Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Ветерансен йышĕ ÿсет

Чăваш Республикин Президенчĕн 2011 çулхи юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнчи “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçме ирĕк пур граждансен категорийĕсем çинчен” 90-мĕш Указне пурнăçласа “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тата унăн удостоверенине памалли Йĕркене тата условисене, çавăн пекех граждансен уйрăм категорине уйăхри укçа тÿлевĕ уйăрмалли Йĕркене улшăнусем кĕртнĕ, вĕсемпе килĕшÿллĕн çак ята тивĕçмешкĕн кирлĕ стажа çирĕплетекен документсен переченьне, çав стажа шута илмелли условисене, социаллă хÿтлĕх, пенси шутласа паракан органсен ведомствăсен хушшинче çыхăнса ĕçлемелли йĕркене, 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕччен Чăваш Республикинчи социаллă хÿтлĕх органĕсене асăннă ята илмешкĕн заявлени çитернĕ граждансене кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен уйăхри укçа тÿлевĕ уйăрмалли условисене палăртнă.

“Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ятпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă чухне стажа палăртмалли пĕрлехи тытăм туса хумашкăн ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе Раççей Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ халăха социаллă пулăшу паракан органсене методика çырăвĕсем ярса панă, “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçес текен граждансенчен документсем йышăнакан специалистсемпе семинар-канашлусем ирттернĕ. Ĕç-хĕлпе çыхăннă информацие документсен электрон çаврăнăшĕн мелĕпе ылмаштарас тата граждансене вĕсен ÿсĕмĕпе сывлăхне кура йышăнас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулнă.

Информаци кунĕсенче, граждансене вырăна тухса ирттернĕ йышăнусенче ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин тата Пенси фончĕн уйрăмĕн ертÿçисем, асăннă тытăмсен территори органĕсен специалисчĕсем “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята парассипе çыхăннă ыйтусемпе халăх хушшинче консультацисем йĕркеленĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем тата Интернетăн информаципе телекоммуникаци сечĕ урлă ăнлантару ĕçне анлăн туса пынă.

2012 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята ĕç стажĕ пысăккине тĕпе хурса 17615 граждана панă, вĕсенчен 15215-шĕ /86 процент/ уйăхри укçа тÿлевне çак меле кура тивĕçнĕ, ыттисем тÿлев ирĕкĕпе инвалида тухнипе, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă е унтан таврăнсан вилнĕ çыннăн çемйин членĕ пулнипе тата çăмăллăхçăсен ытти категорине кĕнипе усă кураççĕ.

Граждансен пĕр пайĕ асăннă указа алă пуснă тĕле ку ята илмешкĕн тивĕçлĕ стаж çуккипе халĕ ăна ĕçлесе пухаççĕ. Пенси шутлакан органсене унччен ĕçлени пирки хушма документсем çитерекенсем те пур. Тĕслĕхрен, ĕç килĕшĕвĕсене, архив докуменчĕсене, шкулта вĕреннĕ тапхăрта каникулта колхозра ĕçленине çирĕплетекен справкăсене.

2012 çул вĕçлениччен тивĕçлĕ стаж пухнă тата 4, 5 пин çынран документсем йышăнма палăртнă. Çапла вара çÿлерех асăннă указ тăрăх Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсен йышĕ 22 пин çынпа танлашмалла.

Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн ку документа алă пуснă тĕле “Ĕç ветеранĕ” тата “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илеймен пысăк стажлă пенсионерсен йышĕ 26, 1 пинпе танлашнă, вĕсенчен 8, 5 пинĕшĕ ăна илмешкĕн документсем паман, мĕншĕн тесен социаллă пулăшу мерисене тивĕçмешкĕн ытти мелпе усă кураççĕ.

Кĕске справка. Чăваш Республикин “Вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене тата Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсене уйăхсерен 980 тенкĕ тата çыхăну пулăшăвĕшĕн /телефон, радио, коллективлă антенна/ компенсаци тÿлеççĕ.

 

 



"Хыпар"
13 сентября 2012
00:00
Поделиться
;