Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Малтанхи пулăшупа тивĕçтерекен юнашарах

image #2976Пирĕн республикăра 100 çынран сахалрах йышлă ялсенче пурăнакансене медицинăн малтанхи пулăшăвĕпе вăхăтра тивĕçтермешкĕн 107 кил хуçалăхĕ туса хума палăртнăччĕ. Халĕ авă вĕсем йĕркеленсе çитнĕ темелле.

Канаш районĕнчи Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ больницăн тĕп тухтăрĕ Рената Федорова пĕлтернĕ тăрăх - ку хутлăхра çакăн йышши кил хуçалăхĕсене çиччĕ уçнă. Вĕсенчен пĕри Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнчи Хурăнлăхра - вăрман урамĕнчи пысăк çуртра пурăнакан Федоровсен килĕнче вырнаçнă. 22 çулти Надежда Вячеславовна ентешĕсене медицинăн малтанхи пулăшăвĕ паракан уполномоченнăй тивĕçне пурнăçлама килĕшнĕ. Тĕрĕссипе, вăл ЭВМ операторĕн профессине илнĕ-ха. Кĕçĕн ывăлĕпе - иккĕри Андрейпе - декрет отпускĕнче лараканскер медицина ĕçченĕсем хăйне ентешĕсене пулăшмашкăн ыйтнине хапăлласах йышăннă. Малтанхи пулăшупа тивĕçтересси икĕ ывăл /асли Ярослав тăватă çулта/ çуратса ÿстерекен çамрăк хĕрарăмшăн пĕлмен ĕç мар. Сиплевçĕсемпе - районти тĕп больницăрисемпе те, фельдшер-акушер пунктĕнчисемпе те - тăтăшах хутшăнма тивет. Ÿт-пÿ температурине, юн пусăмне виçесси, кастарнă-ыраттарнă вырăна тасатасси, дезинфекцилесси, пиçсе кайсан е суранлансан малтанхи пулăшу парасси уншăн çĕнĕлĕх мар, кирлĕ тĕк “васкавлă пулăшу” врачне чĕнсе илме май пур.

“Кил хуçалăхĕн уполномоченнăйĕсем пулмашкăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сĕннĕ çынсене çирĕплетнĕ. Хальлĕхе вĕсене çакăншăн тÿлемеççĕ. Енчен те район Пухăвĕн депутачĕсем ку енĕпе тивĕçлĕ йышăну тусан ял халăхĕшĕн ырă ĕç тăвакан хастарсене хăйсем патне пулăшу ыйтма пынă кашни çыншăн çитес çултан тытăнса уйăхра 5 тенкĕ тÿлеме пуçлатпăр,” - тет Рената Федорова.

Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов çирĕплетнĕ тăрăх - Хурăнлăхра пропискăра 63 çын тăрать, ялан пурăнакансен хисепĕ вара 34-ран иртмест, çав шутра - шкул çулне çитмен 4 ача. Фельдшер-акушер пункчĕ 4 çухрăмра вырнаçнă - юн пусăмне е ÿт-пÿ температурине виçтерессишĕн унта кайса килмешкĕн инçерех. Кун пек чухне малтанхи пулăшупа тивĕçтерекен уполномоченнăй юнашар пулни меллĕ. Хурăнлăхсем Надежда Вячеславовна ĕçĕпе кăмăллă.

“Уполномоченнăй пирĕншĕн те пысăк тĕрев. Кирлĕ тĕк инкеке лекнĕ çын пирки пĕлтерет, эпир те унта васкатпăр вара, - калаçăва тăсрĕ ФАП фельдшерĕ Ольга Филиппова. - Пĕчĕк ялта пурăнакансене медицинăн малтанхи пулăшăвĕ парас çĕрте унăн ĕçĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр чухне кашни самант хаклă вĕт.”

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ял çыннисен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Наталья Григорьева çирĕплетнĕ тăрăх - республикăра пурăнакансене медицинăн малтанхи пулăшăвĕпе тивĕçтерессипе йĕркеленнĕ 107 кил хуçалăхĕн усси курăмлă пуласси иккĕлентермест. Вĕсен тĕллевĕ - пĕчĕк ялсенче тĕпленнĕ çынсем йывăрлăха лексен вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси тата пурнăçне çăлса хăварасси. Çакна пурнăçламашкăн вырăнти çăлавçăн май çителĕклех: сурана тасатма тата çыхса яма антисептик хатĕрĕсемпе, амантнă-хуçнă вырăна хумалли жгутсемпе, шинăсемпе тивĕçтернĕ ăна, мобильлĕ çыхăну пур, кирек хăш вăхăтра район больницин е фельдшер-акушер пункчĕн специалисчĕсемпе çыхăнма, “васкавлă пулăшу” чĕнсе илме пултарать.




"Хыпар"
13 ноября 2012
00:00
Поделиться
;