Министерство здравоохранения Чувашской Республики

Сывлăх çирĕплентĕр, тавралăх илемлентĕр

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче вице-премьер – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуралсан (усрава илсен) çемьесене уйăхсерен укçа тÿлессине çирĕплетекен саккун проекчĕпе паллаштарнă. Вăл кăçалхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралакан ачасене пырса тивĕ. Унăн виçи ачасене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçепе танлашĕ. Çак укçана çын пуçне тивекен тупăш çирĕплетнĕ виçерен иртмесен кăна парĕç, ача виççĕ тултариччен тÿлĕç. Саккуна пурнăçлама çитес çул 120 млн тенкĕ ытларах кирлĕ пулать, 2014-2015-мĕш çулсенче 368 млн тата 654 млн тенкĕ уйăрмалла. Министрсем проекта ырланă.

Çавăн пекех ветерансене тата инвалидсене çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе патшалăх енчен пулăшмалли меслете, республика территорийĕнче алкоголь продукцийĕ сутмалли вăхăт, условисем тата вырăнсем тĕлĕшпе палăртнă хушма чарусене çирĕплетнĕ. Çакнашкал чару меслечĕсемпе çĕршывăн теçетке ытла регионĕнче усă кураççĕ ĕнтĕ. Ĕçке пула çынсен сывлăхĕ хавшанипе, преступленисем йышланнипе çыхăннă вĕсем. Чарусем парксене, кану вырăнĕсене, халăх йышлă пулакан ытти вырăна пырса тивеççĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти ачасен больницине тата перинаталь центрне пĕрлештерсе пĕр учреждени тума йышăннă. Сиплев учрежденийĕсене пĕрлештерни çитес çулах 2, 5 млн тенкĕ перекетлеме май парать. Пуçлăхсен шучĕ чакать, сиплев ĕçне тÿрремĕнех пурнăçлакансен йышĕ унчченхиех юлĕ.

Ларура ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе патшалăх надзорне пурнăçламалли йĕркене çирĕплетнĕ, çĕр лаптăкĕсене Шупашкар хула округĕн чиккисене кĕртме йышăннă.

Республикăри чи тирпейлĕ тата хăтлă территорисене палăртмалли конкурс условийĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Сăмахран, организацисемпе предприятисен территорийĕсене тирпейлес, йывăç-тĕм лартас тĕллевлĕ номинаци вырăнне пурăнмалли çуртсен çумĕнчи территорисене хăтлăх кÿмелли, симĕслетмелли пулĕ. Çавăн пекех уйрăм çынсен çурчĕсен çумĕнчи участоксенче йывăç-тĕм лартнине те хаклĕç.

Оригинал статьи: http://atal-volga.com/page.aspx?page=./41305/41326/41415/53992

 

 



"Хресчен сасси"
16 ноября 2012
00:00
Поделиться
;