Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Вĕсем - тăлăх ватăсемпе инвалидсен шанчăкĕ

Хевтесĕррисем, вăйсăррисем пулăшусăр пурăнаймаççĕ. Анчах ăна камран кĕтсе илмелле-ха? Республикăри кашни хула-районта социаллă пулăшу паракан центрсем пур. Анчах ватă çынсем социаллă ĕçченсене шансах каймаççĕ иккен. Сăлтавĕ - суеçĕсем. Телекуравпа радио хыпарлавра ултавçăсем пирки тăтăшах пĕлтереççĕ вĕт. Хайхискерсем ватă çынсен тимсĕрлĕхĕпе усă кураççĕ. Палламан çынсене шанаканскерсене шăнман пăр çине çăмăллăнах лартса хăвараççĕ: темиçе çул пухнă пурлăхне вăрлаççĕ, укçи-тенкине çаратаççĕ... Çакăн хыççăн çынна ĕненес килĕ-и?

Вулакансем социаллă ĕçченĕн тивĕçĕсем пирки тавçăраççĕ-ши? Çак профессире вăй хураканăн мĕн пĕлмелле?

Пулăшушăн тÿлемелле

1987 çулта Патăрьел районĕнче хуçалăха пĕччен тытса тăракан ватă çынсене килĕрен пулăшма тытăннă. Социаллă ĕçчен вăйсăррисене çуртри ĕçе тума, картишĕнче тирпейлеме пулăшнă. Социаллă центр ертÿçисем ĕçе кĕрессишĕн хыпкаланакансене тимлĕ сăнанă. Вакансие йышăнакансен кăмăлне пăхнă.

- Ватă çынпа пĕр чĕлхе тупас тесен мĕн пур ĕçе кăмăлтан тумалла. Хăйне майлăскерсене юрама та пĕлмелле. Карчăксемпе стариксем пĕлĕшĕсене, кÿршисене, тăванĕсене шанаççĕ, çавăнпа социаллă ĕçченсем хевтесĕррисенчен инçе ан пурăнччăр тетпĕр. Ватăсене çĕрле те пулăшу кирлĕ пулаять вĕт. Самантранах чупса çитчĕр, - терĕ Патăрьелти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Татьяна Малинина. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - ватă çынсем пулăшăва хаклаççĕ, тав сăмахĕ калама ÿркенмеççĕ. Çапах хирĕçÿллĕ лару-тăру та сиксе тухать. Вĕсене сÿтсе яваççĕ, татса параççĕ.

Центр ĕçченĕсем çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ. Нумаях пулмасть мобильлĕ бригада ĕçлеме пуçланă. Тĕрлĕ уйрăм специалисчĕ вырăна çитет, ватă çынсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе кăсăкланать.

- Унсăр пуçне социаллă ĕçченсемпе хевтесĕррисен тăванĕсем валли шкул йĕркелеме палăртрăмăр. Унта хавшаккисене пăхма вĕрентĕпĕр, - палăртрĕ Татьяна Малинина. Центрта тăрăшакансем уявсем умĕн мероприятисем те ирттереççĕ. Ватăсем Çĕнтерÿ кунне уйрăмах кĕтеççĕ. Вĕсемшĕн Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ - чăн-чăн праçник. Çын умне тухма хатĕрленекенсем мобильлĕ ушкăнпа пĕрле парикмахера та чĕнеççĕ.

Хальлĕхе центрта килĕрен социаллă пулăшу паракан икĕ уйрăм ĕçлет. Вĕсенче тăрăшакан 91 ĕçчен 125 çынна пăхса тăрать. Çав шутра - тăлăх ватăсемпе инвалидсем. Пĕр социаллă ĕçчен 4 çынна сăнаса тăма пултарать. Чи пĕлтерĕшли - вăл пурин патне те вăхăтра çитни. Ĕçе уйрăм ертÿçисем - Людмила Мишинăпа Валентина Краснова - тĕрĕслеççĕ. Социаллă ĕçчен хăйĕн тивĕçне пурнăçлать-и? Ватă çын кăмăлсăр тăк сăлтавне шыраççĕ. Ĕçчене чĕнеççĕ, калаçаççĕ. Çакăн хыççăн вăл йăнăшне ăнланать, тÿрĕ кăмăлтан тăрăшать.

Чылай çĕрте çамрăксем ĕç вырăнĕ çуккишĕн ÿпкелешеççĕ. Хастаррисем йывăр лару-тăруран тухмалли меслетсене тупаççех. Социаллă ĕçченĕн ретне 20-рен иртнĕ хĕрсемпе каччăсем те тăма пултараççĕ.

- Çак профессире тăрăшас кăмăллисен ял-салара пурăнакан ватă çынна тупмалла. Карчăк е старик çакнашкал пулăшăва хирĕç ан пултăр çеç, - терĕ 2-мĕш уйрăм ертÿçи Валентина Краснова.

- Унсăр пуçне хевтесĕрри çак пулăшушăн тÿлеме хатĕр пултăр, - хушса хучĕ 1-мĕш уйрăма тытса тăракан Людмила Мишина. - Хайхискерсен пенси виçине пурăнма кирлĕ минимумпа танлаштараççĕ. Вăл иккĕмĕшĕнчен 2 хут пысăкрах тăк социаллă пулăшушăн пенсин 20 процентне тÿлеме тивĕ. Хăшĕ-пĕри ĕçшĕн хавхалантарасшăн мар.

Социаллă ĕçчен мĕн тунине кун кĕнекине палăртать. Унта йăлт тĕплĕн асăннă. Тĕслĕхрен: «2012.08.04. Çуртра тирпейлерĕм /урай çурăм, çÿлĕксене - тусанран, кавирсене çÿп-çапран тасатрăм/. 20 литр шыв йăтса кĕтĕм. Апат пĕçерме пулăшрăм /çĕр улми шуратрăм, купăста турарăм, аш-какай вакларăм.../. 2012.08.08. Пÿлĕмре юсав ĕçĕсем тума пулăшрăм /обой сÿрĕм, стенана сăрларăм/. Коммуналлă пулăшушăн тÿлемешкĕн укçа илтĕм /100 тенкĕ йышăнтăм. Çутăшăн - 40 тенкĕ тÿлерĕм, 60 тенкĕ юлчĕ/. 2012.08.12. Квитанцие, юлнă укçана патăм. Апат-çимĕç туянмашкăн 150 тенкĕ йышăнтăм /1 çăкăр - 15 тенкĕ, 1 килограмм сахăр - 35 тенкĕ, 1 литр сĕт - 28 тенкĕ, 1 килограмм рис кĕрпи - 35 тенкĕ. 113 тенкĕ тăкакларăм. 37 тенкĕ юлчĕ/. Чека тавăрса патăм. 2012.08.17. Сивĕтмĕше çуса тасатрăм. Кухньăра тирпейлерĕм: урай, чашăк-тирĕк çурăм, чÿрече янахĕсене тасатрăм. Психологи пулăшăвĕ патăм. 2012.08.19. Çĕр улми йăранĕсене çумларăм. Хăярпа помидор пухрăм. Кил картишĕнче тирпейлерĕм». Çакнашкал кун кĕнеки кашни специалистăн пур. Ĕçе пурнăçланине ĕнентерсе социаллă ĕçченпе пулăшу илекен алă пусаççĕ.

“Çын кăмăлне хăварас марччĕ”

Галина Григорьева Патăрьел районĕн тĕп сыватмăшĕнче 40 çула яхăн медсестрара вăй хунă. Хĕрарăм тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть. Мишинăпа Краснова ун пирки: «Социаллă ĕçчен пулмах çуралнă», - терĕç. Галина Владимировна Патăрьелте тĕпленнĕ 78 тата 80 çулсенчи Раисăпа Анна Енилинăсене пулăшать. Унсăр пуçне вăл Тăрăнта пурăнакан тепĕр ватă çынна пăхать. Эпир /Людмила Мишинăпа, Валентина Красновăпа/ Енилинăсем патне çитнĕ вăхăтра Галина Григорьева чупкаласа çÿретчĕ.

- Ĕнер çеç урай сăрларăмăр-ха, паян сивĕ шывпа сăтăрса тухрăмăр, - терĕ вăл. Аннăпа Раиса - аппăшĕпе йăмăкĕ. Тыл ĕçченĕпе ĕç ветеранĕ тăван хуçалăхшăн кунĕн-çĕрĕн тăрăшнă. Çемье çавăрманскерсем иккĕшех пурăнаççĕ. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр специалисчĕсем ватă хĕрарăмсем патне темиçе те çитнĕ. Анчах Енилинăсем пулăшăва йышăнман. Тен, ватăсем ют çынна шанман? Çулсем иртнĕçемĕн ватăсен вăйĕ чаксах пынă. Хайхискерсене хуçалăха тытса тăма йывăр пулнă. Икĕ çул каялла Аннăпа Раиса аякри тăванĕн Галина Григорьевăн пулăшăвне йышăннă.

- Килти хуçалăхра пĕрле тăрмашатпăр. Хăш чухне арçын алли те кирлĕ. Ун чухне ывăлăма чĕнсе илетĕп. Тин кăна пластик чÿречесем вырнаçтартăмăр та Саша сулăсем турĕ, карăсем валли гардинăсем çакрĕ, - пĕлтерчĕ социаллă ĕçчен. Енилинăсем çурта газпа ăшăтаççĕ. Ялсенче пурăнакан чылай ватăн кăмака хутмалла. Специалистăн вутă татма, çурма пулăшмалла, кăмака чĕртмелле. Çавăнпах социаллă ĕçченсен канашлăвĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ пирки аса илтереççĕ. Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин специалисчĕсем социаллă ĕçченсемпе пĕрле ватăсем патне çитеççĕ, кăмакасене тĕрĕслеççĕ.

Авăнăн 15-мĕшĕнче Анна Васильевна 80 çул тултарать. Ватăсем уява хатĕрленеççĕ. Хĕрарăмсем Галина Григорьева пирки ăшшăн сăмахлаççĕ.

- Мĕн пур ĕçре пулăшать, аптекăран эмелсем те туянса килет, - терĕç вĕсем.

- Пирĕн специальноçĕ çапла. Яланах çын кăмăлне хăварас мар тесе тăрăшаттăм, - сăмах хушрĕ соцĕçчен.

- Галина Григорьева патне кирек хăш вăхăтра шăнкăравласан та: «Юрать, часах çитетĕп», - тет. Вăр-варскер çамрăксенчен те ирттерет, - палăртрĕ Валентина Краснова. Килĕшÿ тăрăх - социаллă ĕçченĕн эрнере 16 сехетрен кая мар ĕçлесе пулăшмалла. Ĕçе чунран, кăмăлтан пурнăçлатăн тăк миçе сехет аппаланнине пăхатăн-и? Галина Григорьева Енилинăсем патĕнче эрнере миçе сехет ирттерни пирки калама хĕн. Пысăк чĕреллĕскер ватăсен пурнăçне çăмăллатассишĕн куллен тăрăшать.

Шалăвĕ пысăк-и?

Социаллă ĕçчене килсе çÿрекен пулăшуçă пек хаклама пулать. Тăрăшуллăскер яланах юнашар мар вĕт. Ватă çыннăн сывлăхĕ çур çĕрте те хавшама пултарать. Раççейре тăлăх ватăсемпе инвалидсем валли усрав çемьесем йĕркелесси пирки пилĕк çул каяллах сăмах пуçарнă. Виçĕм çул РФ Ĕçпе социаллă аталану министерстви çак тĕллевпе ĕç пуçарнă, анчах прокуратура ăна пăрахăçлаттарнă. Çакна тумашкăн саккун ирĕк памасть иккен. Пăхăнма тивнĕ пулин те шухăша пуçрах тытнă. Усрав çемйисен институтне федераци саккунĕнче асăнасса кĕтнĕ, анчах шанни кăлăхах пулнă. Çапах çĕр-шывăмăр хăш-пĕр регионĕнче тăлăх ватăсене çемьене вырнаçтарассипе çыхăннă саккунсемпе йышăну кăлараççĕ. Акă Саха /Якути/ Республикинче ватăсемпе хевтесĕррисене усрав çемьесене вырнаçтарасси пирки саккун проектне йышăннă.

Владимир облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Николай Виноградов çакнашкал йышăнăва алă пуснă. Унпа килĕшÿллĕн çак пулăшăва 55 тултарнă хĕрарăмсемпе 60-тан иртнĕ арçынсем, инвалидсем шанайĕç. Облаç бюджетĕнчен усрав çемьесене уйăхсерен 4540 тенкĕ уйăрса парĕç. Волгоград облаçĕнче те тăлăх пенсионерсене усрава йышăнаççĕ. Ватă çыншăн тăрăшакансене регион хыснинчен 5 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Унсăр пуçне унăн пенсин пĕр пайне çемье бюджетне хывмалла.

Чăваш Енре пархатарлă юхăм вăй илĕ-ши? ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин уйрăм пуçлăхĕ Галина Рязанова çак ыйтăва акă мĕнле хуравларĕ:

- Раççей регионĕсенче тăлăх ватăсемпе инвалидсем валли усрав çемьесем йĕркеленине пĕлетĕп. Республикăра çак ĕçе пуçармашкăн федераци саккунне йышăнманни ура хурать. Тепĕр тесен - кашни пулăмрах ырă тата сивлек енсем палăраççĕ. Çак ыйтăва татса памашкăн вăхăт кирлĕ. Шыв айĕнчи чулсем тÿрех курăнмаççĕ.

Республикăри тăлăх ватăсен вăхăтлăх пурăнмалли уйрăмсене çеç шанмалла. Вулакансем вĕсене ваттисен çурчĕсем пек пĕлеççĕ. Патăрьел районĕнче вĕсем Кзыл-Чишмапа Турханта вырнаçнă. Вĕсенче вăй хуракан çамрăксемпе калаçма тÿр килчĕ.

Елена Егорова Турханти уйрăмра тăрăшать. Унта 6 çын хÿтлĕх тупнă. Алена шкултан вĕренсе тухсан килти йывăр лару-тăрăва пула аслă пĕлÿ илеймен. Çапах вăл юратнă ĕç тупма пултарнă. Икĕ ача амăшĕ килте алă усса ларман - социаллă ĕçчене вырнаçнă. Халĕ вăл ватăсен канлĕхĕшĕн, лăпкăлăхĕшĕн тăрăшать.

- Килте мĕн ĕçлетпĕр - çавна тăватпăр. Çуртра тирпейлетпĕр, апат янтăлатпăр, мунча хутатпăр. Каçхи дежурствăра пулатпăр. Ĕçе йывăр теместĕп, - пĕлтерчĕ Елена Егорова. Центр пуçлăхĕ Татьяна Малинина пикене маттурлăхĕшĕн мухтарĕ.

Кзыл-Чишмара тăрăшакан Вера Тенюшова Канашри медицина училищинчен медсестрана вĕренсе тухнă. Ватăсен çуртĕнче 6 çул вăй хураканскер аслисемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет.

- Пирĕн уйрăмра пурăнакансем лăпкă та тарават. 8 çынна пур енлĕн пулăшатпăр, вĕсен пурнăçне çăмăллатма тăрăшатпăр, - терĕ вăл. 33-ри хĕрарăм килте лариччен кунта ĕçлессине палăртрĕ.

Вулакана социаллă ĕçченĕн шалăвĕ, ахăртнех, кăсăклантарать. Унăн виçи пысăках мар. Утă уйăхĕнче иртнĕ пресс-конференцире РФ ĕçпе социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин 2018 çул тĕлне вăл 2, 5 хут ÿсессе палăртнă. Пĕлтĕр соцĕçченĕн шалăвĕ вăтамран 8 пин те 400 тенкĕпе танлашнă /çĕр-шывĕпе/. Чăваш Республикинче вăл регионри вăтам ĕç укçин 35-40 проценчĕпе пĕр килет. Çавăн пекех министр соцĕçченсен шалăвне ÿстерессине субъектсен татса памаллине палăртнă.

Раççейре социаллă пулăшу тытăмĕнче 480 пин çын тăрăшать, вĕсенчен 200 пинĕ - социаллă ĕçченсем. Вĕсем - тăлăх ватăсемпе инвалидсен шанчăкĕ.

 

 



"Çамрăксен хаçачĕ"
31 августа 2012
00:00
Поделиться
;