Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Хушма чарусем - ĕçке хирĕç

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне Иван Моторин премьер ертсе пычĕ. Кун йĕркинчи ыйтусем пирки питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, анчах - кулленхи пурнăçпа çыхăннăскерсем, ырана хăвармасăр татса памаллискерсем.

Вице-премьер - сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан /усрава илсен/ çемьесене уйăхсерен укçа тÿлессине çирĕплетекен саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Тÿлев - патшалăхăн хушма пулăшу мери. Вăл кăçалхи раштавăн 31-мĕшĕ хыççăн çуралакан ачасене пырса тивĕ. Унăн виçи ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашĕ. Услови пур: çак укçана çын пуçне тивекен тупăш çирĕплетнĕ виçерен иртмесен кăна парĕç, ача виççĕ тултариччен тÿлĕç. Саккуна пурнăçлама çитес çул 120 млн тенкĕ ытларах кирлĕ пулать, 14-15-мĕш çулсенче 368 млн тата 654 млн тенкĕ уйăрмалла. Проекта ырларĕç.

Çавăн пекех ветерансене тата инвалидсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх енчен пулăшмалли меслете, республика территорийĕнче алкоголь продукцийĕ сутмалли вăхăт, условисем тата вырăнсем тĕлĕшпе палăртнă хушма чарусене çирĕплетрĕç. Сăмах май, чарусем тĕлĕшпе чылай ыйту çуралчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков пĕлтернĕ тăрăх - çакнашкал чару мерисемпе çĕр-шывăн теçетке ытла регионĕнче усă кураççĕ ĕнтĕ. Ĕçке пула çынсен сывлăхĕ хавшанипе, преступленисем йышланнипе çыхăннă çивĕчлĕх палăрнине кура Чăваш Ен те çак çулпа каяс тенĕ. Чарусем парксене, кану вырăнĕсене, халăх йышлă пулакан ытти вырăна пырса тивеççĕ. Сăмахран, Шупашкар заливĕ. Министр палăртнă тăрăх - эрех сутас тесен унти пĕчĕк кафесен те ресторан статусне илме тивет. Кафепе ресторан хушшинче мĕнле уйрăмлăх? Премьерăн çак ыйтăвне хуравланă май министр уйрăмлăха тивĕçлĕ ГОСТсем çирĕплетни çинчен каларĕ. Вĕсене пăхăннине лицензи паракан Экономика аталанăвĕн министерстви тĕрĕслесе тăрĕ.

Чăннипе, ресторан шайне хăпармашкăн кафесен темех те тумалла мар - вĕсем ахаль те тивĕçлĕ шайра. Çапах ку ĕç вывескăсене улăштарнипе кăна чикĕленмелле мар пуль. Çавăн пекех чарусем алăкĕ ача-пăча вылякан площадкăсене, пурăнмалли çуртсен картишĕсене тухакан хупахсене те пырса тивĕç. Ярмăркка йышши пысăк мероприятисен вăхăтĕнче те эрех сутма чарĕç. Сăмахран, Республика кунне уявлама пин-пин çын пухăнать - ун пек чух алкоголь шĕвекĕсем сутмĕç. Çак уяв вăхăтĕнче вырăнсенчи влаçсем ахаль те чару йышăннă-ха, халь вара республика шайĕнчех çирĕплетнĕ чару пулĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен больницине тата перинаталь центрне пĕрлештерсе пĕр учреждени тăвассине хирĕçлекен пулмарĕ. Ячĕ тĕлĕшпе çеç иккĕленÿ пулчĕ. «Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕ» теме сĕннĕ те - ятра унта ачасене сиплессине палăртакан сĕм çук. Тен, «ачасен» сăмах хушмалла? Алла Самойлова министр кун пирки шухăшланине каларĕ, анчах хайхи центрта ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсем те пулаççĕ те - вĕсене «ачасен центрĕнче» сиплени килĕшÿллĕ мар. Çавăнпа та ята малтан сĕннинех хăварас терĕç. Сăмах май, сиплев учрежденийĕсене пĕрлештерни çитес çулах 2, 5 млн тенкĕ перекетлеме май парать. Пуçлăхсен шучĕ чакать, сиплев ĕçне тÿрремĕнех пурнăçлакансен йышĕ унчченхиех юлĕ.

Граждансене салтаксен, матроссен, сержантсен тата старшинасен çар специальноçĕсемпе çар службине хатĕрлес ыйту тавлаштармарĕ. Юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Семенова пĕлтернĕ тăрăх - 2012/2013 вĕренÿ çулĕнче республикăра 1305 специалиста хатĕрленĕ, çитес вĕренÿ çулĕнче ку йыш чакать - 500 çынна вĕрентмелле. Кун валли федераци укçине уйăраççĕ.

Ларура ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе патшалăх надзорне пурнăçламалли йĕркене çирĕплетрĕç, çĕр лаптăкĕсене Шупашкар хула округĕн чиккисене кĕртме йышăнчĕç. Çавăн пекех Спорт министерствин ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулне В.Кочков ятне парассине ырларĕç. Вăл, тĕрĕссипе, Чăваш Енри ирĕклĕ кĕрешÿ никĕслевçи пулнă - чыс-хисепе тивĕç.

Республикăри чи тирпейлĕ тата хăтлă территорисене палăртмалли конкурс условийĕсем тивĕçтерменни пирки Правительство ларăвĕсенчен пĕринче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та сăмах пуçарнăччĕ - халĕ улшăнусем хатĕрленĕ, вĕсемпе строительство министрĕ Владимир Громов паллаштарчĕ. Асăннă конкурса хăш-пĕр номинаципе хутшăнакансен шучĕ çуллен чакса пырать, çакăнта унашкаллисем Раççей шайĕнче те пуррин витĕмĕ сисĕнет ĕнтĕ. Çавна май, калăпăр, организацисемпе предприятисен территорийĕсене тирпейлес, йывăç-тĕм лартас тĕллевлĕ номинаци вырăнне урăххине кĕртĕç - пурăнмалли çуртсен çумĕнчи территорисене хăтлăх кÿмелли, симĕслетмелли. Çавăн пекех уйрăм çынсен çурчĕсен çумĕнчи участоксенче йывăç-тĕм лартнине хаклакан номинаци те пулĕ. Тепĕр самант: вăл е ку номинацие виçĕ тытăмран каярах хутшăнчĕ тĕк - пĕр преми кăна пулĕ, иккĕрен каярах хутшăнсан конкурс ирттермĕç.

Оригинал статьи: http://hypar.ru/nws/show/32/17494/index.php?id=s150812039469

 

 



"Хыпар"
15 ноября 2012
00:00
Поделиться
;