Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Шăла ачаран упраççĕ («Вести (Хыпар)», Чебоксары )

Çак кунсенче Шупашкарта «Ача-пăча стоматологийĕн çивĕч ыйтăвĕсем» регионти ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта 700 ытла тухтăр хутшăнчĕ. Форума çÿллĕ шайра йĕркеленĕ. Республикăри специалистсем Раççейри тата тĕнчери малти опытпа паллашрĕç. Вĕсем сиплевĕн паха мелĕсене кулленхи ĕçре усă курма пуçлĕç. Çак ăслăлăхпа практика конференцийĕ республикăри ача-пăча стоматологи службишĕн çĕнĕ пусăм пулса тăчĕ.

РФ Сывлăх сыхлав министерствин ача-пăча тĕп стоматологĕ Л.Н.Максимовская, тĕнчери сывлăх управ организаци /ВОЗ/ центрĕн стоматологи енĕпе ĕçлекен директорĕ Э.М.Кузьмина, федерацин Атăлçи округĕнчи ача-пăча стоматологийĕ енĕпе штатра тăман тĕп специалист А.М.Хамадеева сумлă хăнасем çеç мар, çивĕч ыйтусемпе тĕп доклад тăвакансем те пулчĕç. Кунсăр пуçне Мускаври, Чул хулари, Краснодарти тата Нидерландри паллă тухтăрсем усăлли нумай пĕлтерчĕç. Вĕсем кариесран хÿтĕленмелли хальхи мелсемпе, çăвар ăш-чикĕнчи чир-чĕре палăртассипе, анестезине тата лазер технологине усă курассипе мастер-класс ирттерчĕç. Сăмахран, Геррит Бруклендер - Пĕтĕм тĕнчери эксперт-стоматолог, PUM чăн членĕ /Нидерландран/ - пациентсене гигиенăна хăнăхтарассипе тухтăрсене усăллă канашсем пачĕ.

- Регионта кариеслисен шучĕ питĕ пысăк - вырăнти халăхăн 90-100 процентне çитиех. Стоматологире патологин 80 процентне пăхăнтарма пулать. Чăваш Енри ачасен вара шăл сывлăхне упраса хăварма пур услови те çителĕклĕ, - пĕтĕмлетрĕ РФ Сывлăх сыхлав министерствин ача-пăча тĕп стоматологĕ Л.Н.Максимовская.

Чăваш Республикин стоматологсен ассоциацийĕ йĕркеленĕ асăннă ăслăлăхпа практика конференцийĕ - ачасен шăл тата çăвар ăш-чикĕн чирĕсен профилактика ыйтăвĕсемпе регион шайĕнче медицина общественноçне чăмăртассипе пĕрремĕш тата çав тери паха опыт.

- Ача-пăча стоматологи енĕпе пирĕн кăтартмалли те, каламалли те пур. Çак енĕпе эпир питĕ яваплă ĕçлетпĕр. ЧР Сывлăх сыхлав министерствипе пĕрле республикăри шкулсенче стоматологи пулăшăвĕн кабинечĕсем уçассипе ятарлă программа хатĕр­лерĕмĕр. Çитес çул стоматологсен вырăна тухса çÿрекен бригадисем валли автобус туянма палăртрăмăр, - пĕлтерчĕ Чăваш Респуб­ликинчи стоматологсен ассоциацийĕн президенчĕ Владимир Викторов.

Конференцие И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ В.Г.Агаков та хутшăнчĕ. Сăмах май, асăннă вĕренÿ заведенипе йĕркеленĕ туслă çыхăну çирĕпленсех пырать. 2012 çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хула стоматологи поликлиникипе ЧПУ стоматологири инноваци технологисен ăслăлăхпа вĕренÿ центрĕ уçрĕç. Тĕллевĕ - стоматологи енĕпе пĕлÿ илекен студентсене, интерн тухтăрсене тата тĕрлĕ специальноçлă врачсене клиникăн хальхи йышши хатĕрлевĕ витĕр кăларасси. Унта ăсталăх туптакансенчен нумайăшĕ конференцире малти опытпа паллашма кăмăл турĕ, çакă вĕсем хăйсен профессинче аталанма тăрăшнине çирĕп­летет.

Пресс-конференцире ЧР сывлăх сыхлав министрĕ А.В.Самойлова республикăра стоматологи службин реорганизацийĕ иртнине пĕлтерчĕ. «Укçа-тенкĕне тата вăй-хала пĕрлештерни хальхи вĕренÿ центрĕсем уçма май парать. Паянхи кун вара çĕнĕ йышши оборудованисĕр, квалификациллĕ специалистсемсĕр ниепле те май çук. Ялсенче те стоматологие аталантаратпăр. Çак енĕпе çемье врачĕн офисĕсенче те, сывлăх центрĕсенче те ĕçлеççĕ, стоматологсем аякри ялсене кайса та профилактика тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Пирĕн тĕллев - пĕрлĕхлĕ тытăм тăвасси, унта районсен хушшинчи стоматологи службисем те, республикăри стоматологи поликлиники те кĕрĕ. Вăйсене пĕрлештерни тухтăрсене вĕрентмелли базăсене аталантарма, стоматологи пулăшăвне халăх илессине çăмăллатма пулăшĕ», - терĕ вăл. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн деканĕ Д.С.Марков аслă шкулта та стоматологсене хатĕрленĕ чухне ăслăлăхпа практика енчен тачă çыхăну аталаннине палăртрĕ.

Хăнасем республикăри ача-пăча стоматологи больницин сывлăх центрне, республикăри тата хулари стоматологи поликлиникисен ятарлă уйрăмĕсене çитсе курчĕç. Вĕсем ача-пăча стоматологийĕнчи профилактика ĕçĕн пахалăхне палăртрĕç. Чăваш Енри шкулсенчи стоматологи пирки ырă сăмах нумай пулчĕ. 31-мĕш шкулти асăннă тухтăр кабинечĕ хăнасене уйрăмах килĕшрĕ. Хăйне евĕр интерьер, стоматологи тата стерилизаци енĕпе хальхи оборудовани, профилактикăн хатĕрĕсем тата пломба материалĕсем йышлă пулни, вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех уроксене сиктерттермесĕр ачасен сывлăхне сăнаса тăни тыткăнларĕ. Çакăнпа пĕрлех инфекцирен кирлĕ пек хÿтĕленсе, федерацин стоматологи калăпĕсене пăхăнса ĕçлесе пыраççĕ çак шкулта.

- Чăваш Енри шкулсенче стоматологи службин 65 кабинечĕ ĕçлет. Вĕсене пурне те лицензиленĕ, хальхи оборудованипе тивĕçтернĕ. Ку - пысăк çитĕнÿ. Шкулсенче стоматолог кабинечĕ пурри ачана 10 çул сăнаса тăма, унăн сывлăхне упраса хăварма май парать, - ырларĕ РФ Сывлăх сыхлав министерствин ача-пăча тĕп стоматологĕ Л.Н.Максимовская. Чăваш Ен Пуçлăхне, ЧР Сывлăх сыхлав министерствине, ЧР стоматологсен ассоциацийĕн президентне тав турĕ. «Республикăра стоматологи ыйтăвĕсен пĕлтерĕшне ăнланни тата отрасле аталанма укçа-тенкĕ уйăрни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн тăрăхра профилактика программи туллин пурнăçланать», - терĕ вăл.

Конференцие логопедсене те йыхравланă. Ю.Н.Белоусов /Тюмень патшалăх медицина академийĕн терапи тата ача-пăча стоматологи кафедри/ ертсе пынă ятарлă семинара çак енпе ĕçлекен 200 ытла педагог килнĕ. Ачасен янах шăммипе пит облаçĕнчи тата калаçу аппаратĕнчи кăлтăксене пĕтерессипе логопедсемпе ортодонтсен пĕрле ĕçлессине сÿтсе явнă унта.

Форумра ачасен стоматологи чирĕсен регионти профилакта программине хатĕрлессипе «çавра сĕтел» иртнĕ. Тĕрлĕ специалист - педиатрсем, стоматологсем, педагогсем, стоматологи службин тĕрлĕ шайри ертÿçисем, врачсен ăсталăхне ÿстерессипе ĕçлекен университет-институт сотрудникĕсем - Л.Н.Максимовская ертсе пынипе Чăваш Енри ачасенчен нумайăшĕн шăл хăрнин сăлтавне, стоматологи службин лару-тăрăвне тишкернĕ. «Çавра сĕтелте» ачасен кариес профилактика программин проектне пăхса тухса ăна çирĕплетме влаç органĕсене пама йышăннă.

Тата çулталăкран - 2013 çулхи кĕркунне - стоматологи гигиенисчĕсен Пĕтĕм Раççейри чемпионачĕпе симпозиумне Чăваш Енре йĕркелеме палăртнă. Унта мала тухакансем професси стажировкине Европăна кайма тивĕçĕç. Çакă хăйсен ăсталăхне туптама талпăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Конференци ирттерни влаç органĕсене тата Раççейри стоматологсен ассоциацине Чăваш Енри ачасен шăл чирĕсен профилактики çине тимлĕ пăхма хистерĕ. Çапла вĕсем пулас ăру сывлăхне çирĕплетессипе методика енчен çеç мар, укçа-тенкĕ енчен те пулăшу кÿрессе шанас килет.

Елена ПРЕОБРАЖЕНСКАЯ



"Хыпар"
03 ноября 2012
00:00
Поделиться
;