «Çак ача çуралсан патшалăхран çĕр лаптăкĕ тиврĕ те ĕнтĕ! – ывăлне лăпканă май калаçăвне тăсрĕ виçĕ ача амăшĕ. – Паллах, влаç­ра тăракансем çамрăк, нумай ачаллă çемьесене тĕрлĕ енлĕ пулăшма май тупни, ку ыйтупа çине тăрса ĕç­лени савăнтарать, ыранхи кун тăнăç­лăхĕнче шанăç кÿрет…»

Хальлĕхе Елена Михайловна кĕçĕн ывăлĕпе декрет отпускĕнче, унччен вăл Шупашкарти чăх-чĕп фабрикинче çăмарта суйлакан пулса ĕç­ленĕ. Мăшăрĕ, Анатолий Александрович, Лапсарти «Пинега» ОООра столяр-станочникра вăй хурать. «Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, ял çыннишĕн çĕр – пысăк пуянлăх, тулăх пурнăç. Тар кăлармасăр, хура çĕр çине пусмасăр хресчен тутă пулни хăçан пулнă вăл? Хамăр та мĕн ачаран çĕр ĕçĕпе ÿснĕ, ачамсене те çавăн пекех ÿстеретпĕр! Çавăнпа та виç­çĕмĕш ачашăн панă çĕр лаптăкĕпе хушма хуçалăхра усă курассинче иккĕленÿ пулман. Шел, çĕрĕ катара пулни çеç кăмăла хуçать – Лапсар ял тăрăхĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнче пачĕç ăна, тăван кĕтесре тупăнмарĕ», – кăмăл-туйăмне пайлать хĕрарăм.

Кайса çÿреме катара пулнипех ĕнтĕ 12 сотый лаптăка хальлĕхе тухăç­лă «ĕç­леттерме» май килмен. Пахча çимĕç ÿстерес – пăхса тăмалла! Инçе çула вĕçĕмсĕр кĕскетме ял çыннин майĕ те, вăхăчĕ те çук. Çак сăлтавпах ĕнтĕ хăшĕ-пĕри тивекен çĕр пайĕ кирлĕ мар тесе палăртнă. Сăмах май, çĕр пайне Лапсарти Хĕрлĕçыр ялĕнче илнĕ йышлă çемьесем Сарапакасси ял тăрăхĕнче татах та пур – вĕсем 4-ăн.

«Çĕр вырăнĕ катара пулнине пăхмасăрах ăна илме шухăшларăмăр, çăкăр ыйтмĕ терĕмĕр. Малтанлăха, тен, нумай çул ÿсекен курăк акса ÿстерĕпĕр, унтан вара – куç курĕ… Çурт хута ярсан та пăсмĕ, икĕ ывăл, вăхăчĕ çитсен тĕп килтен пĕрин çав-çавах уйрăлса тухма тивет. Асли акă, Саша, 18-ра та çитрĕ ĕнтĕ! Вăхăчĕ кĕтмест, малаллах шăвать…» – малашлăхне, çĕр лаптăкĕн «шăпине» хăй еплерех курнине калать нумай ача амăшĕ Елена Егорова.

Кам мĕнле усă курать

Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 17-мĕшĕ тĕлне нумай ачаллисене уйăрнă 99 пин те 674 гектар çĕр лаптăкĕ çинче 36 çемье – çурт лартас, 54-шĕ хушма хуçалăха аталантарас шухăшлă. Çĕр лаптăкĕн сертификатне нумай ачаллă çемьесем уйрăмах Кÿкеç (38 çемье), Лапсар (17 çемье) ял тăрăхĕсенче тивĕç­нĕ. Паянхи куна çĕр илмелли пĕрлехи черетре 161 çемье шутра тăрать, вĕсенчен 116-шĕ çĕр лаптăкне хушма хуçалăха тытса тăма, 43-шĕ – çурт çавăрма, тепĕр 2-шĕ вара дача валли усă курасшăн-мĕн. Сертификат парасса кĕтекен çемьесен шучĕпе малти вырăна Çĕньял (паянхи куна списокра нумай ачаллă 24 çемье тăрать), Ишлей (24 çемье), Вăрман-Çĕктер (19 çемье) тата Тутаркасси (17 çемье) ял тăрăхĕсем пайлаç­çĕ. Шел те, Шемшер (списокра 1 çемье, унччен те çавах пулнă), Чăрăшкасси (3 çемье), Сарапакасси (4 çемье) ял тăрăхĕсем çĕр илес тĕллевлĕ нумай ачаллă çемьесен шучĕпе хальлĕхе мухтанаймаç­çĕ-ха, паянхи куна вĕсен йышĕ списокра пÿрне хуç­са шутламалăх кăна.

Кÿкеç, Лапсар, Янăш ял тăрăхĕсем вара ума лартнă çирĕп тĕллеве 100 проценчĕпе пурнăç­ланă тесен те юрать – вырăнта пурăнакан нумай ачаллă çемьесене пурне те çĕр сертификачĕ панă. Кăçал районта пурĕ 117 йышлă çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтерме палăртнă: вĕсенчен 45-шĕ тивекен çĕр лаптăкĕ çинче çурт хăпартĕ, 70-шĕ хушма хуçалăха тытса тăрĕ, тепĕр икĕ çемье дача валли усă курĕ.

 

 



"Тăван ен"
03 августа 2012
00:00
Поделиться
;