Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Пулăшу пахалăхĕ ÿсет

Ĕнер Шупашкарти "Хула стоматологи поликлиники" учрежденире Стоматологири инноваци технологийĕсен ăслăлăх вĕренÿ центрĕ уçăлчĕ.

Стоматологи поликлиникин тĕп врачĕ Владимир Викторов каланă тăрăх - вĕренÿ центрĕнче медицина учрежденийĕсен ертÿçисем, стоматолог тухтăрсем, вăтам сыпăкри медĕçченсем /ассистентсем, шăл техникĕсем, стоматологи клиникисен администраторĕсем/ пĕлÿ шайне ÿстереççĕ, ăсталăхне çирĕплетеççĕ. Çавăн пекех кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн интернĕсем тĕрлĕ енпе - ортопеди, ортодонти, эндодонти, имплантологи, парадантологи, ача-пăча стоматологийĕ - стажировка ирттереççĕ. Тухтăрсене тĕп ĕçрен уйăрмасăр Интернет, WAP-технологисем, электрон библиотекăсем т.ыт хатĕрсем пулăшнипе вĕрентеççĕ. Центра йĕркеленĕренпе кунта 1660 ытла çын ăсталăхне ÿстернĕ. Кăçал вăл çĕнĕ статус - Стоматологири инноваци технологийĕсен ăслăлăх вĕренÿ центрĕ - илнĕ. Кунта вăй хуракансем - информаци, лазер, нанотехнологисемпе тата нанокомпозитсемпе усă курни халăха стоматологи пулăшăвĕпе тивĕçтересси чылай çÿллĕ шая хăпарассине палăртаççĕ. Вĕренÿ центрĕ Чăваш Еншĕн пĕлтерĕшлине республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ: "Ку пулăм - медицина аталаннине çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх. Стоматологи учрежденийĕсен шутне чакарма пуçласан кăмăлсăрланакан чылай пулчĕ. Анчах вăхăт эпир тĕрĕс çул суйланине кăтартса пачĕ: пуçлăхсем сахалланчĕç, сиплекен тухтăрсем йышланчĕç. Çĕнĕ центр ăста стоматологсене ытларах вĕрентсе хатĕрлеме, çынсене пахалăхлă пулăшупа тивĕçтерме май парасса шанатăп". Михаил Васильевич центра вăй илсе аталанма, ĕçченсене тав сăмахĕ ытларах илтме, студентсене тăрăшса вĕренме сунчĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн Михаил Игнатьев профилактика тата гигиена, фантом класĕсене кĕрсе курчĕ, центр ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Çак кун тата тепĕр пулăмпа асра юлчĕ: Стоматологи поликлиники тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ пĕрле ĕçлесси пирки калаçса татăлчĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/16419/index.php?id=s050730003014

 

 



"Хыпар"
05 сентября 2012
00:00
Поделиться
;